Персона
Ева Лисина ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Японире унӑн кӗнеки пичетленнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Светлана Гордеева Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. Ева Лисина — прозаик, поэт, тӑлмачӑ тата библиограф, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ. Унӑн «Дети Синьяла» кӗнекине Масанори Гото куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Иокогама хулинчи «Гундзося» издательствӑра пин экземпляр тиражпа пичетленнӗ. Ева Лисина 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Именкассинче ялти учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин йӑмӑкӗ. Мускаври Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Мускаври патшалӑх университечӗн Ботаника пахчинче, М.И. Рудомино ячӗллӗ ют ҫӗршыв литературин вулавӑшӗнче ӗҫленӗ. Пулас чӑваш артисчӗсене Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Аристарх Дмитриев Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Куҫма Турхан ячӗллӗ премисен лауреачӗ Аристарх Дмитриев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл — сӑвӑҫ, прозаик, тӑлмач. Аристарх Дмитриев Етӗрне районӗнчи Улӑх Шӑмат ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче иртнӗ. Мускаври М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. Хӗсмет хыҫҫӑн пичет ӗҫне кӳлӗннӗ. «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче, «Ялав» журналта, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. А. Дмитриевӑн пӗрремӗш сӑвви «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра 1956 ҫулта пичетленнӗ, «Савнисем» поэми 1959 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ. Сӑвӑ ярӑмӗсем хаҫат-журналта, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» кӗнекесенче тухнӑ. Поэт Ҫеҫпӗл Мишшин, Ухсай Яккӑвӗн, Юрий Сементерӗн, Николай Исмуковӑн, Валери Туркайӑн сӑвви-поэмине, чӑваш халӑхӗн «Улӑп» эпосне вырӑсла куҫарнӑ. |
Персона
Виктор Родионов Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ. Артистӑн пултарулӑх биографийӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе ҫыхӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулнӑ. Шупашкарти музыка училищинче тата А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институчӗн чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс пулин те пӗчӗкрен чӑвашла вӗреннӗ. 40 ҫул хушшинче Виктор Родионов тӗрлӗ характерлӑ, тӗрлӗ ӳсӗмри, шалти тӗнче енӗпе пачах расна 300 ытла сӑнара ӗнентерӳллӗн калӑпланӑ. Ӑна аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑксем те аван пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тӗлӗнмелле ҫын пирки сюжет ӳкернӗ. Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнакан Раиса Калинина 75 ҫулта та трактор рулӗ умне ларать. Хӑй вӑхӗтӗнче вӑл ҫак транспорта республикӑн пур кӗтесне те ҫитнӗ – унӑн тӑван тӑрӑхри илеме курас килнӗ. Раиса Калинина паянхи кун та трактор тапратса ял ҫыннисене пулӑшать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл чунне парса ӗҫленӗ. Чи пӗрремӗш тракторӗ ДТ-54 пулнӑ, каярахпа ытти трактора та шанса панӑ ӑна. Хӑй вара МТЗ-50 тата МТЗ-80 тракторсене кӑмӑллать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раиса Калинина Чӑваш Енре Паша Анегелина трактористкӑн премине тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Мукаш районӗнче пурӑнакан 90 ҫулти кинемей килте ахаль лармасть. Унӑн килӗ музей евӗрех. Ватӑлма вӑхӑт ҫук унӑн – алӗҫӗпе аппаланать. Ҫамрӑк чухне Елена Изракова аварие лекнӗ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи пынӑ. Ҫав кун рюкзак ҫакнӑ темиҫе хӗрача кузовлӑ машина ҫине ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр машина иртсе пынӑ, Еленӑн рюкзакне ҫаклатнӑ та сетӗрсе кайнӑ. Хӗр машина айне лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пульницӑра виҫӗ уйӑх выртнӑ. Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман. Ҫапах Елена икӗ хӗр ҫуратнӑ. Елена Изракова пулла ҫӳреме юратать. Кунне 50 пулӑ тытни уншӑн норма шутланать. Хӑш чух ҫӗрлечченех вӑлта тытса ларать, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех. Елена Изракова — лайӑх каменщик, штукатур. Хӑйӗн ҫуртне вӑл хӑйех тунӑ. Халӗ хастар хӗрарӑм 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 90-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Леонид Сергеев 90 ҫул тултарнӑ. Леонид Сергеев Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче 1929 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкулта, унтан ҫывӑхри Муркашри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1945 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ҫул тытнӑ. Шкулта та тӑрӑшнӑ, уркаш райӗҫтӑвкомӗн ҫут ӗҫ пайӗн ертӳҫи те пулнӑ. Ҫамрӑклах тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтанласа муркашсен калаҫӑвне тӗпченӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ҫумӗнчи аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Каярах Азербайджан университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Леонид Сергеевӑн пысӑкран та пысӑк, сумлӑран та сумлӑ ӗҫӗсем нумай. Вӗсенчен пӗри тесе вӑл ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи диалекчӗсен системи /Диалектологи атласӗ/» тӗпчеве асӑнмалла. Леонид Сергеев паян та Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ Шупашкара куҫ хывнӑ. Ҫакӑн пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарта 12-мӗш хут иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн тӳрисемпе, фестиваль хӑнисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Унта хутшӑнакансене Чӑваш Ен ертӳҫи «Эпир сире Шупашкарта курма яланах хавас. Яланлӑхах юлас текенсене савӑнсах йышӑнӑпӑр», — тенӗ. Пресс-конференцире пулнӑ Надежда Смирнова журналист ӗнентернӗ тӑрӑх, «Шупашкарта тымар яма килӗшнисенчен пӗрремӗшӗ илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюри председателӗ Одельша Агишев» пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӳрех куҫ хывнӑ-мӗн. «Эпӗ уҫӑлса ҫӳреме юрататӑп. Ӗнер ирхине Шупашкарта ҫапла тума май пулчӗ. Хула питӗ таса пулни тӗлӗнтерчӗ. Кунта сывлама ҫӑмӑл. Эпӗ ҫак хулара яланлӑхах юлма хатӗр», — тенӗ Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вӑхӑт питех те хӑвӑрт иртет ҫав. Кун хыҫҫӑн кун хыҫа юлнӑ май пӗрисем ҫак ҫӗр ҫине килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трер пултаруллӑ режиссерпа, сӑвӑҫпа, музыка критикӗпе, тӑлмачпа, актёрпа сывпуллашрӗ. Ӑна, аса илтерер, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче йӗркеленӗччӗ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗччӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтернӗччӗ унта пулнӑ Тимӗр Акташ журналист. «Иосиф Трер пиртен уйрӑлса кайнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ. Ун ялти вил тӑпри ҫине ҫывӑх юлташӗсемпе килсе ӑна асӑнтӑмӑр», — хыпарланӑ ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Чуйӑнчӑ-Николаевка ялӗнче пурӑнакан хастар чӑваш хӗрарӑмӗ Любовь Васильева Ҫӗнтерӳ кунӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Маттурскерпе «Урал сасси» хаҫатра паллаштарнӑ. Чуйӑнчӑ шкулӗнче вунӑ ҫул вӗренсе тухсан Люба Туймазӑ хулинче вырнаҫнӑ Россельхозтехникӑра бухгалтеринче виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. Унтан ӑна вӗренме Юматовӑри техникума янӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑйне килӗшнӗ каччӑпа паллашса ҫемьеллӗ пулнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе икӗ ача — ывӑлпа хӗр — ҫуратса ӱстернӗ. 1973 ҫулта Любовь пекарня заведующийӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл вӑтӑр ҫул вӑй хунӑ. Пенсине тухсан Любовь Гавриловна чӑваш культура пӗрлӗхӗпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. 2007 ҫулта Ӗпхӳри Калинин районӗнче чӑваш вырсарни шкулӗ уҫӑлсан вӑл вӗрентекене ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче СССР ҫутӗҫ отличникӗ, ӗҫ ветеранӗ Алла Петровна Песина (1937–2019) куҫне хупнӑ. Унпа, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сывпуллашмалла. Крым тӑрӑхӗнчи Симферопольте ҫуралнӑскер Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Грузири Гори хулине эвакуаципе лекет. Унти пединститутран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1958 ҫулта ҫавӑнти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан мӑшӑрӗпе Владимир Песинпа Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Упӑшки Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче инженер-конструкторта тӑрӑшнӑ. 1960-1985 ҫулсенче Алла Петровна хулари тӗрлӗ шкулта, «Эксельсиор» уйрӑм ҫын шкулӗнче тӑрӑшнӑ. 1986 ҫулта ӑна улттӑри ачасене шкулта вӗрентме пуҫласа шаннӑ. Алла Песина патӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Ухсай Яккӑвӗн хӗрӗ Елена, Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин хӗрӗ Илемпи, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗн, профессорӑн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри философи кафедрин заведующийӗн Энвер Феизовӑн хӗрӗ Галия, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫин, Виталий Станьял ӑсчахӑн хӗрӗ Эрбина вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |