Культура
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче Василий Петровӑн «Ват хӗр ҫырӑвӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Авторӑн чӗлхи илемлӗ, пуян. Паянхи писательсен те унран вӗренмелли пайтах. Сюжет тӗлӗшӗнчен темӗн анратмаллиех пулса иртмест пуль, анчах писателӗн ҫыпӑҫуллӑ чӗлхи чуна савӑнтарать, шухӑша путарать, вулакана хӑй тыткӑнне илет», — хыпарланӑ издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Паллӑ чӑваш прозаикӗн кӑларӑмне икӗ калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитӗ. Ҫав куна пирӗн тӑрӑхра анлӑн палӑртма хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Олег Николаев Элтепер Иван Яковлев пирки чӑваш культурин патриархӗ тенӗ май юбилей мероприятийӗсене ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитета йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗр эрнере татса пама хушнӑ. Мероприятисен планне вара нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле. Мероприятисене йӗркелессишӗн республикӑн Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Дарья Нагорнова ҫамрӑк дизайнер наци эрешӗллӗ коллекци хатӗрлет. Ҫамрӑк ӑста тӗрлӗ стиле пӗрлештерме юратать. Калӑпӑр, этникӑна спорт стилӗпе. Ун пеккине хӗр, сӑмах май каласан, аслӑ шкулта вӗреннӗ чухнех ӑсталанӑ. Кайран ҫавӑн пек ӗҫ ӑна конкурсра ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Паян Дарья ҫамрӑк дизайнерсен хушшинче ят-сум ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Dari Nago» брендпа хатӗрлекен тумсемпе Мускаври мода эрнине те, «Таврида.АРТ» форума та хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫипуҫсӑр пуҫне хӗр сӑрантан тӗрлӗ аксессуар хатӗрлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елена Атаманова. Елена Атаманован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра 2022 ҫулта Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ. Пӗлтӗр конкурса тӑратнӑ материалсенчен чи сумлисемпе Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров паллаштарнӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие икӗ ҫынна пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторне Владимир Васильева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспондентне Вячеслав Ильина; Н. Никольский ячӗллӗ премие — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячӗллӗ премие — «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Елена Атаманована. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ иртнӗ ҫул гастрольсемпе те тухса ҫӳренӗ. Тутарстанра, Мари Элта, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Пушкӑртстанра артистсем 8 районпа хулана ҫитсе концерт кӑтартнӑ. Раҫҫей халӑхӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Звезды народного искусства» (чӑв. Халӑх ӳнерӗн ҫӑлтӑрӗсем) гала-концертӗнче (вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче пулнӑ) «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) Мускаври патшалӑх академи театрӗн сцени ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ. «Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ. Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
президентскиегранты.рф сайтран илнӗ cӑнӳкерчӗк Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ. Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ. Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ. Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ. |
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен…» кӗнеки 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Ку хыпара издательство ӗнер пӗлтернӗ. Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нурӑсри тата Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенче, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, «Капкӑн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уҫӑ пӗрлешӗвӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ. «Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |