Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» викторина иртӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, РСФСР шайӗнче Ленин орденне тивӗҫнӗ учителӗн тата чӑвашла ҫыракан малтанхи хӗрарӑм писательницӑсенчен пӗрин «Мучар», «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх», «Ача чухнехи» ятлӑ хайлавӗсем уйрӑмах паллӑ. Ҫыравҫӑ 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти 7 класлӑ шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине 30 ҫула яхӑн вӗрентнӗ. Пуштуйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӑл «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» регионсем хушшинчи викторина иртӗ. Ӑна Трубина Мархви ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗпе Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата «Тантӑш» хаҫат ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет. Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура. 2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ. Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
pro-dachnikov.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Таджикистанри туристсене кӗреҫҫӗ. Нумаях пуомасть Душанбере пирӗн республика делегацийӗ пулнӑ. Вӗсем икӗ ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пирӗн тӑрӑх медицина туризмӗпе усӑ курма сӗнет. Чӑваш Ене, сӑмахран, С.Н. Федоров академик ячӗллӗ куҫ микрохирургине килеҫҫӗ. Вӑл учреждени — Раҫҫейри еррсе пыракан офтальмологи центрӗсенчен пӗри. Президент перинаталь центрӗнче ЭКО мелӗпе сипленеҫҫӗ. Унти тухтӑрсем ача-пӑчаллӑ пулайман ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ. Республикӑн стоматологи поликлиникинче CAD-CAM мелӗпе шӑл лартаҫҫӗ, нейромышца стоматологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм. Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть. Аван-и? Чӑн та чаплӑ йӑла. Анчах паянхи кун ӑҫта ҫухалчӗ-ха вӑл? Сӑлтавӗ вара тӗрлӗрен. Чи витӗмли ман шутпа — халӑх ӗлӗкхи пек чухӑн пурӑнма пӑрахнинче. Ачалӑха аса илетӗп те — мӑлатук-пуртӑ таврашӗ те кашни килтех ҫукччӗ. Вӑрӑм пусма кирлӗ пулсан кӳрше утаттӑмӑр. Тата ытти те. Халь вара? Мӑлтукӗ кашнин пӗрер кӑна мар, пуртти иккӗ-виҫҫӗ. Вӑл кӑна мар, тӗрлӗ электроинструмент пурин те пур темелле. Шуруповерт текенни хӑшӗсен пӗрре кӑна мар. Ыттисем те сахал мар: электропӑчкӑ, электролобзик... Пурин те килӗнче бензопӑчкӑ пур темелле. |
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Краски весны» (чӑв. Ҫуркунне сӑрри) художество тӗррин куравӗ уҫӑлнӑ. Курав авторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, чӑваш наци тӗррин художникӗ, модельер, Татьяна Петрова. Художник пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑхӑн ҫав енӗпе ҫур ӗмӗр тӑрӑшнӑ хушӑра темпҫе пин япала тӗрленӗ. Татьяна Петрован ӗҫӗсене Англире, Болгаринче, Венгринче, Германинче, Канадӑра, Китайра, Польшӑра, Францире, Японире, АПШра кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫуртӗнче паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑнти ял халӑхӗ концерта пуҫтарӑннӑ. Культура учрежденийӗн сцени ҫине Шупашкар муниципалитет округӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те, чӑваш эстрадин артисчӗсем те тухӗҫ. 18 сехет те 30 минутра пуҫланакан концерта Хачӑкри «Ямпах» вокал ансамблӗ тата Етӗрнекассинчи ял клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» ансамбль те хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш романсӗ» ятпа лекци ирттернӗ. Лекторӗ – Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институчӗн кафедри доценчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алиса Агакова. Пухӑннисене вӑл чӑваш музыкин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш романсӗпе паллаштарнӑ. Малтанхи чӑваш романсӗсене Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов хайлавӗсене чӑвашла куҫарса йӗркеленӗ. Лекцие Филипп Лукинӑн, Григорий Хирпӳн, Виктор Ходяшевӑн, Олимпиада Агакован, Григорий Анчиковӑн, Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн хайлавӗсем пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чаваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Геннадий Медведева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Пулас артист 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Светлана Белова. ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ. Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ыркӑмӑллӑх тӗллевӗпе спектакль кӑтартассине пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ. Асӑннӑ спектакль Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫӗ-хӗлӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче чӑвашсен паттӑрлӑхӗпе паллаштарать. Спектакль режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Инсценировкине Сергей Павлов ҫырнӑ. Билет сутса тунӑ укҫана театр ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма уйӑрӗ. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |