Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ вырӑнӗсем пушаннӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Театра художник-бутофор кирлӗ. Ҫав ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳллӗ пулмалла, театра юратмалла, ҫынпа калаҫма ӳркенмелле мар, ӗҫ опычӗ пулсан аван. Ҫутӑ оборудованин электроникине, сцена механикине, сасӑ техникине тата электрон техникӑна тытса тӑма инженер-электрик кирлӗ, унӑн ӗҫ опычӗллӗ пулмалла. Механика оборудованийӗн инженерне те ӗҫе илӗҫ. Сцена машинисчӗн 45 ҫулчченхи ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, сиенлӗ йӑла-йӗркесемсӗр арҫын пулмалла. Асӑннӑ ҫынсен эрнере ултӑ кун ӗҫлеме тивӗ, тунтикун кантарӗҫ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +78352620221 телефонпа кадр специалисчӗпе ҫыхӑнмалла. Тӗплӗ резюмене drama21@rchuv.ru электрон адреспа ярса пама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара узбексем спектакльпе килӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Узбекистанри патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ спектакльсем кӑтартӗ. Ташкент хулинчи ӑстасем Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «На бойком месте» камите тата Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лратнӑ «Сны Гамлета» спектакле кӑтартӗҫ. Спектакльсем 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗҫ. Касса телефонӗ: 45-00-34. Сӑмах май каласан, пирӗн артистсем те вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳресе аякрикуракансене чӑваш спектаклӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() mel.fm сайтри сӑн ӳкерчӗк Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче 2024 ҫулта Жюль Вернӑн «Вокруг света за 80 дней: 150 лет спустя» ятлӑ спектакльне лартма палӑртнӑ. Ҫавна май унта ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукне Жан Верна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Франци ҫыравҫи ку шухӑша ырланӑ, спектакль вӑйлӑ пуласса иккӗленмен. Ҫавӑн пекех, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна Федор Кнюхов ҫулҫӳревҫе чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе театрӑн сцени ҫине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑ. Спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панова драматургӑн «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «режиссер пьесӑна хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Спектакле чӑваш халӑхӗ юратакан паллӑ юрӑсемпе тата кӗвӗсемпе илемлетнӗ». «Уйрӑлу каҫӗ» спектакльти тӗп рольсенче ҫамрӑк артистсем: Светлана Лукиянова, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Евгений Урдюков, Григорий Петров тата Екатерина Спиридонова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кӑҫал вӑйӑ киновӗн конкурсне 7 ҫӗршыври 11 кинолента хутшӑнӗ: Таджикистанран, Иранран, Арменирен, Норвегирен, Сербирен тата Раҫҫейрен. Пирӗн ҫӗршывран 5 ӗҫ пулӗ. Ку конкурс жюри пайташӗсене Австрире кинофестиваль пуҫарнӑ Николай Максимов ертсе пырӗ. Этника тата регион фильмӗсен конкурсне 19 ӗҫ хутшӑнӗ, документлӑ фильмсен конкурсне - 14 ӗҫ. Кинофестивалӗн тӗп лапамӗ "Волжский" кинотеатр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗрте спектакль кӑтартӗҫ. Унта вӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑпа тухса кайӗҫ. Асӑннӑ спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Пьеса авторӗ — чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский. Спектакльте вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш спектакльне курас тесен чӗмпӗрсен И.А. Гончаров ячӗллӗ драма театрне ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Победители. Орест Филиппов» (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗсем. Орест Филиппов) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна художник, учитель тата ӗҫтеш евӗр пӗлнӗ. «Директорта ӗҫлеме ҫирӗплӗх ҫитмест тесе ун пирки каланине астӑватӑп. Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ. Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://ok.ru/profile/578554898199 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ. Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Пӗрремӗш канал журналисчӗсем пулнӑ. Вӗсем «Повара на колесах» (чӑв. Урапа ҫинчи поварсем) телекӑларӑм валли сюжет ӳкерме килнӗ. Телеоператорсемпе режиссёрсем, кӑларӑма хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен ытти ӑста, ҫав шутра паллӑ поварсем те, Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ-ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем паллӑ вырӑнсемпе паллашанӑ, ресторансемпе пасарсене тата гастробарсене кӗрсе тухнӑ. Фермер апат-ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ тутлӑ апатпа хула ҫыннисене сӑйланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патра ӳкернӗ телекӑларӑма ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Китайпа Японире пулнӑ пултарулӑх коллективӗ тухӗ. Ун чухне пирӗн пата Чӗмпӗрти патшалӑх академи симфони оркестрӗ килсе ҫитӗ. 2023-2024 сезонта ҫав оркестр 55 ҫулхине уявлӗ. Юбилей умӗн коллектив гастрольпе пирӗн республикӑна килес тенӗ. Программӑра вырӑс музыкин классики янӑрӗ. Концерта кайсан Сергей Танеевӑн «Иоанн Дамаскин» кантатипе, Александр Бородинӑн «Князь Игорь» оперин сыпӑкӗпе тата ытти илемлӗ номерпе киленме май килӗ. 55 ҫулта Чӗмпӗрти симфони оркестрӗ 16 ҫӗршывра тата Совет Союзӗпе Раҫҫейӗн 90 хулинче пулнӑ. Юлашки ҫулсенче пысӑк гастрольсемпе Китайпа Японие ҫитнӗ, Мускаври академи филармонийӗн П.И. Чайковский ячӗллӗ концерт сцени ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |