Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере ҫура хӗр шоу-бизнесра ӗҫлет. Ҫав хӗр – Екатерина Решнова. Вӑл унччен «СТС» телеканалӑн фильмӗсенче вылянӑ, шоусене хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть Екатерина «Дети» камитри тӗп сӑнара калӑпланӑ. 2019 ҫулта Екатерина Герман Сидаковӑн Драма шкулӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫултанпа вӑл Антон Чехов театрӗнче актрисӑра ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Катя «Девушки с Макаровым» кинокартинӑра Марина сӑнарне калӑпланӑ, «Развод» фильмра – Олеся рольне, «Быть» фильмра – Варя. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Канаш хӗрарӑмӗсем. vk.com/mintrud_21 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур. Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова. Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ. Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022 ҫулшӑн Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине илме хӑш ӗҫсене тӑратни паллӑ. Списокра — пурӗ тӑхӑр ӗҫ. Вӗсем пирки халӗ ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне Шупашкарти Прездент буьварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫитерме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 56-50-48, электрон адрес: culture56@cap.ru. Конкурсри ӗҫсем ҫаксем: «Писатели Чувашии – детям» электрон вулавӑш, Вырӑс алфавитне тӗпе хурса йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн палӑкӗ (авторӗ — Виктор Глебов), «Наша вечность все равно останется с нами: пьесы» пултарулӑх монографийӗ, «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» театрпа концерт программи, «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографи, «Куккук куҫҫулӗ» спектакль, «Чувашский мир и его выдающиеся люди» документлӑ фильмсен ярӑмӗ, «Хранители» спектакль, Сергей Рахманиновӑн «Симфонические танцы» балечӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ. Ушкӑнсем валли экскурсисем тата ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре. Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 14 сехетре иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иркутск облаҫӗнчи Успенский-3 поселокри культура ҫуртӗнче «Телей» тата «Юрай» чӑваш ансамблӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Нумая пулмасть культура ҫурчӗпе учреждени пуҫлӑхӗ Татьяна Прокопчук «Ял тӑрӑхӗнчи культура чи лайӑх учрежденийӗпе ӗҫченӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Апла пулсан, ҫавӑнта чӑваш ансамблӗсем аван ӗҫленин тӳпи те пур тесе шухӑшлама юрать. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурсра ҫӗнтернӗ май культура учреждени хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме, музыка инструменчӗсем туянма, сцена ҫи-пуҫӗ илме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӑхташӑмӑрсем». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Наследие» (чӑв. Еткер) этнокультура центрӗ уҫӑлнӑ, чӑвашла ӑна «Чӑваш еткерӗ» этнокультура центрӗ тесе ят панӑ. Асӑннӑ лапамра курав залӗ, ҫавӑн пекех мультимеди элеменчӗсемлӗ «Асам» зал, «Шевле» тата «Мерчен» пултарулӑх мастерскойӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Этнокультура центрне ӗнер, Ӑслӑлӑх кунӗнче, уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. Центра хальхи вӑхӑтри технологисем тата ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсем ҫине таянса уҫнӑ. Вӑл ҫамрӑксемпе ачасене тӑван халӑхӑн, ҫӗршывӑн тата республикӑн кун-ҫулӗпе тарӑнрах паллашма илӗртессе шанаҫҫӗ. «Хӑйӗн тымарне сума сӑвакан, йӑли-йӗркине асра тытакан ҫын ҫеҫ малашлӑха ҫирӗппӗн талпӑнма пултарать», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иван Яковлев. vk.com/ivanyakovlev1848 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ Иван Яковлев ҫинчен сӑвӑсен кӗнекине кӑларма палӑртса хунӑ. Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога, писателе, куҫаруҫӑна тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлева халалланӑ вырӑсла сӑвӑсене sd_gordeeva@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ, чӑвашлисене — lrigel@rambler.ru адреспа. Ӗҫсене кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Епле шрифтпа пулмаллине те кӑтартнӑ: Times New Roman, 12. Чи лайӑх сӑвӑсене патриарх ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ кун тӗлне кун ҫути кӑтартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче «Рекрутские песни низовых и этнотерриториальных групп чувашей» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмри виҫҫӗмӗш том. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — кун ҫути кӑтартнӑ. Юрӑсенче тӑвансемпе тата ял-йышпа сывпуллашма тивнишӗн чунтан хурланни аван сисӗнет теҫҫӗ кӗнекене пухса хатӗрлекенсем. Материалсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ытти учреждени архивӗсенчен илнӗ. Авторсен коллективӗн йышӗнче ҫаксем: Т.И. Семёнова, филологи наукисен кандидачӗ Н.Г. Ильина, истори наукисен кандидачӗ А.П. Леонтьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Хальхи чӑваш лирики» лекци иртӗ. Лекторӗ – Ольга Скворцова, филологи наукисен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ. Ольга Владимировна хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш поэчӗсен пултарулӑхӗпе, вӗсем чӑваш литературине епле тӳпе хывнипе паллаштарӗ, XXI ӗмӗрте чӑваш лирики епле аталаннине, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне тишкерӗ. Мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисене унта пурне те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Телеграмри t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш чиперкки Валерия Матвеева «Самая красивая женщина города Ульяновска – 2023» (чӑв. Чӗмпӗр хулинчи чи хитре хӗрарӑм – 2023) конкурсра палӑрнӑ. Ҫав хӗрарӑм «Русская краса Ульяновска» (чӑв. Чӗмпӗрти вырӑс чиперкки) ята ҫӗнсе илнӗ. Валерия наци тымарӗсене асра тытса чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |