Культура
detira.ru сайтран илнӗ скриншот «Дети Ра» литературӑпа художество журналӗн кӑҫалхи 5-мӗш номерӗнче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинан пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ журнал, сӑмах май каласан, 2004 ҫултанпа пичетленет, ӑна Сарту хулинче пуҫарса ӑна. 2011 ҫултанпа журнала ХХI ӗмӗрти писательсен союзӗ (кун пекки те пур) кӑларса тӑрать. Журналӑн 5-мӗш номерӗнче Марина Карягинан кӑҫал виҫӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ «Урӑх ӑру ~ Другое поколение ~ A different generation» кӗнеки тата поэтӑн пултарулӑхӗ ҫинчен Сергей Бирюков поэт, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, тӗпчевҫӗ тата вырӑс аванграчӗн теоретикӗ ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
vk.com/andreipopof сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫине палӑртакан конкурс иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Илемлӗх ертӳҫин пуканне асӑннӑ театрта директорта ӗҫлекен Андрей Попов йышӑннӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, илемлӗх ертӳҫи пулма пурӗ 5 ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурса хутшӑннисем — ятарлӑ професси пӗлӗвӗллӗскерсем, унсӑр пуҫне тӗп режиссёрта (дирижерта, балетмейстерта) виҫӗ ҫултан кая мар тӑрӑшнӑскерсем. Конкурс комиссийӗ пултарулӑх енчен Пермьри Андрей Попова ҫитекен ҫуках тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш композиторӗн, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Юрий Кудаковӑн юбилей концерчӗ иртнӗ. Хитререн те хитре чӑваш юррисене юратакансем, композиторӑн пултарулӑхне хаклакансем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Тӑван халӑха юратса юрӑсем эпӗ хыврӑм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Ансамбль хорӗ концерта темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Репетицисене Юрий Дмитриевич хӑй те пырса ҫӳренӗ. Юрий Кудаков 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паллӑ чӑваш художникӗ Анатолий Миттов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Неизвестный Миттов» (чӑв. Пӗлмен Миттов) курав уҫӑлӗ. Унта художникӑн халӑхра анлӑ сарӑлман картинисемпе, ӳкерчӗкӗсемпе паллаштарӗҫ. Кунсӑр пуҫне Анатолий Миттовӑн япалисем те куравра вырӑн тупӗҫ. Анатолий Миттов пирки чӑвашсен сӑнарлӑ чӑн-чӑн ӳнерне пуҫарса яраканӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир анлӑ усӑ куракан «чӑваш тӗнчи» ӑнлава вӑл сӑрӑ урлӑ кӑтартма пултарнӑ. Кураври япаласенчен чылайӑшӗ художникӑн тӑванӗн Виталий Миттовӑн (1936–2021) ҫемйинче упраннӑ. Курав раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш тӗррин музейӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч хайӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ пилӗк повеҫрен тӑракан кӗнекине. Эпиграф вырӑнне ҫак йӗркесене илнӗ:
Чунри тасалӑха упраса тытса пыма пӗртте ҫӑмӑл мар иккен. Самани ҫапла ҫаврӑнса кайнӑ-ҫке. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем ӗнтӗ. Акӑ «Компьютер» ятлӑ фирма директорӗ умӗнче модӑран тухнӑ ҫи-пуҫлӑ хӗрача тӑрать. Куҫлӑхӗ те ҫавракаскер кӑна, пушмакӗ те лутра кӗлеллӗскер, ҫӳҫне те чӑмӑрккана пуҫтарса ҫыхнӑ – пач та хальхи пекскер мар. Хӑй вара ӗҫ пирки килтӗм тесе пӗлтерет. Директор пӑхса тӑмарӗ, тӳрех: «Уборщицӑна ӗнер кӑна илтӗмӗр, эсир кая юлтӑр пулас», - терӗ. Ҫук, эпӗ программистка, хамӑр декан сӗннипе килтӗм тесен, калаҫу вара урӑхланчӗ. Надя Смирнова университета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗскерех иккен. Фирма директорӗ Семен Карнизов деканран ыйтнипе килнӗ ӗнтӗ Надя. Мӗншӗн вӑл вӗреннӗ чухне те, халӗ те ҫакӑн пек «модӑпа» ҫӳренине автор «Чӗлхесӗр пике» повеҫре кӑтартса парать. |
Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ «Юмах патӗнче хӑнара» видеороликсен республикӑри конкурсне ирттерет. Ӑна «Тӑван чӗлхе — анне чӗлхи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Конкурс раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене ҫӳрекенсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен е чӑваш халӑх юмахне е чӑвашла ҫырнӑ литература юмахне лартса панӑ видеоролик хатӑрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен ҫамрӑксем фольклор экспедицийӗнче пулнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче халӑх юррисене пӗччен тата хорпа юрлама вӗрентекен уйрӑмра ӑс пухакан яшсемпе хӗрсем Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва ялне ҫитсе килнӗ. Унта анатри чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. «Музыка училищи — чӑвашсен фольклорне пухассипе, тӗпчессипе тата аталантарассипе ҫине тӑрса ӗҫлекен республикӑри пӗртен-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗ. Ун пек тӗллевпе эпир час-часах тухса ҫӳреме тӑрӑшатпӑр», — тенӗ вӗрентӳ заведенийӗнче ӗҫлекен Людмила Петухова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республикӑри саккӑрмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернисен хайлавӗсен пуххипе паллаштарӗҫ. Кӗнекене кӑҫал «СВ-Пресс» издательствӑра 80 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта конкурса хутшӑннӑ 44 автор ӗҫӗсене пухса пичетленӗ. Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Кӑларӑмра чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ: сӑвӑсемпе басньӑсем, калавсемпе очерксем, эссесемпе пьесӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/antakala сӑнӳкерчӗкӗсем Ҫак канмалли кунсенче Ижевскра хальхи вӑхӑтри этнокультурӑн «Тангыра» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна мода кӑтартнипе уҫнӑ. «Нарспи» трекпа чӑваш платйисене кӑтартнӑ. Тумсене Удмурт Республикинчи Дарали Лели дизайнер пухса пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑвашсен 4 тумне комисси лавккинче туяннӑ, ыттисене ӑста хӑй хатӗрленӗ. Татӑк-кӗсӗкрен ӑсталанӑ тумтир те куракансене килӗшнӗ. Ӑна 20-мӗш ӗмӗр ҫурричченхи тӗрӗсемпе тата эрешсемпе усӑ курса ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
спец-библиотека.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотека «Чувашские загадки о животных» кӗнекене Брайль шрифчӗпе вырӑсла тата чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна кун ҫути кӑтартма «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки» (кӗнекене Н.Р. Романов, В.П. Станьял тата ыттисем пухса хатӗрленӗ) кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Тупмалли кашни юмаха ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. «Куҫ начар куракан ачасемшӗн ҫӗнӗ кӑларӑм паха парне пулма тивӗҫ», — шанаҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |