Вӗренӳ
Республикӑри кадет шкулӗ ятне улӑштарать. Малашне вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи корпусӗ пулӗ. Ӳлӗмрен ӑна: «Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш Енӗн кадетсен корпусӗ теме йышӑннӑ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Кадетсен корпусӗ ҫар аслӑ шкулӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ, хушма пӗлӳ парассипе тимлӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ панисӗр пуҫне ачасене хушма программӑсемпе тарӑн пӗлӳ пама тӗллев лартнӑ. Раҫҫейри пуян опытлӑ шкулсен витӗмне те шута илме палӑртнӑ. Сӑмах май, федерацин Атӑлҫи шайӗнчи корпуса ҫывӑх вӑхӑтра анлӑлатмалла. Унта 400 ачана вӗрентмелӗх вырӑн пулӗ. Строительствӑна кӑҫал пуҫласшӑн, 2018-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗ кам пулӗ? Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫав кун тӗп корпусри ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫченӗсен конференцийӗ иртет. Унта университет ректорӗ кам пуласси пирки калаҫӗҫ. ЧППУ ректорӗн пуканне йышӑнассишӗн тӑватӑ кандидат конкурса хутшӑнассине унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах РФ Вӗренӳ министерствин собеседовани тапхӑрӗнчен вӗсенчен иккӗшӗ тухса ӳкнӗ: ЧППУн музыка тата ӳнер вӗрентӗвӗн факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светалана Ильина тата Мускаври гуманитари-экономика институчӗн (Чӑваш филиалӗ) экономика тата управлени факультечӗн деканӗ Юрий Никифоров. Ҫапла майпа университет деканне икӗ кандидатран пӗри йышӑнма пултарать: ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Иванов е ЧППУн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректор Марина Кожанова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
9-мӗш класран вӗренсе тухакансен пурин те тӑватӑ экзамен тытмалла. Ку вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен аттестата алла илме кирлӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсен патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухассине паян Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Тӑххӑрмӗшсем пӗрремӗш экзамена ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ларӗҫ, вӑтам шкул пӗтерекенсем — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче. Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев унта каланӑ тӑрӑх, тӑххӑрмӗшсем экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытаймасан икӗ предмечӗпе хӑйсен пӗлӗвне тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ачасем виҫӗ предметпа экзаменсене иккӗллӗх тытсан авӑн уйӑхӗнче пӗлӗве тепре тӗрӗслеме тивӗ. Ют чӗлхепе экзамен тытакансем сӑмах вӗҫҫӗн хуравлама та, электронлӑ майпа ҫырма та пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри шкулта Владимир Иванов аслӑ мичман хӑнара пулнӑ. Асӑннӑ шкулти Александра Ермошкина «Тантӑш» хаҫатӑн паянхи номерӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, унта шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ, «ачасем те ҫакнашкал самантсене кӑмӑллаҫҫӗ». Ҫак кунсенче хӑнара пулнӑ ҫар ҫынни 6-мӗш кадет класӗпе тӗл пулу ирттернӗ. Малтан вӑл хӑй ачалӑхне аса илнӗ, унтан ҫарти пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Владимир Валерьевич ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти техникумра вӗреннӗ. Салтак атти тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Лӑпкӑ океан флотӗнче пограничниксен чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кайран контракт мелӗпе ҫавӑнтах службӑра юлнӑ. Аслӑ мичманпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн шкулти хӑш-пӗр ача-пӑча пурнӑҫне хӗсметпе ҫыхӑнтарас ӗмӗтлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алькеш поселокӗнчи ача пахчин строительстви епле пынипе паллашма вырӑна тухса кӗнӗ. Унпа пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ача пахчисене хута ярассипе ҫыхӑннӑ федерацин программи вӗҫленнӗ пулин те пирӗн республикӑра ҫак енпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тӑватӑ объект хута янӑ. Кӑҫал «Радужный», «Сад», «Ҫӗнӗ Хула» микрорайонсенче, Алкешра уҫмалла. Алькешри икӗ хутлӑ пулӗ, унӑн хакӗ 142 миллион тенкӗпе танлашать. Унта пӗр харӑсах 12 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пӑхса хӑварӗҫ. Унта бассейн, музыка тата спорт залӗсем, тӗрлӗ кружок йӗркелеме май паракан пӳлӗмсем пуласси паллӑ. Хальхи вӑхӑтра чӳречесем лартаҫҫӗ, ӑшӑпа тивӗҫтермеллисене вырнаҫтараҫҫӗ, штукатурка тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ. Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ. Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ. Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нумаях пулмасть ППЭне маларах тытакансем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсен 5 проценчӗ ҫеҫ 80 балран ытларах пухма пултарнӑ. 94 ҫын вара чи сахал бала та пухайман. Ку ытларах математика предметне пырса тивет. Кӑҫал ку экзаменра сахалтан та 27 балл пухмалла. Ҫакна вара 29 ҫын пурнӑҫлайман. Обществознанипе истори предмечӗсем те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ППЭне 311 ҫамрӑк маларах тытнӑ. Аса илтерер: ку тапхӑр пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫланса ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Ун чухне вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, обществознанипе, историпе экзамен тытнӑ. Экзамена ҫирӗп йӗркеленӗ. ППЭ пунктӗнче, шкулта, заданисене пичетленӗ. Каласа хӑварар: экзаменсен тапхӑрӗ пуҫланасси нумаях юлмарӗ. Пӗрремӗш экзамен ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗ. Кӑҫал ППЭне 6 пин ытла ҫын тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри вӗрентекен» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ку ята кам тивӗҫнӗ-ха? Конкурса 26 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Лариса Семеновӑна вара ҫитекенни пулман. Конкурсҫӑсене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Лариса Семенова республика ертӳлӗхне педагогика тытӑмӗ валли нумай ӗҫ тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. «Ҫулталӑкри воспитатель» номинацире Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи Наталия Машанова ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗрентекенӗ Елена Порфирьева. «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи Татьяна Яжейкина. «Ҫулталӑкри психолог» - Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева. «Педагогика дебючӗ» номинацире Шупашкарти 19-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Мигушова мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Академири ӑсталӑх класӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |