Ҫак эрнере, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Литературная Чувашия: книга года-2023» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2023 ҫулти кӗнеке) фестиваль-конкурсӑн тӳрисем нумай кӗнекерен кашни номинаципе пӗрер кӑларӑма суйласа илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ.
Agabazar // 4126.61.4694
2024.10.27 19:31 | |
Agabazar // 2615.59.5216
2024.10.28 18:06 | |
Кĕнеке вуламасть, вăл вуланать. | |
Agabazar // 2615.59.5216
2024.10.28 18:06 | |
Кӗнеке — хӑйне хӑй вуламасть, вӑл — вуланать. | |
Agabazar // 2590.70.8688
2024.11.01 16:02 | |
Кĕнеке хăйне хăй çеç мар, ытти кĕнекесене те вулама пултараймасть. Вулаканни — ÇЫН. | |
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.03 05:24 | |
Тĕрĕс, Агабазар! |
Кĕнеке вуламасть, ăна хăйне вулаççĕ.