Республикӑра
![]() kredit-on.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 57 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ «юмаха» юптарнӑ: такам унӑн ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑран хӑтӑлас тесен вӑл каланине туса пымалла, телефона сарӑм лартмалла имӗш. Хайхи арҫын палламан ҫын каланине темиҫе кун пурнӑҫласа пынӑ. Ку кӑна мар-ха, ҫак ӗҫе арӑмне те явӑҫтарнӑ. Укҫа куҫармалли реквизитсене вӗсем ҫакнашкал преступленисем пирки асӑрхаттаракан хут ҫине ҫырса хунӑ. Ҫапла арӑмӗпе упӑшки 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ытларах пайӗ – кредит илни. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫемье пушар тухнӑран ҫуртсӑр юлнӑ. Анчах ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли квитанци вӗсем патне килсех тӑнӑ. Ҫапла – ҫул ҫул. Ҫурта вара пушар хыҫҫӑнах регистраци учетӗнчен илнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ тӗрӗслев ирттернӗ те чӑнах та ҫапла пулнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн «Чӑваш Ен Ситиматик» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе укҫа-тенке ҫӗнӗрен шутласа памашкӑн предписани ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнче кӑмпа татма кайнӑ 66 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Саланчӑк поселокӗнче пурӑнакан Владимир Сорокин кӑмпана ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ. Хай кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, хура тапочка тӑхӑннӑ. Владимир Алексеевич 183 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ шурӑ. Паян 18 сехетре Саланчӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисен штабӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Улатӑр лесничествинче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки пушарнӑйсене 18 сехетре пӗлтернӗ. Ҫулӑм тухнине Эйпеҫ тӑрӑхӗнче вӑрман инспекторӗ асӑрханӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,1 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Телее, вӑл вӑрман хуҫалӑхне тӑкак кӳмен. Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑннӑ арҫын укҫа выляса илнӗ те тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Владимир Макаров ятлӑ арҫын лотерейӑпа 4 миллион та 769 пин те 8 тенкӗ выляса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑван тӑрӑхран тухса кайма шут тынӑ. Унӑн ывӑлӗсем Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен. Арҫын та унта кайма тӗллев лартнӑ. Ҫемье виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туяннӑ, сӗтел-пукан туяннӑ. Халӗ Владимир тата унӑн арӑмӗ Мускав облаҫӗнче тӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chges21.rchuv.ru сайтран илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствин «Чувашские государственные электрические сети» (чӑв. Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсем) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине реорганизацилӗҫ. Ун ҫумне «Республиканские электрические сети» (чӑв. Республикӑн электричество сечӗсем) патшалӑх унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ. Республикӑн электричество сечӗсем мӗнпур пурлӑхӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсене куҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 100 ҫулхи ҫурта Росреестрӑн управленийӗнче регистрациленӗ. Асӑннӑ ҫурт Сӗнтӗрвӑрринче вырнаҫнӑ иккен. Ҫурта регистрацилеме унӑн хуҫи ыйтнӑ. Вӑл ӑна эткерлӗхе 30 ҫул каяллах илнӗ, анчах паянччен регистрацилеттермен. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, документсене вӑл пӗрре пухма тытӑннӑ иккен, анчах кайран ҫухатнӑ. Халӗ ҫӗнӗрен пухнӑ. Ҫурт вара аванах упранса юлнӑ. Вӑл хитрипех-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку эрнере Ҫӗмӗрле участок лесничествинче пушар пулнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Юрать-ха, ҫулӑм вӑйлах сарӑлса ӗлкӗреймен. Ӑна 15 минутранах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман сӳнтермен пирус тӗпне пула ҫунма пуҫланӑ. Астӑвӑр: вӑрманта пушар тухасран асӑрханмалла. Уйрӑмах халӗ - ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Комсомольски районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Унта 3 пин ытла пулӑ виллине шута илнӗ. Прокуратура тата Росрыболовство шыва тата пулӑ виллине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ: юханшывра шыва варалакан япаласем ытлашши нумай. Тӑкака шутланӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна епле пӑхӑннине хак парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхине Елчӗк районӗнче «Ладӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Руль умӗнче полици тытӑмӗнче ӗҫлекен 40 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Салонра, телее, урӑх никам та пулман. Халӗ Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари мӗншӗн пулнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |