Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш хулинчи Красноармейски урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра ӑшӑ пулманни пирки, ҫавна май ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Ҫынсем патне тинех ӑшӑ ҫитнӗ.
Ҫуртри котельнӑй ҫумӗнче хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ система ӗҫлесе кайнӑ. Канашри районсен хушшинчи прокурор Сергей Алексеев хваттерсене чӑнах та ӑшӑ ҫитнине хӑй тӗрӗсленӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ система мӗнле ӗҫленине ҫитес вӑхӑтра сӑнаса тӑрӗҫ.
Agabazar // 4126.37.1285
2024.11.26 12:19 | |

Ман шутпа, коччельнăй унта нихçан та пулман. Ăшă урăх тĕлтен пăрăхсемпе килсе тăнă.