Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Фармаци» патшалӑх унитари предприятийӗн директорне ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: асӑннӑ предприятире Юрий Бабаев 2020 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче тӗп директор пулса ӗҫлеме тытӑннӑччӗ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ҫемҫе пукана пушатнӑччӗ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине ӳлӗмрен Евгений Куксов ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 6 управляющи компание ӗҫлеме чарнӑ. Республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан ҫав организацисен лицензине тӑсса паман. Ӗҫлеме чарнисен списокне Шупашкарти «Хотэй», Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Люксжилсервис», Шупашкар районӗнчи Ишлейри «Новое село», Ҫӗмӗрлери «Коммунальник», Сӗнтӗрвӑрринчи «Центр» тата Красноармейскинчи «Коммунальщик» управляющи компанисем лекнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫеҫ тӑсайӗҫ. Ӳлӗмрен хваттер хуҫисем е урӑх компание суйлӗҫ, е ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхне йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Марина Тумаланован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин тишкерӳҫинче тӑрӑшакан Марина Тумалановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина журналистикӑра 23 ҫул ӗҫлет. Асӑннӑ издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатсенче корреспондентра тӑрӑшнӑ. Марина Тумаланова Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствисен Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mzdrav.rk.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ. Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
tury.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет. Ҫак юман республикӑра чи ватти кӑна мар, чи пысӑкки те. Вӑл 372 ҫулта, 24 метр ҫӳллӗшне ӳссе ҫитнӗ. Вулли 2 метр сарлакӑш. Палӑртмалла: конкурса истори пӗлтерӗшлӗ 69 раритет хутшӑнать. Хӑш йывӑҫ ҫӗнтерни ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хальлӗхе пирӗн юман пӗрремӗш вырӑнта пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта «Чӑваш Ен мисӗ» конкурс финалӗ иртнӗ. Чиперккесем илемне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ. Жюри вӗсене темиҫе критерипе хакланӑ. Кӑҫал «Чаваш Ен мисӗ» конкурсра Шупашкарти 5-мӗш гимназире 10-мӗш класра ӑс пухакан Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ. «Кастингчен эпӗ подиум ҫинче те пулса курман, мода тӗнчипе те кӑсӑкланман», - палӑртнӑ Валентина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӑлкуҫ: chgtrk.ru Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ЕРРНа федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ пек кӗртнӗ. Палӑртмалла: кӗпере 1916 ҫулта тунӑ. Унпа чукун ҫул пек усӑ курнӑ. Анчах 1986 ҫулта вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кӗпер хӑйне евӗрлӗхӗпе, аркӑсен ҫӳллӗшӗпе палӑрса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Мӑкӑр кӗперӗ туристсене илӗртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Вӗсем халӗ Шупашкарти пульницӑра сипленеҫҫӗ. Икӗ ача та ҫӗлене пӑхас, тытса курас тенӗ. «Ҫӗлен куртӑм. Медянкӑччӗ. Ӑна тӳрех палларӑм. Сӑн ӳкерме шутларӑм. Алла ҫывӑхрах илсе пытӑм кӑна – вӑл мана сӑхрӗ», - каласа кӑтартнӑ арҫын ача. Тепӗр ача вара биологи урокӗнче ҫӗленсем пирки вӗренсен тантӑшӗсемпе ӑна шкул картишӗнче тупнӑ, тытса пӑхма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Темиҫе районта пӑр ӳккеленнӗ. 15 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кайран "Про Город" хаҫата Карачура патӗнче те пӑр ӳкни пирки пӗлтернӗ. Тепӗртакран пӑр пӗлӗчӗсем Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Строиндустри" тата "Вишенка" сад юлташлӑхӗсене хир сыснисем иленнӗ. Ҫынсенчен хӑрамаҫҫӗ, вӗсем апат шыраҫҫӗ. Иккӗмӗш кун ӗнтӗ хир сыснисем сад юлташлӑхӗсенче пахчана кӗрсе ыхрасене, тюльпансене, сухансене тӑпӑлтараҫҫӗ. Йытӑсем валли хӑварнӑ апата та ҫисе яраҫҫӗ. Хӑйсем ҫынсене тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |