Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Якутскра тухса тӑракан «Чолбон» журналта чӑваш ҫыравҫин калавӗ саха чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Кунта сӑмах Дмитрий Моисеев пирки пырать.
Автор халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, журналӑн ҫӗнӗ номерне унӑн тӗп редакторӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн правлени членӗ Гаврил Андросов номерне ярса панӑ.
«Журналта манӑн пӗрремӗш кӗнекене кӗнӗ «Пушар хыҫҫӑн» калав саха чӗлхипе пичетленнӗ. Вырӑсларан сахалла хайлава Лилия Иванова куҫарнӑ. Чӗререн тав тӑватӑп», — хыпарланӑ ҫыравҫӑ.
Agabazar // 2638.78.6563
2024.11.28 20:44 | |

Енчен те ячĕ «Пушар хыççăн» пулсан, чăвашла пулмалла пек çке?
Ахăртнех, лере калава хăйне мар, унăн вырăсла куçарăвне саххалла куçарнă.