Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Китайпа Японире пулнӑ пултарулӑх коллективӗ тухӗ. Ун чухне пирӗн пата Чӗмпӗрти патшалӑх академи симфони оркестрӗ килсе ҫитӗ. 2023-2024 сезонта ҫав оркестр 55 ҫулхине уявлӗ. Юбилей умӗн коллектив гастрольпе пирӗн республикӑна килес тенӗ. Программӑра вырӑс музыкин классики янӑрӗ. Концерта кайсан Сергей Танеевӑн «Иоанн Дамаскин» кантатипе, Александр Бородинӑн «Князь Игорь» оперин сыпӑкӗпе тата ытти илемлӗ номерпе киленме май килӗ. 55 ҫулта Чӗмпӗрти симфони оркестрӗ 16 ҫӗршывра тата Совет Союзӗпе Раҫҫейӗн 90 хулинче пулнӑ. Юлашки ҫулсенче пысӑк гастрольсемпе Китайпа Японие ҫитнӗ, Мускаври академи филармонийӗн П.И. Чайковский ячӗллӗ концерт сцени ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать. Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен. Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать. Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ. Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ. «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ. «Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски тӑрӑхӗнчи Мефодьевсем ачисене чӑваш йӑли-йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫемьере пилӗк ача ӳсет: виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл. Асламӑшӗ тата амӑшӗ кӑтартса пулӑшса пынипе хӗрсем чӑваш тӗррине тӗрлеме тата пир тӗртме ханӑхаҫҫӗ. Светлана Матвеевна ачаранах тӗрлеме юратнӑ. Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ. «Асатте-асаннесен йӑлана-йӗркине упраса хӑвармалла, ӑна ҫамрӑксене вӗрентмелле», — тет ҫемье пуҫӗ Алексей Валерьевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Юбилейлӑ "Смолин вулавӗсем" Куславкка районӗнче иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш йӗркеленӗ. Палӑртмалла: Анатолий Смолин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Поэзие вӑл чунпа парӑннӑ. Унӑн куҫару ӗҫӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ. Куславккари культура ҫуртне пухӑннӑ конкурҫӑсем, поэзие юратакансем, темиҫе номинацире ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.«» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Мухтавлӑ Иван Яковлева халалласа «Улӑп» — «Улып» ятпа сӑвӑсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене хамӑр республикӑри тата ҫӗршывӑмӑрӑн ытти регионӗнчи 26 авторӑн ӗҫӗсенчен суйласа илнӗ. Кӗнекере Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Мая Селендеева, Галина Енейкина, Владимир Кузьмин, Галина Матвеева, Марина Туманова, Людмила Исаева, Валерий Голев, Валентина Белова, Зинаида Сурпан, Александр Трофимов, Роза Осипова, Светлана Никитина, Елена Кириллова, Галина Макарова, Галина Хлебникова, Светлана Яруткина-Салам, Ирина Артемьева, Светлана Мурайкина, Лидия Кубашина, Надежда Колесникова, Наталья Селезнева, Зоя Ефремова, Валентина Семенова, Нина Пӑрчӑкан пултарулӑхӗпе паллашма пулать. Сӑвӑ кӗнекине Лидия Филиппова тата Светлана Гордеева пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене кун ҫути кӑтартма Александр Самакин, Юрий Зорин, Юрий Тарасов укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери IV оперетта фестивалӗ иртӗ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ. Культура мероприятине Ҫӗнӗ Уралти драмӑпа камит музыкин театрӗн артисчӗсем те килсе ҫитӗҫ. Фестиваль Имре Кальманӑн «Фиалка Монмартра» опереттипе уҫӑлӗ. Премьера режиссёрӗ — Питӗрти Ирина Гаудасинская. Опереттӑна лартма ӑна ятарласа йыхравланӑ. Дирижерӗ — Удочкин, художникӗ – Елисей Шепелёв (Питӗр), балетмейстерӗ – Алексей Рюмин, хормейстерӗ – Александр Милов, ҫутӑ художникӗ – Кирилл Хрущев (Екатеринбург). Опера труппин заведующийӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Константин Ефремов, илемлӗх ертӳҫи – Андрей Попов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Belcanto» классик-ушкӑн концертне «Культура» портал тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ. Коллектива 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка лекторийӗн никӗсне тӗпе хурса йӗркелесе янӑ. Вӑл неоклассика стилӗпе ӗҫлет. «Belcanto» классик-ушкӑн ятпа чи малтанах сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Динара Юнисова тата Татьяна Васильева, Хакаси Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков тухнӑ. Паян ку ушкӑн хулари сумлӑ мӗнпур мероприятие хутшӑнать. «Бельканто» тенине итальян чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «илемлӗ юрлани» пулать. Ушкӑн академи вокалӗн техникипе юрлать. Ушшкӑнри артистсем тӗрлӗ сасӑпа юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
wday.ru сайтри сӑн Кӗҫех «Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ. Финал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» Анна Будаева пулнӑ. Кайран вӑл «Раҫҫейӗн пӗрремӗш вице Миссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. «Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 1996 ҫулта – Александра Петрова, 2018 ҫулта Юлия Полячихина «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |