Персона
Фейсбукри Юрий Шакеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1991-1995 ҫулсенче бухгалтер учёчӗн тата финанс кафедрин заведующийӗнче, экономика факультетӗнче деканра ӗҫленӗ Владимир Хирбю прунӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Вера пӗлтерни тӑрӑх Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра хыпарланӑ. Григорий Хирбю ывӑлӗ ковида пула вилнӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсенче пӗлтерни тӑрӑх, ҫакна калама пулать: Владимир Григорьевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Шупашкарти ЧПУра вӗреннӗ, унтан Г.В. Плеханов ячӗллӗ Халӑх хуҫалӑхн институтӗнчи аспирантурӑра, унта экономика наукисен кандидачӗ ята илнӗ. «Электроприбор» акционерсен омществинче экономика реформисен управленийӗн пуҫлӑхӗнче, 1998-1999 ҫулсенче Чӑваш Ен экономика министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режссёр-постановщикӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Наталия Алексеевна «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика шайӗнчи театр конкурсӗн лауреачӗ, Екатеринбургра иртнӗ хальхи вӑхӑтри драматругин «Коляда-PLAYS» VII театр фестивалӗн гран-прине тивӗҫнӗ. Режиссерӑн юбилейне халалланӑ каҫ театрта «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Ярослава Пулиновичӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Жанна ролӗнче – юбиляр. Юбилей каҫе 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Матрена Сергеевна Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Матрена Сергеевна 1942 ҫулта ҫара кайнӑ, Амур ҫинчи Комсомольск хулинче лекнӗ. Вӑл 596-мӗш батальонра ҫанталӑка сӑнакан пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш хӗрарӑмӗ Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ. Киле вӑл 1945 ҫулта сержант званийӗпе таврӑннӑ. Унтан кладовщикре, ял канашӗн секретарӗнче, поварта ӗҫленӗ. Матрена Сергеевна пӗтӗмпе 50 ытла ҫул ӗҫленӗ, 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать, 11 мӑнукӗшӗн, вӗсен 14 ачишӗн савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сергей Артамонов. Инстаграмри @sergey.artamonov страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Сергей Геннадьевич 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2013 ҫулта Раҫҫей потребкоопераци университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Пашьел» ял хуҫалӑх эртелӗнчи агрономран пуҫӑннӑ. Каярах Куславккари ҫу заводӗнче коммерци директорӗнче, директорта, Шупашкарти «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирмӑра суту-илӳпе хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Вкус» обществӑра директорта, финанс директорӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ. 2014 ҫулта Сергей Артамонова Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ӗҫлеме йыхравланӑ. Унта вӑл Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑ. Сергей Артамонов тӗрлӗ Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Вӑл – Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни. 2019 ҫулта ӑна « Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ 6 ачипе, 10 мӑнукӗпе, 22 кӗҫӗн мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать. Неонила Белова колхозра ӗҫленӗ, унтан вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 2 ҫулти Аримӑна талӑклӑха, е ытларахлӑха хӑварса окоп чавма кайнӑ. «Вӑл – тӗслӗх. Унӑн мӗн чухлӗ вӑй-хал. Вӑл нихӑҫан та хуҫӑлмасть», - теҫҫӗ ун пирки тӑванӗсем. Ватӑскер кунсерен хусканусем тӑвать: картлашкапа 8 хут анса хӑпарать. Ҫапла вӑл сывлӑхне ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ. Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти. Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ. Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вероника Арисова. музуч.рф сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн ӳнер теорийӗн, историйӗн, музыка вӗрентӗвӗн тата юрлас ӑсталӑхӑн кафедрин доценчӗ Вероника Арисова 50 ҫул тултарнӑ. Вероника Ивановна 1997 ҫулта Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Эстрадӑри музыка искусстви» специальноҫа алла илнӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче эстрадӑпа джаз вокалне вӗрентет. 1998 ҫултанпа Вероника Арисова «Сингл» хальхи вӑхӑтри юрӑ студийӗн ертӳҫи тата саунд-продюсерӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
allya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынни, чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Вера Кузьмина ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вера Кузьмина – СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма паян республика ертӳҫи Правительство комиссийӗ йӗркелени ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Халӑх юратнӑ артисткӑна юлашки ҫула ӑсатассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене председатель пулса республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ертсе пырӗ. Комисси председателӗн ҫумӗ – культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, пушкӑртсен Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ Виталий Енӗш ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чысларӗҫ. Издательствӑн генеральнӑй директорӗ А.С. Иванов ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллаштарчӗ. В.Г. Григорьев (Енӗш) Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан вӑл Пушкӑртстана тухса кайнӑ, Старлитамак тата Авӑркас районӗсен хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ, кунта вӑл пай пуҫлӑхӗ тата радактор ҫумӗ пулса нумай ҫул вӑй хунӑ. Виталий Енӗш ытларах кулӑшпа сатира жанрӗсенче ӗҫлесе палӑрнӑ. Вӑл ачасем валли те нумай ҫырнӑ тата куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех православи тӗнӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса тата якатса ҫитерес ӗҫре нумай тимленӗ, «Вырӑсла-чӑвашла православи словарӗ» (1995), «Чиркӳ ҫулӗ» (2002), «Чӑн тӗн букварӗ» (2006) «Суйласа илнисем» (2011) тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Тӗлпулура В. Енӗш хӑй пултарулӑхӗн малтанхи тапхӑрӗ, куҫару ӗҫӗн йывӑрлӑхӗ пирки каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. |
Персона
Ӗнер пулӑҫсем Атӑла пулӑ тытма кайнӑ та ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен моторсӑр резина кимми юханшыв тӑрӑх ишсе кайнӑ. Пулӑҫсем ӑна ҫыран хӗрринче кӑкарма манса кайнӑ-мӗн. Вӗсем кимӗ патне хӑйсем тӗллӗн ишме шикленнӗ, ҫавӑнпа 15 сехет те 15 минутра «Куславкка» ҫӑлав станцине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна килсе кимме хӑваласа ҫитнӗ, ӑна тимсӗр пулӑҫсем патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |