Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти 40-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Михаил Турханов Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата пултарулӑх ӗҫӗсен «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл Мускав облаҫӗнче ака уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конкурса сахал мар ача хутшӑннӑ: куҫӑн мар майпа иртнӗ турта – 900 ытла шӑпӑрлан, куҫӑн майпа иртнинче вара – 500 ытла. Чӑваш Енрен виҫҫӗн кайнӑ: Денис Герасимов, Павел Михеркин тата Михаил Турханов.
Михаил жюри пайташӗсен «Самолет ҫунатти. Вӑл мӗнрен тӑрать» тӗпчев ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ эксперт комиссийӗн мӗнпур ыйтӑвне хуравланӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗн секцинче малти вырӑна тухнӑ.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.10 02:40 | |
Михаил Турханова "шăпăрлан" тени мана ытти чухнехсенчен те ытларах тарăхтарчĕ! Юрамасть ачасемпе вырăнсăр -сăлтавсăр, сумасумасăр тăрăхлашни("гуманноçсăр")! Мĕн тейĕç-ши ашшĕ-амăшсем? Ăмăртусенче çĕнтерекен ачасене эпĕ ашшĕ ятне те хушса чĕнĕттĕм, ирĕкĕм пулсан. | |
