Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пушкӑртри патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн тутар тата чӑваш филологийӗн кафедри тӑван чӗлхе педагогӗ пулма вӗренме илессине йышӑнаҫҫӗ.
«Паянхи куна пирӗн 16 бюджет вырӑнӗ ҫеҫ юлчӗ. Кам пирӗн пата вӗренме кӗреет, студент пулса тӑраять, вӑл академиллӗ стипенди (1600—2000 тенкӗ), уйрӑм условисенче социаллӑ стипенди (5000—7000) е лайӑх вӗренсен пысӑк стипенди (6000-12000 таран) илсе пурӑнма пултарать.
Килӗрех! Ырӑ сунса кӗтетпӗр сире!
Колледж, техникум, училище выпускникӗсем аслӑ вӗренӳ заведенийӗн тӗрӗслевӗ витӗр иртӗҫ, вӗсене ППЭ результачӗсем кирлӗ мар!» — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Иван Тарасов.
Унта сӑмах «Педагогика пӗлӗвӗ (икӗ хатӗрлев профильлӗ). Тӑван (тутар, чӑваш) чӗлхе тата литература. Ют (акӑлчан) чӗлхе» направлени пирки пырать.
Тимĕр Акташ // 3907.05.7108
2018.07.05 17:21 | |
Апла, Пушкăртстанри чăвашĕсем пурăнаççĕ. Ăнăçу сунатпăр. Шупашкартан салам. | |
Астор скиф // 1793.29.2796
2018.07.09 09:34 | |
Чӗлхене халӑхӑн аваллӑх историйӗпе ҫыхӑнтараймасан,вӑл чӗлхе ҫухалать... | |
Agabazar // 3887.01.8423
2018.07.12 01:22 | |
Хальхи пурнăçпа та "çыхăнтарас" пулать, чăн малтан. | |
