Республикӑра
Красноармейски районӗн историйӗ пуян. Вӑл хӑйӗн ӗҫчен ҫыннисемпе те мухтанма пултарать. Вӗсем район кун-ҫулӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ. Трак ен историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсене республикӑра, Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипе те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хуҫалӑхра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, ҫӗршыв сумне ҫӳле ҫӗкленӗ. Ҫакнашкал ҫынсем — мухтав. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Трак енсем ҫакнашкал ҫынсене пӗр тӗвве пухса кӗнеке кӑларасшӑн. Чӑваш Енри хӑш-пӗр район кунашкал кӗнеке кӑларнӑ ӗнтӗ. «Эппин, эпир мӗнрен кая?» — теҫҫӗ красноармейскисем. Ҫук, Трак енре сумлӑ кӗнекен тухман мар. Вӗсем «Трак ен» (2000 ҫул), «Дюди и судьбы» (2005 ҫул) кӗнекесене кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара Трак енре район историйӗпе культури, унӑн паллӑ ҫыннисем пирки энциклопеди хатӗрлесшӗн. Вӑл пуян пулӗ. Кӗнеке чылай ҫул каялла историе кӗрсе юлнӑ фактсене, район культурипе экономикин аталанӑвне ҫутатӗ. Унта районта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем туса тӗнчипе чапа тухнӑ ҫынсен кун-ҫулӗ те кӗрӗ. Кӗнеке шкул ачисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Трак енсем кӑк тымарӗсене шыраса тупса, аталану ҫул-йӗрне тӗпчесе хӑйсен историне ҫырма тӗллевленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать. Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ. Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн вулавӑшӗ «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вулакан кӗнеке» республика конкурсне яланах хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» курав йӗркеленӗ. Вулакансем шорт-хута ҫырнӑ, ҫапла майпа авторсен 2012 ҫулта кӑларнӑ чи вуланакан хайлавӗсене палӑртнӑ. Ача-пӑча кӗнекисен йышӗнче Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Аслӑ ӳсӗмрисен литератури хушшинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Чи нумай кӗнеке вулакана тупса палӑртас тӗллевпе вулакансен ыйтӑмне ирттернӗ, формулярсене тишкернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнсемпе уйӑрнӑ. 7–14 ҫулсенчисен йышӗнче 4-мӗш класс вӗренекенӗ Наташа Прокопьева палӑрнӑ. Вӑл 190 кӗнеке вуланӑ. 15–22 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче 11-мӗш класс хӗрачи Антонина Хузанкаева ҫӗнтернӗ. Аслӑраххисен йышӗнче ача пахчинче воспитатель пулӑшуҫи пулса ӗҫлекен Оксана Афанасьева чи маттурри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Усрав ҫемьесен шкулӗ кӑҫал хӑйӗн пӗрремӗш вӗренекенӗсене вӗрентсе кӑларнӑ. Тепӗр чух тӑван ачапа пӗр чӗлхе тупаймастӑн та, ют ачапа пушшех те ансат марри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑрҫсан вӑрҫнӑ пек, ытлашши ачашласан ӗнсе ҫине хӑпарса ларӗҫ тейӗн. Усрава илнӗ ачасене тӗрӗс воспитани пама, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма хӑнӑхтарать те маларах асӑннӑ шкул. Нумаях пулмасть вӗҫленнӗ курсран 100 ҫын вӗренсе тухнӑ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем валли ҫывӑх ҫын пулса тӑрас кӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ йышшисем пур иккен. Хӑшӗсем хӑйсем ача ҫуратайманнипе ҫапла утӑм патне пырса тухаҫҫӗ, теприсем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӳссе тӑван килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн ача усрава илме шут тытаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара хӑйсен ачисемпе пӗрле пӑхса ӳстереҫҫӗ. Усрава илекен ҫемьесен шкулӗ черетлӗ хут вӗрентӗве пушӑн 15-мӗшӗнче пуҫлать. Яваплӑ ҫапла утӑм тытнисем е Шупашкарти Семашко урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра (ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8/8352/51-31-99), е Канашри Мускав урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра (8/83533/-5-15-95) вӗренме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хыпар-хӑнара тӗнче уҫлӑхӗнче пӗлме кӑмӑллаҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ҫапах та хаҫат-журнал ҫырӑнса илекенсем те пур-ха. Вӑт вӗсем валли шӑпах ырӑ хыпар. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑш-пӗр хаҫата унчченхи хаксемпе ҫырӑнма пулать тесе пӗлтерет республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви. Йӳнӗпе, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул валли ҫырӑнтарнӑ хаксемпе, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫул ҫул валли пичет кӑларӑмӗсемлӗ пулас тесен почтальон патне васкамалла. Ҫапла, теприсем патне васкамалла. Атту хӑш-пӗр почтальона кӑнтӑрла хунарпа шырасан тупаймӑн теҫҫӗ ҫынсем. Ара, хӑшӗсем ӗлӗкхилле пысӑк сумкӑпа мӗкӗрленсе ҫӳресшӗнех мар. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кинемей каласа панӑ тӑрӑх, район хаҫатне ҫырӑнас тесе почтальон хаҫат валеҫнӗ чух виҫӗ хутчен сиксе тухнӑ вӑл урама. Лешӗ кашнинчех тарса ӗлкӗрет имӗш. Ҫук-ха, тарсах-ха мар. Тепрехинче тесе калать иккен. Ара, автобуспа ҫӳрекенскер черетлӗ рейсран юласран шикленнипе васкать иккен. Пӗринче тата вӑл халь тин ҫырӑнма кая юлнӑ тесе те тыттарнӑ. Парӑнман кинемей аптӑранӑ енне ҫырӑнтару уйрӑмне кайсах ҫырӑнса килтӗм тенӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Александр Кочетов Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑрҫӑ паттӑрӗ Улатӑрта ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ. Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хӗрарӑма унччен ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске тесе кӑлӑхах кӳрентернӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫынсенчен кая маррине, теприсем вӗсенчен ирттернине тахҫанах ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ара, хӗрарӑм тӗнче уҫлӑхне те ҫӗкленчӗ мар-и! Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Людмила Арзамасова журналист хӗрарӑмсем арҫынсенчен кая мар ӗҫлекен вырӑнсене тишкернӗ. Черчен теме хӑнӑхнӑ хӗрарӑмсем тимӗр те шӑратаҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкарти агрегат савутӗнчи «Промлит» цехра ӗҫлеҫҫӗ. Хайхисене хӗрарӑмах ертсе пырать. Ҫул-йӗр рабочийӗсем пирки ҫавнах каламалла. Совет самани вӑхӑтӗнче ун пек ӗҫе 15 талӑклӑха хупса хунисене явӑҫтарнӑ иккен-ха, халӗ, ав, хӗрарӑмсем ним шухӑшламасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗп хулари «Дорэкс» предприятире ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекен 130 рабочирен, сӑмахран, ытларахӑшӗ хӗрарӑмсем теҫҫӗ. Водительте ӗҫлекен хӗрарӑмсем те паян тӗлӗнтермӗш мар. Троллейбус рулӗ умне вӗсем тахҫанах ларчӗҫ-ха, халӗ, ав, автобус рульне те тытса пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен, темиҫе ҫул каялла Чӑвашавтотрансра кӑна 10 ҫын таран пулнӑ, халӗ иккӗн кӑна юлнӑ. Йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсем пирки каламӑпӑр та. Тӑвай районӗнче, ав, прокурорта та хӗрарӑм — Оксана Ястребова — тӑрӑшать. |
Республикӑра
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет. Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ. Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ. РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ. Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |