Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗсен Ассамблейи 2015 ҫула пӗтӗм тӗнчери Ҫутӑ тата Ҫутӑ технологийӗсен ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавна май «Ӑстасен ҫӗршывӗ» сайтра ӳнер проекчӗсен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна ҫутта халалланӑ.
Шупашкрати экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан студентсем конкурса хӑйсен ӗҫӗсене тӑратнӑ та малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Конкурс пушӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа акан 20-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 500 ытла ӗҫ ярса панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Ҫутҫанталӑкри ҫутӑ», «Пурнӑҫри ҫутӑ», «Килти ҫутӑ», «Чӗрӗ ҫутӑ», «Чӳречери ҫутӑ», «Ҫутӑ урам» номинацисенче палӑртнӑ.
Ксения Ступина «Ҫутҫанталӑкри ҫутӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл Хӗвеле ҫулӑм тӗслӗ хӗр евӗр сӑнарланӑ. Ку номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн Мерседес Патянова йышӑннӑ.
Вера Осиповӑпа Елена Фролова та «Пурнӑҫри ҫутӑ» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Вӗсем конкурсра ачасен ӑс-тӑнне аталантармалли тетте кӑтартнӑ.