Республикӑра
![]() Анастасия Баранник Шупашкарта «Атӑлҫи мисӗ — 2014» конкрс иртнӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал конкурсра Сарӑту пики ҫӗнтернӗ. Анастасия Баранник Сарӑтури Плеханов ячӗллӗ социаллӑ экономика институтӗнче вӗренет. Анастасия темиҫӗ тур витӗр тухса ыттисенчен маттур пулнӑ. Вӑл конкурса Раҫҫей регионӗсенчен, Никама пӑхӑнман патшалӑх пӗрлӗхӗнченчи ҫӗршывсенчен килнӗ 31 чиперккерен ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе 305 пин тенкӗпе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне Анастасия Баранник Милана каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ, «Шупашкар пир-авӑрӗ» партнерпа ӳкерӗнме контракт тунӑ. Жюри пайташӗсем «Воом» модель агентствин (Итали, Милан) ертӳҫи Marta Drisaldi, Шупашкар пир-авӑр фабрикин дизайнерӗ Наталья Кватромани (Дани), Санкт-Петербург патшалӑх экономик университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗ Сергей Яковлев, ЧР халӑх артистки Татьяна Альпидовская тата ыттисем пулнӑ. Шупашкара ҫак кун Филипп Киркоров ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра ун пеккисем те пур иккен. HeadHunter текен тӗпчев компанийӗ Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисене тишкернӗ. Ҫавсен шутне фотокӗнекесене пухакана, чак-чак технологне, пулӑ тирпейлекене тата шухӑш-кӑмӑла пухакан специалиста кӗртнӗ. Фотокӗнеке пухакан ӑстан тирпейлӗ пулмалла, пулӑ тирпейлес текене вара медицина кӗнеки кирлӗ. Кунта сӑмах претендентсене суйланӑ чух тӗпе хуракан критерисем пирки пырать. Камӑн мӗн ӗҫ тумалли пирки каласан, чак-чак технологӗн технологи виҫине хатӗрлемелле, чак-чак производстви валли схемӑпа карттӑ туса хатӗрлесси те ҫав ҫын яваплӑхӗ шутланать. Ҫынсене шухӑш-кӑмӑлне пухаканӑн компани кӳрекен пулӑшу пирки клиентсем мӗн каланине тӗпчемелле. Камӑн ӑҫта тар тӑкмалли пирки каласан, фотокӗнеке пухаканӑн Шупашкарти офисра 10 сехетрен тытӑнса кӑнтӑрла иртни 4-ччен ӗҫлемелле. Чак-чак технологӗн Ростов облаҫӗнчи Азов хулине тухса кайма тивӗ. Ӑна унта пурӑнмалли кӗтес тара илсе тӑкакланнине компани саплаштарӗ. Ҫул укҫине те ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑй тӳлӗ. Пулӑ тирпейлекенӗн вара ҫичӗ юта тухса каймалла мар: Шупашкарта ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Карповсем — ЗАГСра Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Вениамин Карповичпа Агриппина Васильевна Карповсем кевер туя паллӑ тунӑ. Карповсем 1954 ҫулта пӗрлешнӗ, 60 ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Кевер туя Красноармейскинче ЗАГС уйрӑмӗнче паллӑ тунӑ. Карповсем зала кӗнӗ чухне Мендельсон кӗвви янӑранӑ. Вениамин Карповичпа Агриппина Васильевнан пурнӑҫӗ ветеринарипе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Вениамин Карпович ертсе пыракан ветеринари участокӗнче тӗл пулнӑ. Халӗ иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем. 1973 ҫулта Вениамин Карповича «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ» ята панӑ. Мӑшӑр пӗр хӗре пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен икӗ мӑнук, икӗ кӗҫӗн мӑнук. Ачисем вӗсемшӗн — чӑн-чӑн кевер. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗ ҫумӗнче лагерь ӗҫлет. Нумаях пулмасть уна конкурс ирттернӗ. «Хӗвелпи» ачисем ирхине пухӑнса хӑйсен тӑрӑхӗнчи тавралӑха тӗпчес тӗллевпе экскурсие ҫула тухнӑ. Ачасем Шӑнкӑртам, Марака юханшывӗсем хӗррипе ӳсекен курӑксен ячӗсем чӑвашла тата вырӑсла мӗнле пулнине пӗлнӗ. Вожатӑйсем ҫак курӑксем мӗнпе усӑллӑ тата пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫре ачасене воспитательсем те пулӑшнӑ. Ачасем анра ҫарӑка тӗл пулнӑ. Сар чечеклӗ ҫум курӑк чылай ҫӗрте ӳсет. Ку таранччен ачасем унӑн ятне пӗлмен те. Вырӑслине — пушшех те. Сурепка иккен. Пӗчӗкскерсем анра ҫарӑк чечекне пыл хурчӗсем юратнине пӗлнӗ. Суккӑр вӗлтӗрен мӗншӗн «суккӑр»? Йытпыршине мӗншӗн ҫапла каланӑ? Вун-вун ыйту ҫуралнӑ. Ачасем вӗсен хуравӗсене илтнӗ, астуса юлнӑ. Экскурси вӗҫленсен шкулта конкурс ирттернӗ. Ачасем улӑх-ҫаранра пухнӑ курӑксенчен чечек ҫыххи ӑсталанӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ ҫыхӑ пулнӑ. Чи капӑрри — «Травушка-муравушка». Ӑна чи кӗҫӗннисен отрячӗ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Асамат кӗперӗ» йышӑннӑ. «Ҫӑлтӑрчӑк» тата «Чечексем» отрядсем — 3-мӗш вырӑнта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнӗ 16 ҫын Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме ыйтнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе, миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ыйтӑва пӑхса тухса тивӗҫтернӗ. Миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче 253 Украина ҫынни вӑхӑтлӑх пурӑнать. Саккунпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре вӑхӑтлӑх ҫулталӑк пурӑнма юрать. Каярахпа ӑна тӑсма пулать. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурта тивӗҫнӗ ҫын «Таркайсем пирки» федераци саккунне пӑхӑнать. Анчах кунта пособи пӗр хут парасси кӗмест. Миграци служби Чӑваш Ене Украинӑран тарса килекен нумай маррине унчченех палӑртнӑ. Ҫапах республика унтан килнӗ ҫынсене лагерьсенче, социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче йышӑнма хатӗр. Тӳре-шара таркайсене (выр. беженец) хӑйсем патне илме пултаракан ҫынсене те хапӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн геопорталӗ. Мӗнлерех-ха вӑл? Унӑн усси мӗнре? Ҫак тата ытти пирки «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» регионсем хушшинчи курава хутшӑнакансене тӗплӗн каласа кӑтартма палӑртнӑ. 2013 ҫулта хута янӑ проекта республикӑн Информаци политики министерстви хӑтлӗ. Геопорталпа епле усӑ курмаллине те ӑнлантарса парӗҫ. Курав ҫак уйӑхӑн 18–22-мӗшӗсенче Шупашкарта ӗҫлӗ. Геопортал патне таврӑнсан, унта республика территорийӗнчи мӗнпур объект пирки информацие вырнаҫтарнӑ. Интерактивлӑ картта ҫинче республикӑри патшалӑх учрежеднийӗсене, культура эткерлӗхӗн объекчӗсене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсене, инвестици лапамӗсене кӑтартнӑ. Асӑннӑ экспозиципе пӗрлех ытти IT-проектсемпе те паллашма май килӗ. Сӑмахран, «ГИС ЖКХ-Регион» ятлине тата патшалӑх вӑрттӑнлӑхне упрама вӗрентекен информацие. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗ Раҫҫей кунӗпе пӗрлех Акатуя та уявланӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ, ял апат-ҫимӗҫӗн шӑрши таврана сарӑлнӑ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ентешӗсене ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева маттуррисене чысланӑ. Николай Гущин тракторист «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ. Вера Быкова, Александр Барыкин ЧР Элтеперӗн тав сӑмахне тивӗҫнӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, Наталья Масеева ЧР Юстици министерствин грамотине илнӗ. Мария Васильева доярка, Ольга Киреева ферма заведующийӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Вера Болотина, Татьяна Пиняева ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине илнӗ. Уявра ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн Елена Васильева тата Александр Васильев, Александр Ермаков гранта тивӗҫнӗ. Унтан Акатуйра концерт пулнӑ. Унта Шупашкартан килнӗ «Родничок» халӑх ансамблӗ те халӑха савӑнтарнӑ. Сӑнсем (87) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче Акатуя кӑҫал 61-мӗш хут паллӑ тунӑ. Вӑрмарти тӗп стадионта ир-ирех халӑх хӗвӗшме тытӑннӑ. Ачасем аслисемпе танах ял хуҫалӑх техникин куравӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Кӑнтӑрлахи 11 сехетре уява уҫнӑ. Гимн юрланӑ май Чӑваш Ен Ялавӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Ӑна кӑҫӑл ҫӗклеме Геннадий Ямуков фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Владимир Николаев тракторист тивӗҫнӗ. Юрий Власов тракториста, Сергей Сидоров рабочие, Тамар Кириллова оператора ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Чупай ял тӑрӑхӗ «Чӑваш Енри чи хатлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗшӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломне тивӗҫнӗ. Вӑрмар ял тӑрӑхӗ вара ҫак конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ҫак хисепе илнӗ. Ичеснер Атайкасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Захаровӑна «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Афинӑра — 2004 ҫулта, Пекинра — 2008 ҫулта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Ҫак ятах Энӗшпуҫ ялӗнчи Василий Нягин тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Транспорт министерствин архивӗнчи сӑн Чӑваш Республикинчи хуласенче электричество линийӗсӗр ҫӳрекен троллейбуссем маршрута тухма пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствинче пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫак проектпа Питӗрти хӑнасем паллаштарнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ В.Степанов ертсе пынӑ канашлура калаҫнӑ. «ENER Z» (Питӗр) инжиниринг компанийӗн элчисем хӑйсен проектне хӑтланӑ май Питӗрте ҫакнашкал троллейбуссем ҫӳрени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пысӑк хӑватлӑ литий-ионлӑ аккумуляторлӑ. Ку электричество линине перӗнмесӗр ҫӳреме май парать-мӗн. Питӗр хӑнисем паха енне те палӑртнӑ. Кунашкал троллейбуссем энергие перекетлеме, чӑрмавсенчен пӑрӑнса иртме май параҫҫӗ иккен. ЧР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал аккумуляторлӑ троллейбуссем маршрут сетьне оптимизацилеме пулӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хулари электричество линине хута яман урамсенче те ҫак троллебуссем ҫӳреме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пултаруллисене чысланине пӑхма халӑх Акатуя пухӑннӑ Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата! Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина. «Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ. Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |