Республикӑра
Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ. Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ. Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |