Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн «Эсӗ пире кирлӗ, юлташ!» проектпа килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енче ларакан хӗрарӑмсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Юсанмалли колонисене пукане театрӗ тухса ҫӳрет.

Нумаях пулмасть артистсем Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ. Вӗсене унта питӗ кӗтнӗ. Унччен театр кунашкал учрежденисенче «Ҫӑлтӑрлӑ арҫынача» постановка кӑтартнӑ. Куслаккари колонире ларакансене вара «Гадкий утенок» спектакльпе паллаштарнӑ.

Залра ларакансем ачалӑха таврӑннӑ тейӗн. Хӑшӗ-пӗри, тен, сюжетпа пӗрле хӑйен шӑпи пирки шухӑшланӑ. Унти ӗҫченсем палӑртнӑ тӑрӑх, спектакль тӗрмере ларакансене чӑтӑмлӑрах пулма, ҫынсене хаклама вӗрентет.

 

Республикӑра Васса Николаева
Васса Николаева

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Васса Николаева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пульницӑра нихӑҫӑн та выртман.

Васса Николаева хӑйне лайӑх туять. Пӗлтӗр вӑл вӑрмана кӑмпа татма та кайнӑ. Ӑна ҫурланӑ кунпа уявлама тахҫанах курман тӑванӗсем те килнӗ.

Васса Николаев ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Унӑн шкулта вӗренме май килмен, ҫавӑнпа вӑл ҫырма, вулама пӗлмест. Ватӑскер вырӑсла та калаҫма пӗлмест. Унӑн тӑван чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫирӗп воспитани панӑ. Вӑл ашшӗпе тата пиччӗшӗпе вутӑ хатӗрленӗ, колхозра ӗҫленӗ.

Васса Николаева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче икӗ ывӑлне ҫухатнӑ. Вӑл виҫӗ ачипе юлнӑ. Васса Клементьевна мӑнукӗн ачисемпе выляма юратать, вӗсемпе мечӗк тапать.

Пӗлтӗр вӗсен ҫуртне газ кӗртнӗ. Ватӑскер кӑмакана ҫӗмӗрнӗшӗн халӗ те пӑшӑрханать. Ара, унта вӑл кукӑль пӗҫернӗ, кӳршисене хӑналанӑ. Васса Николаева ачисен мӑнукӗпе, вӗсен ачисемпе киленет. Вӗсем унӑн пурӗ — 62-ӗн.

 

Республикӑра Андриян Николаев
Андриян Николаев

Паян, авӑнӑн 5-мӗшӗнче, Совет Созӗн икӗ хут паттӑрӗ, авиаци майор генералӗ, ЧР Хисеплӗ ҫынни Андриян Николаев космонавт летчик пурӑннӑ пулсан 85 ҫул тултарӗччӗ.

Паян паллӑ ҫак уява халалласа вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, митинг иртӗ. Унта Андриян Николаев палӑкӗ умне чечексем хурӗҫ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш патлашӑх академи драма театрӗнче уяв каҫӗ йӗркелӗҫ.

Уявсене ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андриян Николаевӑн ҫывӑх тӑванӗсем пулӗҫ: унӑн хӗрӗ Е.А.Николаева-Терешкова ҫемйипе килӗ. СССР космонавт летчикӗ А.А.Леонов, П.И.Климук тата ытти паллӑ ҫын килӗҫ.

Ҫавӑн пекех Шуршӑл ҫывӑхӗнчи уйра Андриян Николаевӑн агросӑнӳкерчӗкне — 140 тата 160 метр калӑпӑшлӑскере — кӑтартӗҫ.

 

Республикӑра Канаш хули
Канаш хули

Канаш ҫыннисем тепӗр радио итлесе киленме пултараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Хула радиовӗ» радиостанци ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ӑна Канашра 101,8 МГц хумсем ҫинче итлеме пулать. 100 Вт хӑватлӑ передатчик сигнала Канашри радиотелекурав станцийӗнчен 18-25 ҫухрӑм аякка сигнал ярать.

«Хула радиовне» 108 пине яхӑн ҫын итлеме пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.rtrn.ru/news/read/224/
 

Республикӑра Николаевсем
Николаевсем

Чӑваш Енре 3 пин ытла тӑлӑх ача шутланать. Вӗсенчен 90% ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ ӗнтӗ.

Акӑ Красноармейски районӗнчи Николаевсем икӗ тӑлӑха хӑйсем патне илнӗ. Хӑйсем 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Полинӑпа Валерий Николаевсем 2006 ҫулта Таньӑпа Тольӑна ача ҫуртӗнчен илсе килнӗ. Вӗсем Чӗмпӗрте ҫуралнӑ, ҫавӑнпа чӑвашла пӗлсех каймаҫҫӗ, анчах ӑнланаҫҫӗ.

Николаевсен тӑван ачисем тӗрлӗ енне саланнӑ. Халӗ вӗсене Таньӑпа Толя тунсӑхлама памаҫҫӗ. Аслисем вӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.

Николаевсен хуҫалӑхӗ пысӑк. 40 гектар ҫӗре тара илеҫҫӗ, утӑ сутлӑх тӑваҫҫӗ. Ачасем хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Толя ашше пек фермер пуласшӑн. Таня спортпа туслӑ. Вӑл ӑмӑртусене хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать.

Николаевсем хуҫалӑха пысӑклатма ӗмӗтленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Санкт-Петербурга кайса килнӗ.

 

Республикӑра Правительство ҫуртӗнчи сауна
Правительство ҫуртӗнчи сауна

Президент бульварӗнчи ҫӳллӗ ҫуртра — Правительство ҫуртӗнче — бункерӗнче вӑрттӑн мунча пуррине пӗлнӗ. Вӑл — пысӑк пукан ҫинче ларакан тӳре-шара валли-мӗн.

Ятарлӑ объекта нумаях пулмасть хута янӑ. Унта чи пысӑк чиновниксене тата вӗсен хӑнисене анчах кӗртнӗ. Республика Элтеперӗн, парламент спикерӗн пӳлӗмӗсене лекме ҫӑмӑлрах иккен. Путвалти ҫав пӳлӗме вара ниепле те лекеймӗн. Унта вӑрттӑн япала упрамаҫҫӗ. Унта правительство ҫыхӑнӑвӗн коммутаторӗ те мар. Вӑрттӑн ҫав вырӑн мунча иккен. Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна нормӑсемпе правилӑсене пӑхӑнмасӑр тунӑ. Унта коррупции шӑрши те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Правительство ҫуртне чӗрӗк ӗмӗр каялла КПСС обкомӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ валли тума тытӑннӑ. Ун чухне парти укҫипе путвалта мунча тӑвас шухӑш та пулман ахӑртнех. Ӗҫ пӗр вӑхӑт чарӑннӑ хыҫҫӑн ҫурта каллех тума тытӑннӑ. Элтепер инаугурацийӗ валли парне — ҫӗнӗ резиденци — хатӗрленӗ.

Правительство ҫуртӗнчи пӗр ҫӑлкуҫ «Правда ПФО» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, саунӑна тӑвас шухӑш Элтепер аппарачӗн ертӳҫин Александр Ивановӑн пулнӑ. Унта 15 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Сауна пушар тухас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Малалла...

 

Республикӑра Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирмӑпа унӑн хуҫи — «Акконд» фирма ертӳҫи Валерий Иванов (сулахайри) паллаштарать. Cap.ru сайтри сӑн
Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирмӑпа унӑн хуҫи — «Акконд» фирма ертӳҫи Валерий Иванов (сулахайри) паллаштарать. Cap.ru сайтри сӑн

Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.

Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.

Малалла...

 

Республикӑра Алла Самойлова
Алла Самойлова

Украинӑран килнӗ ҫынсене ахаль ҫынсем те, тӳре-шара та кӗтеспе тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин вице-премьерӗ, ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова Донецк облаҫӗнчен килнӗ ҫынсене пурӑнмалли вырӑн уйӑрса панӑ.

Министр таркайсене — ҫав шутра икӗ ача — тӑванӗн унчченхи хваттерне вырнаҫтарнӑ. Аслисем хальлӗхе ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ, ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула 2-мӗш класа кайнӑ.

«Ачасене шкула каймашкӑн пуҫтарӑнма пулӑшрӑмӑр. Ҫемье туслӑ», — пӗлтернӗ Алла Самойлова.

Аса илтерер: Чӑваш Енре халӗ 1014 таркай пурӑнать. Вӗсенчен 218-шӗ — ачасем. Вӗсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра

Ҫемьере иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине паян пӗлмен ҫын ҫук ӗнтӗ. Вӑл тупрана нумайӑшӗ ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма: кам хваттер туянма, кам общежитинче пӳлӗм илме, кам ҫуртлӑ пулма — усӑ курать. Анчах амӑш укҫине амӑшӗн пулас пенсийӗ валли хурса хӑварма та юрать, ачасене вӗрентме те.

Амӑш укҫи ҫинчен калакан программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри 750 ытла ҫемье 28,5 миллион тенкӗлӗх ыйтса ҫырнӑ. Тӑвай районӗнче 20 ҫын 760 пин тенкӗ ыйтнӑ.

Укҫана ача вӗреннишӗн тӳлеме уйрӑма та, вӗреннӗ вӑхӑтра общежитинче пурӑннишӗн татӑлма та чармаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче ун пек ыйтакансем пулман та, республикӑра 9 ҫын ҫапла ыйтупа тухакан пулнӑ иккен. Ҫавсем пурӗ 90 пин тенкӗ ыйтнӑ.

 

Республикӑра

Республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑран тарса килекен тепӗр 278 ҫын ҫитмелле. Чӑваш Енре вӗсене вырнаҫтарма тата тепӗр 10 вырӑн туса пама йышӑннӑ. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 13-е ҫитӗ.

Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра таркайсене «Контур» акционерсен уҫӑ обществинче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. «Контур» территоринче вырнаҫтарнине тата «Чувашиякурорт» санаторие таркайсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт статусне панӑ. Вӗсен хуҫисене кашни таркая пуҫне федераци хыснинчен тӑкаксене саплаштармалла. Пӗр талӑкшӑн — 800 тенкӗ. Хальлӗхе пирӗн республикӑра 186 таркай хӳтлӗх тупнӑ.

Ҫӗнӗ пунктсем шутне Шупашкар районӗнчи «Заимка» туризмпа сывлӑх комплексне, Етӗрне районӗнчи «Созвездие» уйлӑха тата «Ача-пӑча канӑвӗ» обществӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» центра тата ыттисене кӗртнӗ.

Таркайсене тӳлевсӗр сим-карттӑсем валеҫсе пани пирки эпир хыпарланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 589, 590, 591, 592, 593, 594, 595, 596, 597, 598, [599], 600, 601, 602, 603, 604, 605, 606, 607, 608, 609, ...633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ