Ҫу ҫитмен пулин те Чӑваш Ен республика кунне паллӑ тума халех хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл яланхи пекех Шупашкарта тата пӗр районта иртӗ. Уяв программине нумаях пулмасть йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал хӑш район хӑнасене кӗтсе илме тивӗҫ пулӗ-ха? Ку хисепе Канаш районӗ тивӗҫнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шӑхасанта ҫамрӑксен канашлӑвӗ тата культурӑпа спорт уявӗ иртӗҫ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вара Асхва ялӗнче уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шупашкарта уяв маларах пуҫланӗ. Унта ҫӗртме уйӑхӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Акатуй, ҫамрӑксен СОК фестивалӗ ҫӗртмен 19-мӗшӗнче иртӗҫ. Ун чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе команда Европа чемпионачӗ старт илӗ. Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче экономика канашлӑвӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ, фейерверксен фестивалӗ, «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн конкурсӗ уҫӑлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти индустри паркӗнче пирвайхи промышленноҫ объекчӗн чулне хума палӑртнӑ.