Республикӑра
![]() Музейра курмалли-пӗлмелли чылай Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хай пӑхса тӑракан кинеми-мучисен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума тӑрӑшать. Ҫавна май центр специалисчӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Социаллӑ пулӑшупа консультаци кӳрекен уйрӑм, тӗслӗхрен, «Социаллӑ туризм» проект хута янӑ май ватӑсене унта-кунта илсе ҫӳрет. Турист маршручӗсене кинеми-мучисене шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра ун пеккине виҫӗ ҫулҫӳрев ирттернӗ. Янӑшри, Кӑрмӑшри ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене тата хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑма пыракансене, сӑмахран, Ишекри чиркӗве илсе кайнӑ. «Вдохновение» (чӑв. Хавхалану) клуба ҫӳрекенсем Алькешри чиркӗве ҫитнӗ. Кӑрмӑшри ватӑсене Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чумеринсем Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет. Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Юхма Мишши Алена Аршинова патне йышӑнӑва кайнӑ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн. Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ. | ||
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакансем тавралӑха юмах тӗнчине ҫавӑрнӑ. Ҫулла вӗсем фонтанпа киленеҫҫӗ, хӗлле вара пӑртан кӳлепесем ӑсталанӑ. Ҫынсем малтан кӳлле кайса пӑр касса килнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн елка тавра 8 юпа лартнӑ, вӗсене ҫутӑпа илемлетнӗ. Энӗшпуҫем Салехард ҫыннисенчен тӗлсӗх илнӗ. Унашкаллине Олег Иванов шӑпах унта пӗрремӗш хут курнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн та тӑван ялне капӑрлатас шухӑш кӗнӗ. Паллах, пӗччен тунӑ ӗҫ мар ку. Ӑна ентешӗсем пулӑшнӑ. Пӗрисем пӑра пӑчкӑпа каснӑ, теприсем ӑна машинӑпа турттарнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта энӗшпуҫсем канма юратаҫҫӗ. Ачасем вара унта выляҫҫӗ. Каҫхине тавралӑх ялкӑшать. Энӗшпуҫсем унта гирляндӑсем ҫакнӑ. Сӑмах май, энӗшпуҫесем 2015 ҫулта «Чӑваш Ен ҫутисем» конкурсра мала тухнӑ. Кӑҫал та вӗсем хӑйсен ӗҫне хакласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Людмила Егоровна Спиридоновӑна тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Ӑна юлашки хутчен ял ҫывӑхӗнчи ЯХПК патӗнче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман. Людмила Егоровна 1952 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй туллирех, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Унӑн уйрӑмлӑх палли те пур: сӑмси ҫинче ҫӗвӗ йӗрри курӑнать. Людмила Егоровна килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура тӗслӗ резин атӑ тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ. Людмила Спиридоновӑна куракансене ШӖМе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83548) 2-11-15. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть НТВ телеканалпа пыракан «Русское лото» кӑларӑмра пирӗн ентеш лотерея выляса илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки вӑйӑ 1164 тиражпа иртнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫын лотерейӑра пӗр миллион тенкӗ выляса илнӗ. Пӗрремӗш турта виҫӗ билет вылянӑ. 140 пин тенке Волгоград, Липецк, Мускав тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш турта Новосибирск облаҫӗнчи билет вылянӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш турта Питӗрти тата Ӗренпур облаҫӗнчи ҫынсене пӗрер миллион тенкӗ лекнӗ. Чӑваш Енри ҫыннӑн билечӗ пиллӗкмӗш турта вылянӑ. Унпа пӗрлех Чулхула, Мускав тата Свердловск облаҫӗсенчи билетсем ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе 450242 билет вылянӑ. Вӗсенчен 10-шӗ 1 миллион тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче пурӑнакансем хӗлле те кӑмпа ӳстереҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем 1998 ҫултах тытӑннӑ. Ун чухне хӑйсем валли ҫеҫ ӳстернӗ. 2004 ҫултанпа вара кӑмпа сутса тупӑш тӑваҫҫӗ. Цехра 15 градус ӑшӑ. Унран ытларах ӑшӑ пулмалла мар. Предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра пурӑнакансем шултра кӑмпа юратаҫҫӗ. Кунта тӗпленнисем вара вӑтам шлепкеллӗ кӑмпа кӑмӑллаҫҫӗ. Кашни камера ҫине ятарлӑ станци вырнаҫтарнӑ. Вӑл кӑмпа ӳстермелли сывлӑш кӑларать. Питӗ кӑткӑс ӗҫ вӑл — кӑмпа ӳстересси. Ҫимӗҫ пулсан ӑна кунтӑксене тултараҫҫӗ те сивӗ пӳлӗмре 2-3 сехет лартаҫҫӗ. 2 градус ӑшӑра кӑмпа клеткисем пайланма пӑрахаҫҫӗ. Унтан ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ те сутма хатӗрлеҫҫӗ. Юнкӑпуҫсем 2 уйӑхра 16 тонна кӑмпа пухаҫҫӗ. Тепӗр 4 камера хута ярсан тухӑҫа 2 хут ӳстерме пулать. Кӑмпана Хусана, Чӗмпӗре, Ижевска ӑсатаҫҫӗ. Ытларах пайне Мускава яраҫҫӗ. Паллах, ӑна Шупашкарта та туянма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Константин Яковлевпа Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Шупашкарта планетари тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев культура министрӗнчен Константин Яковлевран ӗҫе уйрӑм ҫынсем укҫа хывасси епле пынипе кӑсӑкланнӑ. «Патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин принципӗ пулӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ Элтепер. Министр: «Хальхи вӑхӑтра проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче экспертиза илмелле», — тенӗ. «Манӑн конкретлӑ ыйтӑва хуравлӑр тархасшӑн. Юмах ан калӑр», — пӳлнӗ министра Элтепер. «Хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлетпӗр», — хуравланӑ хайхи республика ертӳҫине. «Тавтапуҫ бюрократ — патшалӑх министрӗн хуравӗшӗн», — тенӗ Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑррӑн. Тивӗҫтерекен хурав кӗтсе илеймен енне вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе темӑна малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Кӑралчӑн 23-мӗшпе 28-мӗш кунӗсенче эпир сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарма ӗлкертӗмӗр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Петӗр Хусанкай куравӗнче Вера Кузьминан юратнӑ юрри янӑрани ҫинчен хыпарларӑмӑр; • Петӗр Хусанкай юбилейӗ кӳршӗри Тутарстанра менле палӑртни пирки каласа патӑмӑр; • Чӑвашла хайлав ҫырса мӗнле укҫа тумаллин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр; • Пирӗнтен яланлӑхах Рената Кузьмина уйрӑлни пирки хурлантӑмӑр; • Виталий Станьял ӑсчахӑн ҫӳҫне кам каснине хыпарларӑмӑр; • Чӗмпӗрте Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмахсара чӑтӑмсӑр кӗтни ҫинчен систертӗмӗр; • Владимир Григорьев хӑйӗн юбилейне мӗнле палӑрни пирки каласа патӑмӑр; • «Хавал» пӗрлӗх пӗчӗккисем валли мӗнле сӑмах пуххи кӑларни халӑха кӑсӑклантарчӗ; • Ялта клуб туса панишӗн ӑҫта шӑнкӑравласа тав сӑмахӗ калани ҫинчен хыпарларӑмӑр. | ||
Карантин ҫукРеспубликӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре карантин пулмӗ. Ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть. Аса илтерер: пӗрремӗш зонӑна Йӗпреҫ районӗнчи Березовка, Калиновка, Ҫӗнӗ пурнӑҫ, XI лет Чувашии ялсем, Пӑрачкав районӗ лекнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Палӑртмалла: карантина пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ун чухне вӑрманта хир сыснисен виллисене тупнӑ. Вӗсем Африка мурӗнчен вилни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |