Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пасар

Республикӑра

Кашни ҫулах ҫуркунне пахча ҫимӗҫ хакӗ ӳсет. Ҫӗрулми хакӗ хӑпарни Шупашкар влаҫне пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл мӗншӗн хакланнӑ? Тӳре-шара рейда тухнӑ.

Халӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулмишӗн пасарта 40-45 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрулмишӗн вара 65-68 тенкӗ кӑларса хумалла. Ӑна ытларах чухне Азербайджанран илсе килеҫҫӗ.

Сутуҫӑҫем каланӑ тӑрӑх, кунне вӑтамран 3 михӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулми туянаҫҫӗ, ҫӗннине вара – 1 михӗ.

Хӗлле сивӗ пулнӑран фермерсем ҫӗрулми сутма тухман. Халӗ нӳхрепсенчен кӑлараҫҫӗ, анчах йӳнӗпе никам та парасшӑн мар. Унччен пасарта ку ҫимӗҫе 10-15 тенкӗпе сутнӑ. Курттӑмӑн сутакансенчен, тӗслӗхрен, Елчӗк районӗнче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмине, 30 тенкӗпе туянма пулать.

Канмалли кунсенчи ярмӑрккӑсене малашне те ирттересшӗн. Кун пек чухне ҫынсем ҫӗрулмине 25-30 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=16027
 

Хулара

Шупашкарта ялтан килнӗ ҫынсем сӗт-ҫу таврашӗпе, пахча ҫимӗҫпе урамра суту-илӳ тунине час-часах курма пулать. Уйрӑмах — Тӗп пасар умӗнче.

Нумаях пулмасть хулара йӗрке хуралҫисем рейд ирттернӗ. Тӗрӗслеве Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем тата полици ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Гагарин тата Ильбеков урамӗсенче пулнӑ. Вокзал ҫумӗнчи урама, «Ача-пӑча тӗнчи» ҫывӑхӗнчи тротуара та тӗрӗсленӗ.

Саккуна пӑсса юраман вырӑнсенче суту-илӳ тӑвакан ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Анчах ку пулӑшмасть-мӗн. Ҫынсем пур-пӗрех ҫав вырӑнсенех сутма килеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫӑрнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем 47 протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе 46 штраф ҫырса панӑ. Ку 91 пин тенкӗпе танлашать. 1 ҫынна асӑрхаттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38286
 

Пӑтӑрмахсем

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти пасарсенчен пӗринче пӗр арҫын 100 доллӑрлӑ купюрӑсемпе сутуҫӑсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Унта вӑл ҫи-пуҫ тата ура тӑхӑнмалли туяннӑ. Таваршӑн арҫын суя долларпа татӑлнӑ.

Пасарти сутуҫӑсене улталакан арҫын пӑхма 35 ҫулсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӳллӗшӗ 170 сантиметра яхӑн иккен. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ май арҫын мӗнле ҫи-пуҫ тӑхӑннине те ҫырса кайнӑ: тирлӗ капюшонлӑ круткӑпа, хура шӑлаварпа, хура пушмакпа пулнӑ иккен. Пуҫне хурапа шурӑ йӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ.

Суя доллар тыттарса хӑварнӑ арҫынна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисем хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ.

 

Республикӑра юлашки кунсенче апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсем чакни ҫинчен палӑртаҫҫӗ. Ытти, апат таврашӗсем шутне кӗмен таварсен хакӗ вара ӳссе пырать имӗш.

Ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан авӑн уйӑхӗнче ҫӗрулмин (8,2%), ҫӑнӑхӑн (1,8%), сахӑр-песукӑн (0,5%), макарон таврашӗпе кӗрпесен (0,3%) хакӗсем чакнӑ.

Чӑваш Енӗн экономаталануминӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетекен санаторисенчи пулӑшу хакӗ, туризмпа пассажир транспортӗнчи тата банк ӗҫӗнчи хаксем чакнӑ. Куллехи пурнӑҫра пулӑшу кӳрекенсен ӗҫ хакӗ те чакнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах хаклану та пур — чи пысӑк кӑтарту ҫӑмарта хакӗпе (4,74 тенкӗлӗх ӳснӗ) ҫыханнӑ. Хаксене чӑх-чӗп хапрӑкӗсем ӳстереҫҫӗ имӗш.

Специалистсен шухӑшӗпе хаксем малалла татах та чакма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66045
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 04

1889
136
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1926
99
Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
78
Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ