Республикӑра
![]() Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ. Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине е Иван Рожкова, е Андрей Васильева шанассине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑччӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Комисси райадминистраци пуҫлӑхӗн тилхепине ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильева шанма пулать тесе йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Каярах Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, унта Андрей Васильев кандидатури ҫӗнтернӗ. Андрей Васильевӑн кӗске биографине сайтра хальлӗхе пӗлтермен. Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб иртнӗ ҫулхи юпа йухӑхӗн юлашки кунӗнче должноҫрен кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Степановпа Михаил Игнатьев Элтепер Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ. Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пек шартлама сивӗ тахҫанах пулман. Урамра сивӗ сӑмсана чӗпӗтет. Чылайӑшӗ машинине те тапратаймасть. «Мускав – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус вара ҫул ҫинчех ҫӗмӗрӗлнӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре М-7 автоҫулӑн 603-мӗш ҫухрӑмӗнче автобус ванса кайнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан автобуса полицейскисем асӑрханӑ. 27 градус сивӗре транспортӑн топливо насусӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Салонра 32 пассажир пулнӑ. Вӗсем салонра 20 минут ларнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшнӑ — пассажирсене урӑх автобуссене лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче арҫын икӗ хӗрарӑма тапӑннӑ. Пакунлисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫав арҫын суд сакки ҫине пӗрре мар ларнӑ-мӗн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑскер хальхинче те явап тытӗ. Каҫхи 7 сехетре автовокзал ӗҫченӗ алӑка хупнӑ хыҫҫӑн йӗри-тавра ҫаврӑннӑ. Хайхискер пӗр пӳлӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ та тухма ыйтнӑ. Анчах 36 ҫулти арҫын тухас вырӑнне хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ те тарнӑ. Юрать, хӗрарӑма медпулӑшу ҫийӗнчех панӑ. Темиҫе минутран хайхи арҫын урамра тепӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Вӑл 23 ҫулти хӗре ҫӗҫӗпе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ мӗнпур укҫине — 1250 тенке — кӑларса тыттарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫапла чӗрӗ-сывах юлнӑ. Кайран ҫав арҫын укҫа мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Вӑл Мускава каясшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах Мускава мар, тӗрмене лекнӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кашни ҫул пуҫламӑшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи пултаруллӑ та маттур 1000 ҫамрӑка, 30 ҫул тултарманнисене, стипенди парасси пирки хушу алӑ пусать. Кӑҫал ӑна камсем илесси паллӑ ӗнтӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта Михаил Ваисильевич стипенди парасси пирки алӑ пуснӑ. Кӑҫал стипендие яланхи пек 1000 ҫамрӑк мар, 994 яш-хӗр тивӗҫнӗ. Стипенди виҫи улшӑнман. Вӑл унчченхи пекех 1830 тенкӗпе танлашать. Ҫамрӑксем ӑна уйӑхсерен илсе тӑрӗҫ. Списокпа паллашма пулать: http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=13&id=268086. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку стипенди вӗренӳре, тӗпчев ӗҫӗнче, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тумашкӑн хавхалантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Тюмеров 27 ҫулти Дмитрий Тюмерова раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен шыраҫҫӗ. Ҫав кун вӑл килтен урама тухнӑ та ҫухалнӑ. Дмитрий Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнчен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул кунхине вӑл ирхине мунча хутма шыв йӑтнӑ. Кайран картишрен урама тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки кунсенче вӑл хӑйне урӑхла тытнӑ: килте ларнӑ, сӑмах чӗнмен. Халӗ Дмитрие районӗпех шыраҫҫӗ, унӑн сӑнӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӑна кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче курнӑ. Дмитрий хура калпак, хура куртка, тӗттӗм шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене тӑванӗсемпе ҫак номерсемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 8-937-386-73-45, 8-937-386-73-46. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка хулинчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫурт умне юмаха ҫаварнӑ. Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт йӑлтӑртатма тытӑнать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне кӑна мар, подъезда кӗмелли алӑк умне те капӑрлатнӑ. Урамра вара Хӗл Мучин кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Капӑр чӑрӑшсем, юр кӗлеткесем тавралӑха илем кӳреҫҫӗ. Ҫынсем 2017 ҫул хуҫи пирки те манман – Автан вырнаҫтарнӑ. Стена ҫинче вара – импрвизациленӗ камин. Ку вырӑнта иртен-ҫӳрен сӑн ӳкерӗнет. Ҫак илеме тӑвакансем тавралӑха хӑтлӑх кӳрес енӗпе иртнӗ республика конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 16 пин тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫапа вӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫурта капӑрлатнӑ та. Ҫуркунне вӗсем ҫурт умне чечексемпе илемлетесшӗн. Ҫынсем 2018 ҫула мӗнле кӗтсе илесси пирки те шухӑшлама тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Асамлӑ уяв вӑл – Ҫӗнӗ ҫул. Ҫав кун кашни ачах Хӗл Мучирен парне кӗтет. Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ледонид Чернов нумай ачаллӑ ҫемьесенчи шӑпӑрлансене парне валеҫнӗ. Вӑл кашнине палак ҫимӗҫ тыттарнӑ. Ачасем куншӑн питӗ савӑннӑ, ку вӗсен пурнӑҫне юмахри асамлӑха илсе кӗнӗ. Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье – 34. 22 ҫемьере – 3, 5 ҫемьере – 4, 4 семьере – 5, 3 ҫемьере 6 ача ӳстереҫҫӗ. Пӗтӗмпе асӑннӑ ҫемьесенче 124 шӑпӑрлан шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри Налук кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне патшалӑх пулӑшӑвне электронлӑ майпа 30 процент йӳнӗрех илме май пур. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ пулӑшу илес текенсем 30 процент сахалрах тӳлӗҫ. Тӗслӗхрен, ют ҫӗршыва каймалли паспорта миграци службинче тумашкӑн 3500 тенкӗ кӑларса хумалла, gosuslugi.ru сайт урлӑ вара чылай йӳнӗрех — 2850 тенкӗ. Патшалӑх пошлинин виҫине пӗчӗклетмешкӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн ирӗк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |