Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.

Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм ачине тухтӑр патне илсе каяймасӑр эрех ӗҫнӗ. Иккӗмӗш кун урӑлмасӑр ӗҫнине пулах вӑл планпа пӑхнӑ кун педиатр патне те ҫитеймен. Пӑтӑрмах пирки шурӑ халатли ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссине пӗлтернӗ. Усал хыпара илтнӗ комисси пайташӗсем: Т.А. Михайлова, И.А. Золова, Е.В. Петрова участокри педиатрпа тата фельдшерпа ҫемьене тухса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.А. Ерманов та районтисемпе пӗрле ҫемьене ҫитнӗ.

Комисси пырса кӗнӗ вӑхӑтра нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал ҫуратнӑ хӗрне хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрӗсем пӑхнӑ. Тӗпренчӗк валли ятарлӑ хутӑш та пулман, эмелсене те амӑшӗ ӑна паман. Ачана вӑхӑтлӑха пульницӑна вырттарма йышӑннӑ. Малашне те эрех ӗҫсен хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑвараси пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ.

Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ.

Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Республикӑра Газпа ӗҫлекен урам шӑлса тирпейлекен техника
Газпа ӗҫлекен урам шӑлса тирпейлекен техника

Чӑваш Енре ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ. Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ.

«Дорэкс» пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов предприяти РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑ 167-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӑл хутра ҫут ҫанталӑк газне мотор топливи евӗр усӑ курасси пирки каланӑ.

«Дорэкс» газпа ӗҫлекен 5 единица спецтехника: икӗ КамАЗпа урам шӑлса пуҫтаракан виҫӗ КО-318 урапа — туяннӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха лизингпа илнӗ. Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче. Пӗр литр дизель топливи 30 тенкӗ тӑрать пулсан, метанӑн кубла метрӗ — 11 тенкӗ. Метанпа ӗҫлекен двигатель ӗмӗрӗ те 1,5 хут вӑрӑмрах тесе ӗнентереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Вунсаккӑртисене кӑна мар-ха. Пӗве кӗнӗ ҫав тапхӑртан пуҫласа 20 ҫулчченхисем таранах. Сӑмахӗ "Первое рабочее место" (чӑв. Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ) программа пирки пырать. Ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗ тин кӑна вӗренсе пӗтернӗ опыт ҫук ҫамрӑксене ҫав программа ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Ку программа Улатӑр хулинче те пурнӑҫланать. Кӑҫал та яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ ку программӑна хутшӑнать. Пит йышлӑнах унта лекнӗ тееймӗпӗр те, анчах тӑватӑ ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ.

Ятарлӑ программӑна лекнисене организаци кӑна мар, ӗҫлӗх центрӗ те шалу тӳлет. "Кӗмӗле" районсемпе хуласене республика хыснинчен куҫарса параҫҫӗ. Программӑпа ӗҫе вырнаҫнӑ дипломпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ҫамрӑксене вӑл укҫаран уйӑхсерен 1700 тенкӗ лекет.

 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем.

Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ.

Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.

Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.

Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/626
 

Республикӑра Специалистсенчен ыйтмалли нумай
Специалистсенчен ыйтмалли нумай

Пӳртшӗн е хваттершӗн ӳлемрен кадастр хакне кура налук тӳлеме тытӑнӑпӑр.

Теприсем асӑрханӑ тӑрӑх кадастр хакӗ ытла та пысӑк, ҫавна кура налукшӑн кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кадастр хакӗпе тата налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма акци ирттерессине пӗлтерет. Хак тивӗҫтермесен ӑна епле улӑштармаллине те ӑнлантарса парӗҫ.

Специалистсем ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен кӗтӗҫ. Йышӑну пӳлӗмӗ — Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри (унта нумай ӗҫ тӑвакан центр вырнаҫнӑ) 2-мӗш хутра. Хӑвӑрпа пӗрле куҫман пурлӑх пирки калакан хутсене илме сӗнеҫҫӗ. Йышӑнӑва 62-22-33 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

 

Республикӑра Осип Алексеев
Осип Алексеев

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе чӑваш ҫыравҫине Алексеев Осип Алексеевича шыраҫҫӗ. Ҫав кун вӑл килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр).

Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем.

 

Республикӑра Москакасси чарӑнӑвӗ
Москакасси чарӑнӑвӗ

Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенчен пӗрне, пурӗ 529830 тӑваткал метра, Ҫӗнӗ Шупашкара пама йышӑннӑ. Кун пирки калакан ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 324-мӗш номерлӗ хушӑва премьер-министр алӑ пуснӑ, паян ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче, Министрсен Кабинечӗн страницинче, вырнаҫтарнӑ.

Патшалӑхӑн пурлӑхӗ шутланнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкара муниципалитет харпӑрлӑхне парассине «О Кабинете Министров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен) республика саккунӗн 14-мӗш статйипе килӗшӳллӗн йышӑннине пӗлтернӗ.

Асӑннӑ 529830 таткал метр лаптӑк ҫӗрӗн кадастр номерӗ — 21:17:000000:4797.

Ҫӗре ҫӗнӗ шупашкарсем мӗн тӗллевпе усӑ курассине йышӑнура каламан.

 

Страницӑсем: 1 ... 455, 456, 457, 458, 459, 460, 461, 462, 463, 464, [465], 466, 467, 468, 469, 470, 471, 472, 473, 474, 475, ...578
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи