Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑх пусса сутас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илесси пирки чӑх-чӗп хапрӑкӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Предприяти чутах панкрута тухманни пирки унччен пӗлтересех тӑнӑччӗ. Телее, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Ӑна ҫак кунсенче урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Предприятие Тутарстанри «АГРОСИЛА» ял хуҫалӑх холдингӗ туянӗ. Ҫак холдингах Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянасси пирки те нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хуҫа улшӑнсан та вӑл ҫак енӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать. Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ. Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗ 27 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарассишӗн суда тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл икӗ ҫулти ачине воспитани памасть-мӗн. Хӗрарӑм ачине йӗркеллӗ пӑхман. Пӗчӗкскер апат лайӑх ҫименнипе дистрофипе аптӑрама пуҫланӑ. Халӗ администраци амӑшӗн правинчен хӑтарса унран алимент шыраса илесшӗн. Хӗрарӑм ачине пӑхмасӑр ҫапкаланса ҫӳренӗ, эрех ӗҫнӗ. Ку ача пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Хӗрарӑма хӑйне йӗркеллӗ тытманшӑн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ларӑвне пӗрре мар чӗннӗ. Палӑртмалла: 2015 ҫулта хӗрарӑм ачине пульницӑра пӗчченех хӑварнӑ, каҫхине ӳсӗр таврӑннӑ. Унтан ачине пульницӑран кӑларма ыйтса кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Ача дистрофипе аптӑранӑскер хӑйне япӑх туйни те ӑна татса чарман. 2015 ҫулта хӗрарӑма амӑшӗн правинчен чикӗленӗ, шӑпӑрлана ача ҫуртне янӑ. Амӑшӗ 1,5 ҫул ачипе пачах интересленмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыр кӑмӑллӑх марафонне уҫнӑ вӑхӑтра Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски тӑрӑхӗнче «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов та ку мероприятие яланхиллех хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон миллионшар ҫынна пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Кашни ҫын хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать». Марафонӑн кӑтартӑвӗпе Юрий Кислов паллаштарнӑ. Пӗлтӗр ҫав акци вӑхӑтӗнче 8 млн тенкӗ пухӑннӑ. Ку енчен пӗлтӗр комсомольскисем уйрӑмах хастар пулнӑ: вӗсем пурӗ 400 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Кӑҫалхи марафона каҫал тӑрӑхӗнче уҫни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян канмалли кун мар пулсан та республикӑра ҫемье ҫавӑракан йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери Савнисен кунӗнче Шупашкарта 21 мӑшӑр регистрациленнӗ. Паян Шупашкарти мӑшӑрлану керменне 21 мӑшӑр ҫитнӗ. Чи ҫамрӑкки — 19 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ вара — 59-та, хӗр — 54-ра. Пӗрре пӗрлешсе уйрӑлнӑ икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Аякран килнӗ каччӑ та пур. Ҫак кун Тунис арҫынни Шупашкар хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Сӑмах май, ку уяв пирӗн пата Хӗвеланӑҫран килнӗ. Ҫак кун пӗр-пӗрне юратакансем пӗрлешме шухӑшлаҫҫӗ, мӑшӑрлану керменне каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ростуризм «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ канашлура субсиди пайланӑ. Кун пирки ЧР Культура министерстви хыпарлать. Кӑҫал проекта пурнӑҫлама 200 миллион ытла тенкӗ килӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта комплексри объектсен 80 процентне туса пӗтернӗ. Инвестор «Амазония» этнокомплексра чӑвашсен наци апатне пӗҫерекен «Шыв арманӗ» ресторана тӑвать, аквапарк тата аттракционсен паркӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянать. «Этника Чӑваш Енӗ» 2018 ҫулта туристсене йышӑнма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР финанс министрне Светлана Енилинӑна РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Станислав Антонов тата ЧР граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров чысланӑ. Ведомство пуҫлӑхне граждан хӳтӗлевне ҫирӗплетнӗшӗн «Василий Чуйков маршал» медальне панӑ. Светлана Енилинӑна паян, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, чысланӑ. Станислав Антонов палӑртнӑ тӑрӑх, МЧСпа ЧР Финанс министерстви пӗрле ӗҫлени инкеклӗ лару-тӑрӑва сирме пулӑшать. Станислав Антонов малашне те килӗштерсе ӗҫлессе шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотрансра» ӗҫлекен ҫынсене халӗ те пӗр пус шалу тӳлемен. Вӗсене шалӑвӑн пӗр пайне пама шантарсан та ҫакна пурнӑҫламан. Предприяти ӗҫченӗсем забастовка тунӑранпа пилӗк кун иртнӗ. Анчах ку таранччен ҫынсене пӗр пус та паман-мӗн. Ҫапах предприяти ертӳлӗхӗ урӑхла ҫирӗплетет. «65 миллион тенкӗ парӑма тӳрех татаймастпӑр. Ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Хамӑр тупӑшран вӗсене укҫа паратпӑр. Пӗрне 3–4 пин тенкӗ лекет, теприне, тен, ытларах та. Ку ҫын мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнинчен килет. Ӗҫченсем кирек хӑш вӑхӑтра та пырса укҫа ыйтма пултараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ ертӳлӗх. Анчах ҫынсем вӗсене ӗненмеҫҫӗ. Ӗҫрен кӑларассипе хӑратнӑ-мӗн вӗсене, ҫавӑнпа ӗҫе тухмах тивнӗ. Ҫапах ҫынсем парӑма нарӑсӑн 20-мӗшӗччен татасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн. Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗтев тесе ирӗксӗр юлнӑ Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |