Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑхне аталантарассипе йышӑннӑ саккуна ҫӗнӗлӗх кӗртесшӗн. Ун пирки кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина хӑйӗн сӑмахӗнче регионта органика таварӗсене тирпейлесе кӑларакан предприятисене патшалӑх енчен пулӑшассине асӑннӑ.
«Ӳсен-тӑрана акса ҫитӗнтернӗ чухне гербицидпа усӑ куриччен органика таварӗпе ытларах усӑ курма тӑрӑшмалла. Унпа хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешме те меллӗ», – ӑнлантарса панӑ Татьяна Рябинина.
Ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра 10 млн га ытла ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ лаптӑкра удобренипе усӑ курман, тӑпран пуянлӑхӗ те япӑхнӑ.
Республикӑра органика таварӗсене ытларах сарасси пӗлтерӗшлине асӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев.
«Паянхи халӑх экологи енчен таса ял хуҫалӑх таварне ыйтать», – палӑртнӑ регион пуҫлӑхӗ. «Саккуна йышӑнсан, ял хуҫалӑх производствинче комплекслӑ ӗҫсем йӗркелемелле», – тенӗ Чӑваш Республикин ертӳҫи.