Республикӑра
Ҫамрӑк хӗрарӑм эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, виҫӗ ачине, икӗ, тӑватӑ тата сакӑр ҫултисене, тивӗҫлӗ воспитани паман. Вӑл республика тулашне тӑтӑшах тухса ҫӳренӗ, ачисене пӗчченех хӑварнӑ. Ҫавна май 2014 ҫулта Вӑрмар районӗн сучӗ ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ҫак кунсенче суд амӑшӗн правине тавӑрса панӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ. Хайхискер ӗҫе вырнаҫнӑ, ачисене килсе курнӑ, вӗсен сывлӑхӗпе, шкулта мӗнле вӗреннипе кӑсӑкланнӑ, тумтир тата парнесем туянса панӑ. Хӗрарӑм лайӑх енне улшӑннине суд шута илнӗ. Ачисем те амӑшӗпе пурӑнас килнине пӗлтернӗ. Опекӑпа попечительлӗх органӗсем те амӑшӗ ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрнере нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. «Манӑн документсем» центра уҫнӑ ҫӗре ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен Александр Рыбаков, Етӗрне район пуҫлӑхӗ Олег Паликин, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов хутшӑннӑ. Нумай функциллӗ центр директорӗ Ирина Шоронова ҫӗнӗ ҫурт уҫӑлнӑшӑн савӑннӑ, куншӑн тӳре-шарана тав тунӑ. Етӗрне ҫыннисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Ара, нумай функциллӗ центрта халӗ кирек мӗнле документа та тутарма меллӗ. Сӑмах май, Етӗрнери центра грант укҫипе ҫӗнетнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти экономикӑна аталантарма тата инвестици илӗртмелли майсем тума уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Нордвинд» авиакомпани Шупашкартан Мускава тата каялла вӗҫекен самолётсен расписанине улшӑнусем кӗртессине пӗлтернӗ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ расписани пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Чӑваш Енӗн транспорт министерстви хыпарланипе килӗшӳллӗн, республика тӗп хулинчен самолёт пӗр сехет маларах вӗҫӗ. Ҫапла вара хула ҫыннисем тата хӑнисем тӳпене 9:10 сехетре хӑпарӗҫ, Мускаври «Шереметьево» аэропорта 10:30 сехетре ҫитӗҫ. Унсӑр пуҫне «сывлӑш карапӗ» ҫӗршывӑн тӗп хулинчен те урӑх вӑхӑтра вӗҫсе тухӗ. Пассажирсене, хальхипе танлаштарсан, 40 минут маларах лартса тӳпене 7.05 сехетре ҫӗкленӗ, Шупашкарти аэропорта 8.25 сехетре анса ларӗ. Палӑртса хӑвармалла, «Нордвинд» авиакомпанийӗн самолёчӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан Мускава тата каялла «Победа» фирмӑн «сывлӑш карапӗсем» те вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сцена ҫинче Владимир Викторов та пур Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ. Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (чӑв. Пӗрлехи транспорт картти) унпа усӑ куракансемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников кӑмӑлсӑрланнине вулакансем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта вӑл ҫак тытӑмӑн кӑлтӑкӗсем пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Онлайн мелпе укҫа хума ҫукран та йывӑрлӑх пурччӗ. Халӗ вара Перекет банкӗ онлайн мелпе куҫармалла йӗркене ӗҫлеттерсе янӑ. Сӑнавлӑ меслет тенӗ ун пирки. «Товары и услуги» (чӑв. Тавар тата пулӑшу) уйрӑмра «Транспорт» текенни пур. Сӑмах май, карттӑ ҫине укҫа хурсан ҫав самантрах ҫитсе выртмасть. Тепӗр икӗ талӑкран куҫать. Ҫӗнӗ пулӑшупа, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хальлӗхе пурте усӑ кураймаҫҫӗ. Вӗткеленмесӗр укҫа хурас тесен «Автотӳлев» пулӑшупа та усӑ курма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрлере 13 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Пӗр талӑка яхӑн шыранӑ хыҫҫӑн, телее, вӑл тупӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ уроксем хыҫҫӑн киле таврӑнман. Хӗрачана Ҫӗмӗрле районӗнчи кӑна мар, кӳршӗ районти полицейскисем те, Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем те шыранӑ. Нимеҫӗсем (волонтерсем) те ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем пакунлисемпе пӗрле вӑрманта, юхӑннӑ ҫуртсенче, путвалсенче, мачча тӑррисенче шыранӑ. Телее, хӗрачана тепӗр кунхине патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ. Хӗрача тупӑннӑшӑн ашшӗ-амӑшӗ питӗ савӑннӑ. Вӗсем полицейскисемпе нимеҫӗсене йывӑрлӑхра пӑрахманшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Республикӑри ҫуртсӑр ҫынсен социаллӑ адаптаци центрӗн экс-директорӗ Андрей Мякишев тӗлӗшпе тепӗр пилӗк пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: унччен сӗтев илнӗшӗн (пӗтӗмпе 120 пин тенкӗ ытла) ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015–2017 ҫулсенче вӑл хӑйӗн тӑватӑ ӗҫченӗнчен 170 пин тенкӗ сӗтев ыйтнӑ. Унсӑрӑн хайхискерсен ӗҫ укҫине пӗчӗклетессипе е должноҫран кӑларассипе хӑратнӑ. Приют ӗҫченӗсем, паллах, хӑраса ӳкнӗ, хуҫа ыйтнине пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен вӑл пӗр ҫынна суя майпа ӗҫӗ илнӗ, ӑна пӗтӗмпе 66 пин тенкӗрен кая мар шалу тӳленӗ. Ҫав укҫаран ҫурри хуҫа кӗсйине кӗнӗ. Следователь ыйтнипе экс-директора арестленӗ. Унӑн машинине те арест хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ене федераци хыснинчен 450 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа-тенкӗпе кӗперсене юсӗҫ. Раҫҫейри 11 региона укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Пирӗн республика ҫав йыша кӗнӗ. Хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫак кунсенче алӑ пуснӑ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ку укҫапа хӑш кӗперсене юсанине ӑнлантарса панӑ. 320 миллион тенкипе Шупашкарти Мускав кӗперне юсӗҫ. 130 пин тенки вара Пӑрачкаври кӗпере юсама кайӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗперӗн бетонӗ йӑтӑнса аннӑ. Ун чухне ӑна йӗркене кӗртнӗ, йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, асфальт сарнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӗпере юсама 565 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрле ҫыннине Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннине банксене тата харпӑр ҫынсене улталаса 11 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пӗр коммерци фирмин директорӗ пулнӑ май услам аталантарас тесе Шупашкарти банксенче, кредит учрежденийӗсенче кредит илнӗ, харпӑр ҫынсемпе организацисенчен кивҫен ыйтнӑ. Следовательсем унран ыйтса тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урӑх преступленишӗн колони-поселенире ларнӑ. Анчах хайхискер унтан тухса тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ. Арҫын Чӑваш Ен тулашӗнче пытанса пурӑннӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Анчах кирек мӗнле вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Нумаях пулмасть ӑна Мускав облаҫӗнчи Дубна хулинче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал Раҫҫейре ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралсан пособи пама пуҫлӗҫ. Ку тӳлеве Чӑваш Енре илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 64 ҫемье ку тӗлӗшпе заявлени панӑ. Хальлӗхе пособие 33 ҫемье илме тивӗҫнӗ. ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗнче пособи илес тесе заявлени ытларах ҫырнӑ: пӗтӗмпе 9 ҫемье. Вӗсенчен 9-шӗ тӳлеве тивӗҫнӗ. Пӑрачкав районӗнче вара 3 ҫемье администрацин ЗАГС пайне ҫитме васкамаҫҫӗ. Элӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче те ҫемьесем пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие илес тесе администрацие ҫитеймен-ха. Сӑмах май, заявление кирек хӑш вӑхӑтра пама май пур. Тӳлеве ача 1,5 ҫул тултариччен параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |