Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ.