Республикӑра
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пулӗ. Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пӑхӑнакан организацисенчен пӗрне ертсе пыма тивӗҫ пулнӑ пуҫлӑх хӑйне айван тесе ӗнентерме хӑтланса суд тӑрӑх ҫӳрет иккен. Ҫак тӗлӗнмелле хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗсем пӗлтернӗ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫын хӑйӗн тилхепийӗ килӗшменрен кутӑнлашма пуҫламан-мӗн-ха. Пӑтӑрмахӗ тепӗр ҫынпа ҫыхӑннӑ. Хайхи пуҫлӑх унччен пӗрле ӗҫленӗ пӗлӗшӗнчен 6 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ пулать, ҫавна вӑл хут ҫырсах ӗнентернӗ иккен. Тӳлес вӑхӑт ҫитсен хута ҫырнӑ чух хӑй ӑслӑ-тӑнлах пулманнине ӗнентерме шухӑш тытнӑ. Мӗнле лару-тӑрура алӑ пусса панине те астумасть имӗш, хӑй сывах маррине вӑл суд урлах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Районӑн тӗп полицейскийӗн тивӗҫӗсене малашне Василий Белов пурнӑҫласа пырӗ. Кун пирки «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат сайчӗ хыпарлать. Василий Геннадьевич ҫак таранччен Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӑй вара Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, авланнӑ, икӗ ача ашшӗ. Районти полици ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех Василий Белова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, район прокурорӗ Юрий Фуражников тата Етӗрнери районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Яковлев малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорне явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 19 ҫынран ялсенчи вулавӑшсем валли вывеска тумашкӑн 700-шер тенкӗ пуҫтарнӑ. Пӗри вара прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, кун хыҫҫӑн саккуна пӑсса пуҫтарнӑ 13 пин те 300 тенке ҫынсене каялла тавӑрса панӑ. Директор тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд постановленийӗнче штраф виҫине палӑртман. Сӑмах май, Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗн тивӗҫӗсене 1987 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫлать. Вӑл 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унта «технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫе алла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. 30 ҫултискер – Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Infiniti QX-70 автомобиль пулӑшнипе Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӑрланӑ. Пурлӑх вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн пулнӑ. Депутат пӗччен «ӗҫлемен». 23-ри пӗлӗшӗпе иккӗшӗ пӳрт-вакуна Элӗк районе туртса кайнӑ. Вӗсем хуҫалӑха 210 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Депутат тата унӑн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. «Вперёд21.рф.» веб-сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна тӗрмене хупнӑ. Ҫӗмӗрле арҫыннин икӗ ача. Арӑмӗ унран алимент шыраса илнӗ. Анчах ҫак арҫын укҫа тӳлемен. 2015-2017 ҫулсенче вӑл алимент тӳлеменшӗн пӗрре мар явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 450 пин тенке ҫитнӗ. Анчах ку та ӑна ӑс кӗртеймен. Нумаях пулмасть икӗ ача ашшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн юсанмалли колонирен 4 уйӑх лармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Урамра тӑрук сирена янӑраса кайсан сехӗрленсе ан ӳкӗр. Ку планра палӑртнӑ тӗрӗслев кӑна. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, халӑха инкек ҫинчен пӗлтермелли тытӑма пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ытларикун, тӗрӗслӗҫ. Сирена ирхи 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ. Кунсӑр пуҫне громкоговорительсем калаҫӗҫ. Ун чухне ҫынсем «Внимание всем!» тенине илтӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пресс-служби халӑха лӑпкӑ пулма, ӗҫе, вӗренӗве пӑрахмасӑр малалла тӑрӑшма ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫыннӑн питӗ эрех ӗҫес килнӗ. Анчах укҫи пулман ахӑртнех. Хайхискер апат-ҫимӗҫ лавккине чирлӗ ачасем валли укҫа пухмашкӑн вырнаҫтарнӑ ешчӗке куҫ хывнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 61 ҫулти арҫын никам та ҫуккипе усӑ курса ҫав ешчӗке уҫнӑ та нухрата вӑрланӑ. Лавккаран укҫа ҫухални пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑрра тепӗр икӗ сехетренех тытса чарнӑ. Арҫын ешчӗкрен 4500 тенкӗ вӑрланӑ. Йӗрке хуралҫисем тытса чариччен вӑл укҫан пӗр пайне эрех туянса тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тин ҫуралнӑ ачина вӗлернӗ ҫынна тупас тесе йӗрке хуралҫисем пысӑк ӗҫ тунӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашра целлофан хутаҫа чикнӗ ача виллине тупнӑччӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пепке вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Следовательсем ача амӑшне тупас тесе чылай ҫынран ыйтса пӗлнӗ, Канаш тата Канаш районӗнче пурӑнакан 100 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Вӗсене судпа генетика экспертизи витӗр кӑларнӑ. ЧР ШӖМӗн ДНК-лабораторийӗнче тунӑ экспертиза ҫакнашкал тискер ӗҫе тунӑ хӗрарӑма тупма пулӑшнӑ. Ачан генотипӗ Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа пӗр килнӗ. Ҫакскер хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Куншӑн ӑна 5 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ. Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ. Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |