Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланасран профилактика ӗҫӗ ирттересси пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра ҫак амак сарӑлнӑ, чылай хуҫалӑхри чӑх-чӗп, хур-кӑвакал вилнӗ.
Кӑҫал ун пек ан пултӑр тесе килти чӑх-чӗпе вакцинаци тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе республикӑри пур районта та пурнӑҫлаҫҫӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ енӗпе лару-тӑру лайӑхах. Ҫапах сыхӑ пулмаллах, мӗншӗн тесен республика урлӑ тискер кайӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ. Вӗсем вара чир пуҫаракан инфекци илсе килме пултараҫҫӗ.
Вакцинацие тӳлевсӗрех ирттереҫҫӗ. Укол тусан кайӑк-кӗшӗкӗн иммунитечӗ ҫирӗпленет, ҫапла майпа вӗсене чир ҫыпӑҫмӗ. Иммунитет 12 уйӑх упранӗ.
Прививка тунӑ хыҫҫӑн кайӑк-кӗшӗк какайне 21 кунран ҫиме юрать. Ҫӑмартине вара хӑрамасӑрах ҫиме пулать.