Республикӑра
«Вӑл аслӑ политик пулман, анчах ырӑ ҫын пулнӑ», — ҫакӑн пек ҫырнӑ Александр Белов журналист Фейсбукра Эдуард Кубарев пирки. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Аслӑ Совечӗн председателӗ пулнӑ ҫав ҫын вилнӗ. Вӑл 79-мӗш ҫулпа пынӑ. Эдуард Кубарев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславккара ҫуралнӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинче маҫтӑр, прораб, тӗп инженер, строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Чувашсельстрой» трестӑн 137-мӗш ПМКне ертсе пырать. Кайран ӑна шӑпа «Спецстрой» проектпа строительство трестне илсе ҫитерет. Управляющи ҫумӗ, управляющи пулса тӑрӑшать. 1990 ҫулти пуш уйӑхӗнче Эдуард Кубарева Чӑваш АССР депутатне суйлаҫҫӗ, ака уйӑхӗнче — Чӑваш АССР Аслӑ Совечӗн ертӳҫин ҫумне, ҫурла уйӑхӗнче ертӳҫӗне лартаҫҫӗ. Каярах ытти должноҫре те, ҫав шутра Мускавра та, ӗҫленӗ вӑл. Хӑй вӑхӑтӗнче Эдуард Кубарев Чӑваш Республикин Президентне суйламалли кампание кандидат пулса хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
СССР летчик-космонавчӗн, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗн, авиаци генерал-майорӗн Андриян Николаевӑн мемориал комплексӗ (вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ) Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн экипажӗпе ҫыхӑнасшӑн. Паллӑ самант ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтика кунӗнче, пулса иртмелле. Чӑваш Енри ачасем космонавтсемпе пуҫласа 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пупленӗ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗсем Юрий Маленченко космонавтпа калаҫнӑ. А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ шкулта пулнӑччӗ. Пӗрлешӗвӗн квалификаци комиссийӗн ертӳҫи Тимур Юрьев радиостанци уҫма Раҫҫейӗн радио юратакансен союзӗ укҫа уйӑрса пулӑшассине систернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Ҫыхӑнура» канашлуран илнӗ сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май ҫурт тӑррисен хӗрринче тумла пӑрӗсем ӳсеҫҫӗ. Шупашкарти Красин урамӗнчи пӗр ҫурт тӑрри юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ишӗлсе анни пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть Якимово урамӗнче лавкка тӑрринчи юр хӗрарӑм ҫине ӳкнӗ. Вӑл суранланнӑ. Кабель тӑкӑрлӑкӗнче пӑр катӑкӗсем икӗ машина ҫине ӳкнӗ. Телее, тумла пӑрӗ ҫынна вӑйлах суранлатнӑ тӗслӗх хальлӗхе ҫук. Ҫапах сыхӑ пулмалла, ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ кӑна-ха. «Ӑшӑ ҫурт» управляющи компанийӗн тӗп инженерӗ Денис Потапов ҫурт ҫывӑхӗнче ларакан машинӑсем тумла пӑрӗсене катма кансӗрлени пирки пӗлтернӗ. Пӑр машина ҫине ӳксен тӑкака саплаштарас тесе суда пама пулать-ха, анчах ҫакна ӗнентерме видеокамерӑпа ӳкернӗ сӑн кирлӗ. Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Воронежра, Подольскра, Петропавловск-Камчатскра тумла пӑрӗ ӳксе виҫӗ ҫынна вилмеллех суранлатнӑ. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче мӗнпур службӑна ҫурт тӑррисенчен юр антарма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Zdanie.info сӑн ӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкарти мӗнпур пысӑк суту-илӳ тата кану центрӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Ҫапла тума Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи ҫак органсене хушнӑ. Пирӗн республикӑра ку ӗҫе паян пуҫӑннӑ. Тӗплӗ тӗрӗслев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫленмелле. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве прокуратура кӑна мар, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнӗҫ. Кун пирки, сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Надзор органӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине хут ҫине хитре ҫырса хунипе ҫырлахмӗҫ. Специалистсем вырӑна тухса кирлӗ оборудование, алӑксене, пӗлтерӗшлӗ ытти саманта хӑйсен вичкӗн куҫӗпе пӑхса хаклӗҫ. Аса илтерер, Кемӗрти суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнӗ вун-вун ҫынна асӑнса пирӗн ҫӗршывра паян — хурлану кунӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫавна май хура тата шурӑ тӗслине эсир асӑрхарӑр ӗнтӗ, ун пирки ӗнерех систернӗччӗ. |
Республикӑра
ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ сессийӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ саккун проектне пӑхса тухса йышӑннипе пӗрлех республикӑн Шалти ӗҫсен министрӗн - Сергей Неяскинӑн - докладне те итленӗ. Хастартарах та чӗрӗрех депутатсем доклад итленипех ҫырлахман, министра ыйту ҫине ыйту панӑ. Сергей Семенов парламентари, сӑмахран, пакунлисем хушшинче саккуна пӑсакансем пирки сӑмах хускатнӑ. Министр ун пек пӗр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ. Пакунли вӑйӑ усламне хӳтӗлесе пурӑннӑ иккен. Министр тепӗр наркодилерсем эрнере 100-150 пин тенкӗ услам курнине те пытарман. Вӑл ашшӗ-амӑшне ачисемпе тимлӗрех пулма, наркотик сутакансене ҫирӗп явап тыттарнине аса илтерме чӗнсе каланӑ. Александр Андреев депутат преступление хӳтӗленӗ фактсемпе кӑсӑкланнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарман тӗслӗхсем сахал. Константин Степанов полицин участокри уполномоченнӑйне хурласа калаҫнӑ. Тата вӑл полицин штатра тӑман ӗҫченӗ пулса вырнаҫма депутата суйланассинчен те йывӑртараххине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче ЧР Патшалӑх Канашӗ пӗрремӗш вулавра ҫӗнӗ саккун проектне йышӑннӑ. Вӑл сусӑр ҫынсене пырса тивет. Республикӑра вӗсене ӗҫе вырнаҫтармашкӑн квота хушнӑ. Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 85 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 26 пинӗшӗ ӗҫлеме пултарать. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 ытларах ҫын ӗҫлекен предприятисенче сусӑрсем валли уйӑрнӑ квота 2 процентпа танлашать. Ҫӗнӗ саккунра вара ҫак кӑтартӑва 3 процент таран ӳстерме йышӑннӑ. Предприятире 35 ҫын вӑй хурать тӗк квота 2 процент таран пулаять. Ҫӗнӗ саккун сусӑрсем валли 500 ытла ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме май парать. Сӑмах май, кунашкал саккуна Раҫҫейри 78 регионта йышӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Халӑх фрончӗн сайтӗнчи сӑн. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ гектар ытла ҫӗр ҫинче чӑх каяшне саккунсӑр тӑкса тултарнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки «Ман хулам Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать. Саккуна пӑсса чӑх каяшне Атайкасси тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен хушшинчи лаптӑка пырса тӑкнӑ. Ҫӗре сиенленӗшӗн ҫак пӑтӑрмах тӗлӗшпе ҫийӗнчех административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяра каланипе килӗшӳллӗн должноҫри айӑплӑ ҫынна 400-тен пуҫласа 700 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Каласа хӑвармалла, Россельхознадзор хыпарта чӑх каяшне хӑш пӗрлешӳ кӑларса тӑкнине палӑртман. Анчах кунашкал ӗҫ-пуҫшӑн вырӑнти «Юрма» пӗрлешӗве пӗрре мар явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Халӑх тетелӗсенче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнӑ. Юрлани ҫынна усал туни мар-ха. «Чебоксары 24» портал та видеона вырнаҫтарнӑ, унта Раҫҫей эстрадин хӗрлӗ эрех бокалӗллӗ ҫӑлтӑрӗпе пуҫлӑхсемпе депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлеҫҫӗ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ пулас. Маларах асӑннӑ порталта пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку фактпа хула администрацийӗнче тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — кам тата мӗне кура видео ӳкерни, ӑна халӑх тетелне мӗншӗн вырнаҫтарни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Малалла пӑхса лараканни Игорь Моляков Чӑваш Енри тӳре-шара хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах аслӑ шкулсенче вӗрентме те ӗлкӗрет. Тӳре-шарана преподаватель пулса ӗҫлеме никам та чармасть-ха. Саккун та ирӗк парать. Анчах Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков хӑш-пӗр пуҫлӑх ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫри машинӑпа аслӑ шкулсене вӗрентме кайнине илтнӗ иккен. Ҫапла туни йӗркеллӗ япала мар тесе вӑл ҫырусем шӑрҫалама тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗрне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ. Шӑматкунпа вырсарникун ӗҫленине депутат ӑнланатчӗ пуль-ха е ӗҫ хыҫҫӑн ҫӗр хута студентсене вӗрентсен. Анчах хӑш-пӗр тӳре-шара, маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, тӑр кӑнтӑрлах экзамен тыттарать, студентсем валли лекци вулать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук. Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури мэри нимӗн те тумасть тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн Шупашкар хула администрацийӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене 9 уйӑхра хута ямалла. 2011 ҫулта ЧР Элтеперӗ виҫӗ тата ытларах ача ҫуратакан ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ Катикасси ҫывӑхӗнче инженери инфратытӑмне хӑйӗн укҫи-тенкипе хута ямашкӑн шантарса документ алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫул ҫав ял патӗнче 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах администраци шантарнӑ сӑмахне тытман. Проекта 2015 ҫул варринче ҫеҫ саккас панӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Анчах вал патшалӑх экспертизи витӗр тухайман. Халӗ инфратытӑма хута ямашкӑн 429,3 миллион тенкӗ кирлӗ. Администрацин вара укҫа ҫук. Анчах суд ку яваплӑхран пӑрӑнмалли сӑлтав маррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |