Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм ывӑлне сыватма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл экстрансенссене ӗненсе вӗсене ҫур миллион ытла тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.

69 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарта пурӑнать. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен вӑл «сиплевҫӗсен» банк счечӗ ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ.

Экстрансенссем пулӑшма пултарни пирки ватӑ хӗрарӑм пӗр телеканалтан пӗлнӗ. Хӑшӗнчен? Астумасть.

Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ йывӑр чирлет. Ҫавна май вӑл, путакан ҫын улӑм пӗрчинчен тытӑннӑ евӗр, экстрасенссенчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах ывӑлӗ ниепле те сывалман. Ун чухне ҫеҫ вӑл ку ултав пулнине ӑнланнӑ та полицие пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Вӗҫсе хӑпармалли тата анса хӑпармалли полосаран тухса кайнӑ самолет
Вӗҫсе хӑпармалли тата анса хӑпармалли полосаран тухса кайнӑ самолет

Ҫӗркаҫ Шупашкарти аэропортра чарӑнмалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулса иртнӗ. Бортри 184 ҫынтан, телее, пӗри те шар курман.

Самолет полосаран тухса кайнинче диспетчерсен е летчиксен айӑпӗ ҫук. Уншӑн ҫанталӑк айӑплӑ теме пулать — ӗнер ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр калама ҫук пӑрланса ларчӗ. Ҫапах та паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ ку пӑтӑрмаха республикӑн транспорт министрӗпе Михаил Резниковпа сӳтсе явнӑ чух аэропорт ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Вӑхӑтра реагентпа сапнӑ пулсан кӑлтӑк сиксе тухмӗччӗ.

«ЮТэйр» компанин кӑштахран Шупашкара ҫитмелли самолетне вара Хусана янӑ — Шупашкара килекен пассажирсене ҫапла вара кӳршӗлле регионта антарнӑ.

Пӑтӑрмаха тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче инкек пулнӑ. Балконран ҫул ҫитмен ҫамрӑк ӳксе вилнӗ. Арҫын ача 16-17ре ҫеҫ пулнӑ. Следстви комитечӗ халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатать.

Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи пӗр ҫуртран ҫамрӑк ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 11-мӗш класра вӗреннӗ. Ҫав каҫ вӑл юлташӗсемпе пулнӑ.

Каччӑ 14 е 18-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна тӑванӗ ҫитнӗ. Унтан ашшӗпе амӑшӗ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксем пулнӑ вырӑна пӑхса тухнӑ, эрех-сӑра кӗленчисене тупнӑ.

Следовательсем ҫав каччӑпа пӗрле пулнӑ ҫамрӑксенчен ыйтса тӗпченӗ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37765
 

Пӑтӑрмахсем
«Чӑваш бройлерӗ» шалу тӳлесшӗн мар
«Чӑваш бройлерӗ» шалу тӳлесшӗн мар

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществи ӗҫ укҫипе парӑмлине пытарма хӑтланнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ.

Штата кӗскетнӗ тесе ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсем шалӑва паян кун та илсе пӗтереймеҫҫӗ. Аптӑранисенчен пӗр пайӗ ҫийӗнчех прокуратурӑна, теприсем суда ҫул тытнӑ.

«Чӑваш бройлерӗ» 278 рабочи умӗнче 7 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Шалӑва унта утӑ, ҫурла уйӑхӗсемшӗн те тӳлесе татман. Унтан та ытларах — парӑм пуррине статистика органне пӗлтермелле пулин те предприяти хыпарламан. Куншӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ун тӑрӑх предприятие Чӑвашстат 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Прокуратура сайтӗнчи кӗске хыпарта ҫынсене шалӑва хӑҫан тӳлесе татассине асӑнман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ ӗҫсен министрестерствин Мускав облаҫӗнчи управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Инкеклӗ ӗҫсен министрестерствин Мускав облаҫӗнчи управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Мускав облаҫӗнчи Домодедовӑра ҫунса вилнӗ арҫынсенчен пӗри Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшран, тепри Ҫӗнӗ Шупашкартан пулни паллӑ. Вӗсен арӑмӗсем тата ачисем тӑрса юлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хыпар-хӑнара ӗненсен, пушарта вилнӗ тепӗр арҫын — Вӑрмар районӗнчен.

Аса илтеретпӗр, инкекӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине, 23 сехет те 17 минутра тухнӑ, ӑна ҫурҫӗр иртни 22 минутра сӳнтернӗ. Бытовкӑри ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ чӑваш пулнӑ.

Вилнӗ ҫынсем Домодедовӑра уйрӑм ҫын патӗнче стройкӑра ӗҫленӗ. Инкек сӑлтавне прокуратура тата следстви органӗсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ӑшӑтмалли хатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнине пула сиксе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37662
 

Пӑтӑрмахсем
Алексей Глухов тунӑ сӑнӳкерчӗк
Алексей Глухов тунӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарта каччӑсене хӗненӗ лейтенанта судпа айӑпласа паян 15 сехетре йышӑну кӑларнӑ. Аллине ирӗке янӑ йӗрке хуралҫине виҫӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑланӑ. Ҫапӑҫакан полицейскин патшалӑх органӗнче виҫӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Унӑн «лейтенант» званине те туртса илнӗ.

Алексей Глухов юрист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ун пек приговор вуличчен маларах ҫулталӑк та иртнӗ. Ҫынна шар кӑтартсан та пуҫиле ӗҫ пуҫарманни пулнӑ. Хальхи приговор йӗрке хуралҫисемшӗн тӗслӗх пулмалла.

Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗш каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейски икӗ каччӑна — пӗрне хырӑмран, теприне ҫурӑмран тапнӑччӗ. Полицин участокри 33 ҫулти уполномоченнӑйӗ 22-ри тата 26-ри каччӑсене кӳрентернӗ. Ҫамрӑксен тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ машина хуҫипе пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Машина хуҫи вырӑнтан кайнӑ, анчах каччӑсем ун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Автомобиле йӗрке хуралҫисем Винокуров урамӗнчи заправка патӗнче чарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ каччӑсем те унта пырса ҫитнӗ. Ҫавӑнта полици лейтенанчӗ йӗркене пӑснине пӗлтернӗ ҫамрӑксене тапнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев
ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев

Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна паян суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ку вӑл — пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ вӑхӑтлӑха.

Республикӑн Вӑй-хал культурипе тата спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Алексей Яковлевпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслени пирки Александр Белов журналист «Фейсбукра» пӗлтернӗ.

Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнине, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнине кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ.

Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ.

Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Мускав ҫывӑхӗнчи Домодедовӑра строительство будкинче пушар тухнӑ. Унта темиҫе ҫын ҫунса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Ен ҫыннисем.

Ку чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Бытовкӑра тухнӑ ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ — чӑвашсем.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ӑшӑнмалли хатӗртен тухма пултарнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха следстви комитечӗ уҫӑмлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37612
 

Пӑтӑрмахсем

ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.

Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 329, 330, 331, 332, 333, 334, 335, 336, 337, 338, [339], 340, 341, 342, 343, 344, 345, 346, 347, 348, 349, ...410
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи