Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан пӗр арҫын ҫуртран наушник тата пейнтболла вылямалли перчетке ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Александр Исаков следователь каланӑ тӑрӑх, килте вӑрӑ-хурах пуррине хӗрарӑм, арҫыннӑн амӑшӗ, сиснӗ. Ку ывӑлӗ килнӗ тесе вӑл ун патне пынӑ. Ывӑлӗ мар иккен, утиял айне темӗнле ӳсӗр арҫын пытаннӑ-мӗн. Утиял айӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑлах тепӗр ҫынсен канистрӑри дизельне тата укҫа вӑрлама пултарнӑ. Каччӑ ун чухне, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫуртсен алӑкне хупманнипе усӑ курса кӗме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫын вилнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кун пирки Чулхула МЧСӗ пӗлтерет. Ку ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Бор хула округӗнче хута каякан ҫӗнӗ ҫуртра взрыв пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, компрессор сирпӗннӗ. Иван Серов, ҫакна курнӑскер, Чулхулари «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв вӑйлӑ пулнӑ. 12-мӗш хут сирпӗннӗ. 4 ҫын вилнӗ, вӗсен кӗлетки таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнӑ. Тепӗр ултӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вилнӗ ҫынсем – Чӑваш Енрен. Вӗсем 12-мӗш хутра ӗҫленӗ. Пӑтӑрмах пулнӑ ҫӗрте ятарлӑ спецслужбӑн 55 ӗҫченӗ тата 19 техника ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӗр тухтӑра пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн. Патӑрьел район пульницин хирургӗ, 50 ҫулти арҫын, пациента тивӗҫлипе пӑхман. Тухтӑр нимӗн туманнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Ку 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Пульницӑна 48 ҫулти хӗрарӑма илсе пынӑ. «Пневмони» диагноз лартнӑскере раштавӑн 22-мӗшӗнче хирург ӗҫлекен уйрӑма куҫарнӑ. 10 сехет иртнӗ — тухтӑр нимӗн те туман, сывлӑхне тӗрӗслемен те. Ҫакна кура хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Йывӑрланнипе вӑл сывлама чарӑннӑ. Хирург ӑна тӗрӗсленӗ, сипленӗ пулсан вилмӗччӗ вӑл. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев ирттерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра пирӗн тӑрӑхри ҫынсем тар тӑкнипе пӗрлех харсӑрланнипе те (хальхинче те ку сӑмаха паттӑрлӑх сӗмӗпе усӑ курма май килмест) палӑраҫҫӗ. Маларах Чӑвашри арҫын Мускаври хӗрарӑма вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепри усал шухӑшпа палӑрнӑ. Ӗнер каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗсенче Сокольник районӗнчи шалти ӗҫсен пайне бензин ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ урапапа заправкӑна каҫхи ултӑ сехетре пынӑ арҫын бака бензин янӑ та укҫа тӳлемесӗрех вӗҫтернӗ. Ӑна ҫӗркаҫах, тепрер сехетрен, тытса чарнӑ. Безнин заправкинчен укҫа тӳлемесӗр тарнӑ этем Чӑваш Енри 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Ун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, таҫта тухса кайма юрамасси пирки асӑрхаттарса хут ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Аса илтеретпӗр, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ. Саккуна пӑснӑ полицейскине йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ, ӳсӗрле руль умне ларнишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашри пӗр шкул директорӗ 15 ҫул янтӑ укҫа илсе пурӑннӑ. Шкулта ӗҫлемен ҫынсемшӗн унӑн кӗсйи хулӑнланнӑ. «Вилӗ чунсемшӗн» вӑл самай тупӑш тунӑ. Официаллӑ документсенче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул директорӗ 2001 ҫулта тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ. 2008 ҫулта вара урам шӑлакана тупнӑ. Чӑннипе вара ҫак ҫынсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫламан. Ҫапла майпа ҫак тапхӑрта Канаш хыснинчен тирпейлӳҫӗпе урам шӑлакана 650 пин тенке яхӑн тӳленӗ. Ку укҫана, ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, директор кӗсйине чикнӗ. Пуҫиле ӗҫе тӗпченине районсен хушшинчи прокуратура сӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын 6-мӗш хутран простынь тӑрӑх анма хӑтланнӑ. Анчах тӑваттӑмӗшне ҫитсен вӑл ҫӗре персе аннӑ. Ку Пирогов урамӗнче пулнӑ. Ирхи тӑхӑр сехетре иртен-ҫӳрен арҫын простынь тӑрӑх аннине асӑрханӑ. Кӑштахран аялалла ӳкнӗ вал. Телее, асфальт ҫине мар. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, арҫын ури ҫине ӳкнӗ. Кайран вӑл сак ҫине выртнӑ, унтан сиксе тӑнӑ. Кайран каллех выртнӑ. Ыратнипе авкаланнӑ ҫеҫ. Васкавлӑ медпулӑшу 5 минутран ҫитнӗ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна килте хупса хӑварнӑ. Халӗ вӑл хӑйне мӗнле туйни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Анастасия Газанова тата Сергей Павлов полковник Шупашкарти кафесенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑма ҫаратакана тытса чарма пулӑшнӑшӑн наградӑланӑ. Анастасия Газановӑна ШӖМӗн Шупашкарти Управленийӗнче тӑрӑшакан полици полковникӗ Сергей Павлов хаклӑ парнепе чысланӑ. Пӑтӑрмахӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кафесенчен пӗринче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсене тӳрккес тытнине кура вӗсене унта ӗҫлекен хӗрарӑм асӑрхаттарнӑ. Лешсем лӑпланас вырӑнне сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа сулкалашса витрина ҫинчи эрех кӗленчине ҫаклатса тухса кайнӑ. Кафере тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫамрӑксен ҫулне пӳлме пӑхни кӑлӑхах пулнӑ. Вара вӑл полицие васкавлӑ чӗнмелли кнопкӑна пуснӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл хурах еплерех пулнине тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Ҫавна май каччӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Сӑмах май каласан, йӗрке хуралҫисем вӑрӑ-хурахсене тытса чарма пулӑшакансен шучӗ юлашки вӑхӑтра ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын шашлӑк ҫисе вилнӗ. Какая пӗҫермесӗрех ҫӑвара хыпнӑ вӑл. 36-ри арҫын мӗнле вилнине халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Ку Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи вӑрманта пулнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫав кун кӑнтӑрла компани шашлӑк пӗҫерме кайнӑ. Унта ҫак арҫын та пулнӑ. Хайхискер шашлӑк пиҫессе кӗтсе илмесӗрех чӗрӗ какая ҫӑвара чикнӗ те сывлӑшӗ пӳлӗнме тытӑннӑ. Ӳсӗр пулнӑ вӑл. Юлташӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ тухтӑрсем киличчен вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын какай сывлӑш ҫулне пӳлнипе вилнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта туалета ашшӗ-амӑш укҫипе юсанӑ. Материалне туянма та, ӗҫне пурнӑҫлама та вӗренӳ учрежденийӗ 1-мӗш «м», 2-мӗш «а», 3-мӗш «п» классенче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗнчен пӑхнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ, анчах вӗсем укҫана хӑйсенчен ирӗксӗртен пухнине йышӑнман. Апла-и, капла-и, саккунпа килӗшӳллӗн вара шкула муниципалитетӑн тытса тӑмалла. Енчен те ыркӑмӑллӑх укҫи тесе кӗмӗл пухас-тӑвас пулсан ӑна вӗренӳ учрежденийӗн счечӗ ҫине куҫармалла, ашшӗ-амӑшӗпе ыркӑмӑллӑх укҫи пухни пирки килӗшӳ ҫырмалла. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче прокуратура ачасене шкула йышӑннӑ чух документсене ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна мар, асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен йышӑннине те тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑксем пирки шкул директорне представлени ҫырса панӑ. Унта ҫитменлӗхе пӗтерме, айӑплине явап тыттарма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |