Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Арӑмӗн еркӗнӗ вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу водительне персе пӑрахнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 08.01.2019 17:25 | 1708 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу машинин водительне вӗлернӗ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кун кунлакан арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Хӗрсе кайнӑ арҫын сунар пӑшалне йӑтнӑ та васкавлӑ медпулӑшу подстанцине кайнӑ. Анчах унта алӑк хупӑ пулнӑ. Хайхискер фельдшер тухасса кӗтсе тӑнӑ.

Кӗҫех алӑк уҫӑлнӑ, пӑшал тытнӑскер арҫын мӗлкине курсан пенӗ. Анчах ҫав ҫын фельдшер мар, васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ пулнӑ. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Улатӑр районӗ, #Первомайски, #Следстви комитечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20190106/1549073381.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3185.27.6536
2019.01.09 14:07
Agabazar
Ку ялта пульницца пекки пурччĕ пулас. Унта вара васкавлă пулăшу пайĕ те пур ĕнтĕ.

Хайхи хвершшăл, ăна пула машшын шохвĕрне такам персе пăрахнине кура, малашне ку пульниццара татах та ĕçлеме пултарайĕ-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем