Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫын ҫӗре хӑйсен харпӑрлӑхне илес ыйтупа вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхне, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ҫитнӗ. Хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ҫавсем сӑмахпа кӑна мар, ҫыру ҫырсах ӑнлантарнӑ. Ял территорине кӗрекен вырӑнта уйрӑм ҫурт хӑпартас е уйрӑм хушма хуҫалӑх аталантарма ҫӗр илес шухӑшпа ҫын заявлени ҫырса парсан яваплисен ҫавӑн пирки хаҫатра пӗлтерӳ пичетлемелле. Капла тума РФ Ҫӗр кодексӗн 39.18-мӗш статйи хистет. Утӑ уйӑхӗнчи заявлени вара Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче чылайччен вырӑнтан хускалмасӑр выртнӑ - пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑна пӗлтерӳ кун ҫути курнӑ. Ҫапла хӑтланни йӗркеллӗ маррине асӑрхаттарса район прокурорӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе нумаях пулмасть хут шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ район прокуратури район администрацийӗ хыснапа мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗрпӳре стадион хута кайнӑ чухне 1 миллион тенкӗ ҫухални тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ӑна тумашкӑн район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ контракт алӑ пуснӑ. Ӑна хута ямашкӑн 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Проектпа смета документацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, трибунӑсене 3 миллион ытла тенкӗлӗх тунӑ. Анчах прокуратура ӑна йӳнӗрех хакпа пурнӑҫланине палӑртнӑ. Ҫапла муниципалитет хыснине 1 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Район прокурорӗ материалсене следстви органӗсене тӗрӗслемешкӗн ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Элӗк районӗн сучӗ 30 ҫулти арҫынна 4 уйӑх ӗҫлеттермелле тунӑ. Ирсӗрскер 10 ҫулти арҫын ачана хӗненӗ. Суд ҫирӗплетнӗ, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын кӑрлач уйӑхӗнче пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Хайхискер пӗрле эрех йӑтса килнӗ. Килӗнче ачасем те пулнӑ. Кӳршисен ачи те ҫав вӑхӑтра каҫнӑ. Арҫын малтанах пӗчченех эрех ӗҫнӗ. Унтан ӳсерскер 10 ҫулти арҫын ачана эрех сӗннӗ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Арҫын урса кайнӑ та ачана хӗнеме тытӑннӑ. Арҫын ҫаврӑннипе усӑ курса ача тухса тарма пултарнӑ. Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 4 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама Шупашкар районӗнчи прокуратура унти предприяти-учрежденисем коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсакансем муниципалитет предприятийӗсенче те, хысна учрежденийӗсенче те пур-мӗн. Коррупцие хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене палӑртни пирки калаҫнӑ май район прокурорӗ Зелфинас Карама тӗслӗх вырӑнне патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫав ҫын пирки сведение хайхи унччен тимленӗ вырӑна пӗлтерменнине илсе кӑтартрӗ. Шучӗпе вара 10 кунта ҫитермелле. Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илекенсен вӗсем пирки сведение лешсем унчченхи вырӑнтан пӑрахнӑранпа икӗ ҫул иртмен чухне хыпарламалла. Патшалӑх служащийӗ пирки вӑхӑтра пӗлтермен тӗслӗх "Ишлейское" ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗнче, Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценртрта пулнӑ. Район прокуратури асӑннӑ учрежденисен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ кӑлтӑксем ытти хӑш-пӗр предприятире те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ватӑ арҫын виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче йытӑсем ҫыртнӑ вырӑнсем пулнӑ. Анчах, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын йытӑ ҫыртнинчен вилмен. Вӑл шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын виллине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тупнӑ. Килӗнчен инҫех пулман вӑл. Йытӑ ҫыртнипе ытларах пичӗ суранланнӑ. Анчах тӑватӑ ураллисем ӑна вилнӗ хыҫҫӑн ҫыртса пӗтернӗ. Арҫынна малтанхи кун ӳсӗр курнӑ. Вӑл пӗччен пурӑннӑ, чӗри ҫине операци тутарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗтев илнӗшӗн явап тытма тивнине пӗлсе тӑрсах ҫак утӑма тӑвать хӑшӗ-пӗри. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин экс-ӗҫченне Наталья Губинӑна шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗччен Шупашкарта 80–200 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ку ӗҫре унӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Лешӗ сӗтевӗн 10 процентне хӑйне илнӗ. Укҫа панӑшӑн ведомствӑн экс-ӗҫченӗ хура тата тӗслӗ металсене хатӗрлеме, ҫӗнетме, сутма ирӗк паракан лицензи тыттарнӑ. Следстви комитечӗ, ФСБ, ШӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе ҫак хура ӗҫе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма май килнӗ. Наталья Губинӑна черетлӗ взятка панӑ чухне тытса чарнӑ. Хӗрарӑма йӗплӗ пралук леш енне 12 ҫул таран ӑсатма, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енри пӗр ҫуртра хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ: тӳрех виҫӗ виле тупнӑ унта. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем унта 10 кун выртнӑ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм чӳречерен 57-ри кил хуҫин виллине асӑрханӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем шалтан питӗрнӗ алӑка уҫнӑ. Унта вара — виҫӗ виле. Тата 62-ри тата 57 ҫулти ҫынсем выртнӑ унта. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 19 е 20-мӗшӗнче кил хуҫи хӑйӗн икӗ пӗлӗшне, ун патӗнче пурӑннӑскерсене, вӗлернӗ: шӗвер япалапа кӑкӑрӗ, мӑйӗ, ҫурӑмӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Кайран вара хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатмашкӑн экспертизӑсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑмӑршӑ ялӗнче 32 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ тӗлӗшпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Вӑл киле 100 метр ҫеҫ ҫитеймен. Пӑтӑрмах умӗн ӑна ӳсӗр курнӑ. Унӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ ялӗ хӗрринче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ. Кӗлетки ҫинче суран таврашӗ пулман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын эрех ӗҫнипе ӗҫменнине те экспертиза ирттерсе палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре юханшывра арҫын ача путса вилнӗ. ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем ӑна шырама тухнӑ. Хальлӗхе ачан виллине тупайман-ха. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ тесе ҫирӗплетме ҫук-ха. Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакан ҫемье каҫкӳлӗм Кӗтне юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача пулӑ тытнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та уттарнӑ. Ахӑртнех, вӑл кун хыҫҫӑн путма пултарнӑ. Паян водолазсем ачасене шырама кайнӑ. Юханшыв хӗрринче ачан сумкипе, вӑлтине тупнӑ. Кӗлеткине тупман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
АПШри Висконсин штатра Чӑваш Ен хӗрӗ вилнӗ. Ӑна американсен ҫемйи 2009 ҫулта усрава илнӗ. Кристина Кнопп пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сывлама чарӑннӑ. Вӑл вилни пирки вырӑнти информаци порталӗсенче хыпарланӑ. Анчах тӑванӗсене Кристина вилни пирки темиҫе кунран ҫеҫ пӗлтернӗ. Кунта Кристинӑн пиччӗшӗ пурӑнать. Пушӑн 28-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре унӑн йӑмӑкӗн телефонӗнчен СМС-ҫыру килнӗ, унта вӑл вилнине пӗлтернӗ. Кристина мӗншӗн вилнине усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗ каламасть. Хӗре пушӑн 30-мӗшӗнче пытарӗҫ. Пиччӗшӗ Василий та унта кайӗччӗ, анчах унӑн укҫи ҫук унта ҫитме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |