Пӑтӑрмахсем
Алексей Ладыков Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкекре Volkswagen Polo урапа хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ "ВАЗ-111930"-на пырса тӑрӑннӑ. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулхи ывӑлӗ пулнӑ. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ кӑштахранах ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗррине пӗлтернӗччӗ. 17 ҫулхи каччӑна 15 пин тенкӗ штрафланӑ. Вӑл правасӑр-мӗнсӗр ҫула тухнӑ пулнӑ. Машинӑпа ҫула тухма ирӗк панӑшӑн ашшӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлӗ инкеке лекнине федераци МИХӗсем те пӗлтернӗ, ҫав шутра - 1-мӗш канал та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта каллех ҫын пысӑк ҫӳллӗшрен ӳкнӗ. Арҫын вилмеллех аманнӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче пулнӑ. Арҫын картлашка лапамӗнчен персе аннӑ. Ахӑртнех, вӑл улттӑмӗш хутран персе аннӑ. Вӑл эрех-сӑра ӗҫме пултарнӑ. Арҫын ҫав ҫуртра пурӑнман. Тӑваттӑмӗш подъездри картлашка лапамӗнче эрех-сӑра ӗҫме пухӑнаҫҫӗ-мӗн. Халӗ оперативлӑ тӗпчев мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Арҫын хӑш хутран ӳкни паллӑ мар. Сӑмах май, паян Шупашкарти Энгельс урамӗнче те пӑтӑрмах пулнӑ. Унта 55 ҫулти арҫын виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Алексей Ладыков Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗрри пирки пӗлтернӗ. «Ман ҫул ҫитмен ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр. Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сунатӑп, сирӗн ачасем сывӑ та телейлӗ пулччӑр», — пӗлтернӗ вӑл паян ирхине. Эпир маларах пӗлтернӗччӗ, нумай пулмасть Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ — Volkswagen Polo тата ВАЗ-111930. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче 17 ҫулхи Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ водитель те суранланнӑ. ВАЗ-111930 машинӑн рулӗ умӗнче ларакан ҫын урӑ пулни паллӑ, Ладыков ывӑлӗ вара эрех ӗҫни тӗлӗшпе тӗрӗсленме килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗркаҫ ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Volkswagen Polo маркӑлли, тепри — Lada Kalina. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана 17 ҫулти каччӑ тытса пынӑ иккен. Вӑл умра пыракан урапаран иртсе каяс тесе машинӑсене хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана пырса тӑрӑннӑ. Инкекре икӗ водитель те суранланнӑ. Урапасем ҫапӑннишӗн айӑплӑ машинӑна тытса пыраканнин водитель прави те пулман-мӗн. Инкеке асӑрханисем ӗнентернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ ларса пынӑ. Каччӑ ӳсӗр пулнӑ имӗш, вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмен. Юлашкинчен каланине (яш медтӗрӗслеврен пӑрӑннине) Чӑваш Енӗн ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне Эдуард Мочалова иртнӗ уйӑхӑн 9-мӗш каҫхине хӗненине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара эпир anticor_21 блогер ҫырнинчен илнӗччӗ. Anticor_21 блогер халӗ тата тепӗр хыпар пӗлтерет. Унта Эдуард Мочалова хирӗҫле черетлӗ хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнине каланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайне дознаватель ыйтса пӗлме чӗннӗ-мӗн. Кайран вӑл следстви управленине кӗрсе тухнӑ иккен. Ҫавӑн чухне вӑл ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлнӗ. «Взятка» редакцине тапӑннисен тата Эдуард Мочалова хӗнекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен пӑтӑрмаха Мочалов хӑй пуҫарнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑрӑх кунсем ҫитрӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – шывра пӑтӑрмахсем пулнӑ. Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Икӗ арҫын ача тата арҫын шывран тухайман. Пӑтӑрмахсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Шахчӑр ялӗнче пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗвере 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна пулӑҫсем асӑрханӑ. Тепӗр инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче пулнӑ. Унта 2006 тата 2011 ҫулта ҫуралнӑ ачасем путса вилнӗ. Халӗ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те оперативлӑ следстви мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи прокуратура Кӳкеҫ урамӗсенчен пӗринче, Сӗнтӗрвӑрри текеннинче, ҫутӑ пулманнипе суда ҫитнӗ. Урамра йӗп чиксен те куҫ курмалла маррине надзор органне поселокри йӑрӑ ҫынсем систернӗ. Прокуратурӑра ӗҫлекеннисем тӗрӗсленӗ те, Сӗнтӗрвӑрри урамӗнче нумай хваттерлӗ 3 ҫурт тата уйрӑм ҫынсен 7 ҫурчӗ вырнаҫнине шутласа кӑларнӑ. Анчах урамри хунарсенчен хӑшӗсем ӗҫлемен, пуррисем урама ҫутатса ҫитереймеҫҫӗ. Саккунпа вара куншӑн Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ яваплӑ. Малтанласа прокуратура Кӳкеҫ ял тӑрӑхне кӑлтӑка пӗтерме сӗнсе асӑрхаттару хучӗ ҫитернӗ. Ҫитменлӗхе пӗтерме васкаманнине кура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫав хутра прокуратура Кӳкеҫ ял тӑрӑхне маларах асӑннӑ урама ҫутӑпа тивӗҫтерме хистеме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркашра ҫак ялава хӑпартнӑ Муркаш районӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарницӑпа» «Орленок» ҫарпа патриотизм вӑййисене уҫнӑ чухне ялава пӑтраштарса янӑ. Пӑтӑрмахӗ ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех сиксе тухнӑ пулин те тӗнче тетелӗнче ку темӑна паян та сӳтсе яваҫҫӗ. Районти шкул ачисене пухса ирттерекен ҫак мероприятие Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, депутачӗ кӑна мар, вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова та, районти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Эдурад Мочалов ятлӑ вӑл тӑрӑхри хастар хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑйӑсене официаллӑ майпа уҫнӑ самантра Серби Республикин ялавне хӑпартнӑ. Кун пек кӑлтӑк сиксе тухнишӗн Эдурад Мочалов район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева, район пуҫлӑхне Игорь Николаева ятлать, намӑслантарса ӗҫрен кӑларса ямалла тесе вӑрҫать, патшалӑх элемне хисепе хуманни тесе хакланӑ май прокуратурӑн мера йышӑнмалла тесе шухӑшлать. Хыпара сӳтсе явнинче Станислав Упасси блогер: «Пӑтранчӑклӑ самана — кӑлтӑрмач-шоу самани...» — тесе лӑплантарма тӑрӑшнӑ. «Мӗн тумалла? Самани, ӗнте, халӗ ҫавнашкал — пӑтранчӑклӑ. Тарӑхни кирлӗх те мар. Хам, тейӗпӗр, кулӑш шайӗнче кӑна иртерме тӑрӑшатӑп», — ҫырнӑ вӑл комментарире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӑрачкав районӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ пачӑшка тупнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен шыранӑ. Дмитрий Автономов, 36 ҫултискер, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи храмра настоятельте ӗҫленӗ. Ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнчен (вӑл унта пурӑннӑ) тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар пулман. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унӑн виллине Шадриха ҫывӑхӗнчи пӗвере тупнӑ. Кӗлеткине пӑхнӑ хыҫҫӑн нимӗнле суран та тупман. Апла, ӑна пусӑхласа вӗлермен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ экспертиза ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗвере пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ӑна шыв тултараҫҫӗ, кӗркунне вара юхтарса кӑлараҫҫӗ. Храм настоятелӗ ҫухалнӑ самантра унта шыв пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприяти ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Надзор органӗн куҫӗ тӗлне лекнӗ организаци — «Техполимер» тулли мар яваплӑ общество. Унта шалӑва тӳлемесӗр тытса тӑнӑ тееймӗпӗр-ха, анчах ҫынсем ӗҫрен пӑрахнӑ кунах татӑлманнине прокуратура тӗрӗслевӗ ҫирӗплетсе панӑ. Унта тӑрӑшнисенчен пӗри нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тепри ҫав уйӑхӑн 23-мӗшӗнче ӗҫрен тухса кайнӑ, анчах шалупа вӗсемпе татӑлма васкаман, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна тӳленӗ. Ку вара РФ Ӗҫ кодексӗн 84.1 тата 140-мӗш статйисене пӑсни пулать. Шалупа вӑхӑтра татӑлса пӗтмен предприяти пуҫлӑхне республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |