Пӑтӑрмахсем
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие ҫакланнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ. Инкек Воротынец районӗнче ирхи 5 сехет те 50 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Рено» микроавтобус водителӗ руле пӑхӑнтарайман, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл йывӑр тиевлӗ «МАН» урапапа ҫапӑннӑ. Салонри виҫӗ пассажир йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Тепӗр улттӑшне, ҫав шутра водителе те, пульницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш Ен ҫыннисем. Мускавран шапашран таврӑннӑ. Чӑваш Ене кӑшт ҫеҫ ҫитеймен вӗсем… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Малашнехи ӗҫсене правӑна сыхлакан органсем сӑнаса тӑнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. ...Сӗтев сӗнекен арҫынна следстви пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ, хӗрарӑма килте лармалла йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын килӗнче пулнӑ. Унпа пӗрле 25 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Часах хирӗҫсе кайнӑ вӗсем. Ашшӗ ывӑлне отверткӑпа, мӑлатукпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ывӑлне туяннӑ эрехӗн хаярлӑхӗ килӗшмен-мӗн. Ашшӗ ӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн кӗлеткине касса вакланӑ. Унтан ҫӗрле хӑш-пӗр пайне ҫӳп-ҫап контейнерне тухса пӑрахнӑ. Ыттине простыньпе ҫавӑрса канализаци люкне ывӑтнӑ. Пушӑн 23-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап илсе тухакан организаци ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнине пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти пӗр аслӑ шкул вӗрентекенне сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аслӑ шкулта студентсене вӗрентекен хӗрарӑм пӗр ҫамрӑка, 3-мӗш курсра ӑс пухаканскере, 4 пин тенкӗ парсан зачет лартса пама шантарнӑ-мӗн. Анчах «хура» ӗҫ ӑнман. Сӗтев илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма тытса чарнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн пурлӑхне арестлеме те пултараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, Муркаш юханшывӗнче урапа путнӑ. Унта виҫӗ ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Пӗри ҫеҫ ҫӑлӑнма пултарнӑ. Ку 11 сехет те 45 минутра пулнӑ. 24–26 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Муркаш районӗнчи Атапай тата Ҫеменкасси ялӗсенче пурӑнакансем, пӑр тӑрӑх 2 ҫухрӑм кайнӑ. Пӑр катӑлсан урапа кутӑн ӳкнӗ. Хыҫалти ларкӑчри каччӑ багажник урлӑ тухнӑ. Иккӗшӗ вара ҫӑлӑнайман. Вӗсем, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шывпа чыхӑнса вилнӗ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӳсӗрле пулӑ тытма кайнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнӑ. Интернат-ҫуртри инкек пирки Муркашри пушар чаҫне хыпар 11 сехетре ҫитнӗ. Ун пирки «Альтоника» текен программӑпа аппарат комплексӗ автоматла майпа систернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме тесе республикӑри икӗ пушар хуралӗн тата ведомствӑлла мар виҫе пушар хуралӗн вӑйне ура ҫине тӑратнӑ. Ятарлӑ службӑсем сисчевленнӗ вӑхӑтра вырӑнтисем те алӑ усса ларман: ҫулӑма сӳнтерессипе ҫине тӑнӑ. Интернат-ҫуртра пурӑнакан 49 ҫынна илсе тухнӑ. Ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, 2-мӗш хутра, алхасакан ҫулӑма айккинелле ярас мар тесе те вырӑнтисем хытах ҫине тӑнӑ. Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви вӗсенчен пӗрин тӑрӑмӗ самай йывӑр тесе пӗлтернӗ, теприн аптӑрасах каймасть-мӗн. Пушар сӑлтавӗ интернат-ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Аммиак турттаракан Чӑваш Енри урапа ӗнер инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмахӗ Сарту облаҫӗнчи Вольск хулин айккинче кӑнтӑрла сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ MAN автомобиль тулли пулман. Сарту облаҫӗпе, унтан иртекен «Сызрань — Сарӑту — Волгоград» федераци трассипе пыракан, 3 урапаран тӑракан колонна киле пушӑлла таврӑннӑ. Вӗсенчен пӗри хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Кунта ҫанталӑкӗ те витӗм кӳнӗ-тӑр: юрлӑ ҫанталӑк пулнӑ. Хирӗҫ ҫул ҫине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ йывӑр тиевлӗ урапа кӗпер ҫинчен пӑрӑнса каясран хӳтӗленме тунӑ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кайран фура калла хӑй ҫулӗ ҫине пӑрӑнса илнӗ-ха, анчах унта кабина ҫаврӑнса кайнӑ. Ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ водительсенчен пӗри суранланнӑ, урапасенчен пӗри сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрине ертсе пынӑ тата тепӗр пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Маларах суд тенкелӗ ҫине лекнӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ (ҫывӑх вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тата тепӗр лару иртмелле) евӗрех, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл та хӑйӗн паллаканне ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑхне куҫарнӑ. Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ-мӗн. Саккунлӑ мар майпа харпӑрлӑха куҫарнӑ ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе те тӗпчевҫӗсем мерӑсем йышӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ. 11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать. Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ. 30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ. Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |