Пӑтӑрмахсем
![]() RT сайтри сӑнӳкерчӗк Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Вӑл тӗслӗхре аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Ҫак экспертизӑна ирттерекенни, тата тӗрӗсрех каласан, анализа илекенни Михаил Клейменов пулнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Шупашкарта чылай ҫул ӗҫленӗ. Тӗлӗнтермӗш тӗслӗхе Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаччӑрах) кӑларӑмра ҫак самантра сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачан ашшӗ ывӑлӗн юнне никама пӑхӑнман экспертсене тӗрӗслеттерме Германие ярса парассине пӗлтерчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче икӗ кӳршӗ хушшинче пулса иртнӗ. 74 ҫулти кинемей канализаци тӑвас тесе тимӗр ункӑсем туянса хунӑ. Кӳрши вара ҫӑл чавма ӗмӗтленнӗ. Кӳршӗре тимӗр ункӑ выртнине асӑрханӑскер ҫӗрле, никам курман чухне, ҫавсенчен иккӗшне хӑй кил хушшине куҫарса хунӑ. Япала ҫухатнӑ кинеми тӳрех кӳршӗ пирки ырӑ мар шухӑшласа илнӗ. Чӑн та, тӗрӗсех тӗшмӗртнӗ вӑл: пускилӗн кил хушши картин хушӑкӗнчен пӑхнӑ та хӑйӗн пурлӑхне асӑрханӑ. Ырӑпа калаҫни усса кайман: 58 ҫулти арҫын кинемее тӗксе кӑларса янӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм депутатран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ — йӗрке хуралҫисенчен. Тимӗр ункӑ пӗҫертнӗ арҫын хӑйӗн утӑмне пакунлисене ҫӑл тума кирлӗ пулнипе ӑнлантарнӑ. Ҫакна ҫывӑх вӑхӑтра унӑн судра тепре калама тивӗ. Тӑвай районӗн прокурорӗ Оксана Ястребова каланӑ тӑрӑх, айӑплава суда ярса панӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗҫе тума пуҫланӑ самант РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр икӗ кунтан коммерци организацине ҫав суммӑна куҫарса панӑ. Ҫур миллион тенкӗ ытларах тӳлесе хыснана шар кӑтартнӑ пуҫлӑх ӗҫӗпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмах май, ӗҫе подрядчик кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтерчӗ пулӗ. Ҫул ҫинче ҫӗр тӗрлӗ инкек пулать те, ун пек кашни пӑтӑрмаха хыпарласа пӗтереймӗн. Анчах вӑл тӗслӗхре урама аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх. Тӗлӗнтермӗш экспертизӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ капла пӗтӗмлетӳпе килӗшме пултарайман. Ҫав вӑхӑтрах экспертсем иккӗмӗш хут та тишкернӗ. Ун чухне те арҫын ача ӳсӗр пулнӑ пек тухнӑ. Арҫын ача ӳсӗррине палӑртакан экспертиза ирттернӗ Михаил Клейменов Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ иккен, нумай ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ. Вӑл хӑйӗн экспертизи тӗрӗссине. йӑнӑшма пултарайманнине телеэкрансем урлӑ темиҫе хут та каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн 700 пин тенке яхӑн укҫине вӑрланӑ. Ҫакскер ватӑ ҫыннӑн хваттерне собесран килнӗ тесе кӗнӗ. Чеескер хӗрарӑмӑн айванлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ курса укҫине вӑрланӑ. Телее, вӑрра темиҫе сехетрен тытса чарма май килнӗ. Кил хуҫи ҫав кунах полицие шӑнкӑравланӑ. Иртен-ҫӳрен ҫав хӗрарӑмӑн машинин номерне астуса юлнӑ. Ӑна татса чарас тесе «Перехват» план хута кайнӑ. Машина номерне хулари пӗтӗм патруле пӗлтернӗ. Кӗҫех «объекта» тӗп урамсенчен пӗринче асӑрханӑ. Полицейскисем хӑвалама тытӑннӑ, лешӗ тарайман. Машинӑра Кострома, Ярославль облаҫӗсенчи тӑватӑ ҫын ларнӑ. Пӗрин сумкинче ватӑ хӗрарӑмӑн 700 пин тенкине тупнӑ. Кил хуҫипе хӗрарӑм полици уйрӑмӗнче тӗл пулнӑ. Лешӗ макӑрса каҫару ыйтма пикеннӗ, анчах кинемей унӑн юри хӑтланӑвне ӗненмен. Полицейскисем ватӑ ҫынсене тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ: тимлӗрех пулмалла, ют ҫынсене хваттере кӗртмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳре пӗр эрнене яхӑн шыранӑ 11 ҫулти хӗрачан виллине тупнине паян ирхине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ ҫынна та тытса чарнӑ. Ку тискер ӗҫе ҫак хуларах пурӑнакан 23 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл кӳршӗ ҫуртран. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын айӑпне йышӑннине пӗлтернӗ. Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑ. 2011 ҫулта ӑна ҫаратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Аса илтерер: хӗрачан виллине Ҫӗрпӳри пӗр гаражра тупнӑ. Вӑл Настя Осипова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вылянӑ картишрен инҫех мар вырнаҫнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. РФ Уголовлӑ кодексӗн 105-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫул ҫитмен ачана вӗлернӗшӗн ҫынна мӗн виличчен тӗрмере тытма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ. РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ. Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Архангельск облаҫӗнче дальнобойщик ачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче пирӗн ентеш пулнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, 11 ҫули ача велосипедпа пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран МАН фура умне ҫул ҫине тухса кайнӑ. Руль умӗнче вара Чӑваш Енри арҫын, 35 ҫултискер, пулнӑ. Водитель аварирен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, руле айккинелле пӑрнӑ. Анчах ача пӗрех кустӑрма айне лекнӗ. Пӗчӗкскер йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ. Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ирина Клементьева Шупашкар хула мэрӗ пулнӑ Ирина Клементьева текех ку должноҫа йышӑнмӗ. Паян хулара иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ӑна пукансӑр хӑварма йышӑннӑ. Хӑйне яваплӑхран хӑтарма ыйтса Ирина Всеволодовна хӑех ҫырса панӑ. Анчах ӑна та пулин вӑл хӑйӗн юрисчӗсем урлӑ парса янӑ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ирина Клементьевӑна Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ килти ареста лартма йышӑннӑ. Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле темиҫе ӗҫ пуҫарчӗҫ. Клементьева хӑй айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет тесе шухӑшланӑран ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма та, ҫыру ҫӳретме те унӑн ирӗк ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |