Пӑтӑрмахсем
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи «Лантӑш» кану базинче пушар тухнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки ҫурҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тата хушма ҫуртсене, мунча тата склад евӗр усӑ кураканскерсене, ярса илнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫынсен виллисене тупнӑ. 38 ҫулти арҫыннӑн ӳтне, унта ӗҫлекенӗнне, мунчари кӑмака патӗнче асӑрханӑ. Унӑн арӑмӗн вилли вара пурӑнмалли ҫуртра пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшки патне ҫӗркаҫ ҫеҫ килнӗ пулнӑ. Следовательсем малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче фура кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, урапа майӗпен пынӑ. Авари мӗншӗн сиксе тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Фура кабининче водитель, унӑн арӑмӗ тата икӗ хӗр пӗрчи пулнӑ. Урапа ҫаврӑнса ӳксенех ҫынсем пулӑшма чупнӑ. Арӑмне тата икӗ ачине кабинӑран кӑларнӑ. Вӗсем чиперех. Водителӗн сӑмсинчен юн кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Студентсем зачет илес тесе преподавателе укҫа панӑ. Лешне сӗтев илнӗшӗн тытса чарнӑ. 29 ҫулти вӗрентекен тӗшӗлпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл пӗччен ӗҫлемен. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗ пулӑшнӑ. Хайхискерсем студентсенчен 25,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен ирӗк ыйтмасӑр тухса ҫӳреме юрамасть. Суд сакки ҫине ҫав аслӑ шкултах вӗрентекен преподаветель ларӗ. Вӑл студентсенчен 4 пин тенкӗ илнӗ. Ку хӗрарӑм тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хресчене маларах консервативлӑ тесе ӳпкелеме пӑхатчӗҫ те, халӗ апла калаймӑн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи агрофирма гендиректорӗ тата Куславкка районӗнчи пӗр фермер хӑйсен хуҫалӑхӗсене шӑвармалли хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме шут тытнӑ. Анчах... хут ҫинче. Хут чӑтать теҫҫӗ те, ҫырмаллине ҫырса тултарнӑ. Ҫавна-ҫавна туянтӑмӑр тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ярса панӑ. Суя хучӗсене хатӗрлеме вӗсен паллаканӗ те (маларах вӑл мелиораци оборудованипе тивӗҫтерекен организацин официаллӑ мар пайташӗнче тӑрӑшнӑ) пулӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2014 ҫулхи раштавччен ҫапла хӑтланнӑ. Хӑш-пӗр оборудовани хакне пысӑклатса кӑтартнӑ, хӑшне туянман та. Анчах республика хыснинчен 22,5 миллион тенкӗ субсиди шӑкӑрт кӑна килсе выртнӑ. Халӗ ултавҫӑсен ӗҫне суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнчи 27 ҫулти хӗрарӑм вилӗмрен вилнӗҫи пулса ҫӑлӑннӑ. Ӑна хӑйӗн упӑшки пулнӑ 33 ҫулти арҫын леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗш каҫхине арҫын хайӗн арӑмӗ пулни патне лешӗ тара илсе пурӑнакан хваттере пырса кӗнӗ. Ӳсӗрскер мӑшӑрӗпе харкашма тытӑннӑ. Малтан вӑл ӑна пӑвма пуҫланӑ, кайран керамика савӑллӑ ҫӗҫӗ ярса илсе вӗлерессипе хӑратнӑ. Пуҫӗнчен алӑпа темиҫе хутчен ҫапнипех ҫырлахман, ҫӗҫӗпе ураран тирнӗ. Хӗрарӑм вилессе 40 минут кӗтсе ларнӑ вӑл. Арӑмӗ пулни пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑран ҫӗҫӗпе хырӑмран чикме хӑтланнӑ. Анчах лешӗ ҫине тӑрсах кӗрешнӗ чух ҫӗҫӗ савӑлӗ хуҫӑлса кайнӑ. Вара арҫын пӑвма тата пуҫӗнчен тапма тытӑнса кайнӑ. Тепӗр ҫӗҫӗ илсе вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен 12 хутран кая мар чикнӗ. Арҫынна ҫӗнтереймессине ӑнланса илнӗ хӗрарӑм сывламанҫи туса выртма шут тытнӑ. Пуҫтах преступлени вырӑнне тасатса тухса кайнӑ хыҫҫӑн шар курни кӳршӗсем патне каҫса васкавлӑ пулӑшу чӗнме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫак хӗрарӑма шыраҫҫӗ Пӗр пульницӑра ӗҫлекен ҫын 39 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ пӑхнине ӗҫтешӗсенчен пӗлнӗ. Хайхискер хӑй те унпа тӗл пулма шухӑшланӑ. Юмӑҫ пӑхакан ҫак хӗрарӑм пульница ӗҫченне пӑснине сирмешкӗн 15 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ суммӑна илсе килнӗ. Хӗрарӑм енчӗкӗнче укҫа юлнине пӗлнӗ-мӗн — татах илсе килме ыйтнӑ. Ҫапла мӗскӗн хӗрарӑм 31 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Юмӑҫ укҫа-тенке «тасатса» ӑна тепӗр кунхине тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫак вырӑнтах курнӑҫма калаҫса татӑлнӑ вӗсем. Анчах юмӑҫ ку йӑла-йӗрке пирки никама та шарлама хушман. Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑм полицирен ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл 50 ҫулти пек курӑнать, 165–170 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ хура. Сумки те хура тӗслӗ. Вӑрӑм чечеклӗ юбка, тӗттӗм футболка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Надя Корнилова Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман. Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче аудиофайл вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑман иккен. Хайхине экстремистла материал тесе хакланӑ. 24 ҫулти каччӑ ҫапла майпа вара прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Унтисем ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ та ҫамрӑк тӗлӗшпе ӗҫе пӑхса тухма суда ярса панӑ. 24-ри каччӑ халӑх тетелӗнче юрӑхсӑр аудиофайл вырнаҫтарнине суд Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӗн 20.29-мӗш статйипе пӑхса тухса айӑпланӑ. Хӑйӗн страницинче кӑна пулин те, анчах пурте курмалла вырӑнта ун пек файл вырнаҫтарнӑшӑн ҫамрӑка 2 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп. Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать. Ҫук-ха, ҫухату тӳсекенсем, шар куракансем ниепле те хӑнӑхаймӗҫ. Усал хыпар-хӑнара МИХсенче илтсе йӑлӑхни пирки каласшӑнччӗ эпӗ. Анчах халӗ эпир асӑннӑ инкекре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ айӑплине палӑртнӑ. Ҫакскерӗн руль умне ларма ирӗкӗ те пулман: урапана тытса пыма ирӗк паракан правана 18 тултарсан кӑна параҫҫӗ-ҫке. Инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсен тӗрлӗ ыйту ҫуралнине ӑнланма пулать: 17-ри каччӑна ашшӗ-амӑшӗ мӗн тесе руль умне ларма ирӗк панӑ? Каҫхи клубран таврӑнакан ҫамрӑк эрех сыпнине, ҫавӑнпах вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма хирӗҫленине калаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умӗнче ӳсӗр пулнишӗн ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Ку хыпара ZaRulem.ws автопорталта ҫырнӑ-мӗн. Ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе хӑйне кӑнттам тытнӑ теҫҫӗ. А226АА 21 патшалӑх номерӗллӗ «Nissan Teana» маркӑллӑ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ пуҫлӑх ӗҫне пӑхса тухма миравай тӳресен Шупашкар районӗнчи 2-мӗш участокне ярса панӑ. Ӗҫе хальлӗхе пӑхса тухса тухса татӑклӑ йышӑну тӑвайман иккен-ха: суд ларӑвне тӗрлӗ сӑлтава пула темиҫе хутчен те куҫарма тивнӗ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |