Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра 4 ҫулти хӗрача та пур. Икӗ ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар район арҫынни, иномарка рулӗ умӗнчи, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче вӑл ВАЗ-2115 урапапа ҫапӑннӑ. ВАЗра ҫемье пынӑ: 38-ти арҫын, 43 ҫулти хӗрарӑм тата 4-ри хӗрача. Пурте вилнӗ. Иномарка водителӗ тата ача кӗтекен унӑн арӑмӗ те суранланнӑ. Вӗсем пульницӑра. Ҫак водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 4 хут явап тыттарнӑ. Унӑн права та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра судпа айӑплӗҫ. 56 ҫулти арҫынна Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ял тӑрӑхне ертсе пынӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем хушнипе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выпискӑсем хатӗрлесе сакӑр ҫӗр участокне уйрӑм хушма хуҫалӑх валли хӑйӗн паллаканӗсене уйӑрса панӑҫи кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх лешсем ҫӗр лаптӑкне регслужбӑра регистрациленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне маларах судпа айӑплама ӗлкӗрнӗ. Ун чухне ӑна автоҫулсене тытса тӑрассипе контракт хатӗрленӗ чух улталанӑ тесе 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ — экс-пуҫлӑх ҫав укҫана тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта, Алькеш поселокӗнче, ҫынна вӗлернӗ. Ку ӗҫе 80 ҫулти старик тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 80-ри арҫын килте 47-ри пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер ҫамрӑкраххине пуртӑпа тата турчӑкапа пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ, экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Арҫын айӑплине ӗнентерсен вӑл тӗрмене 6–15 ҫуллӑха ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр хулинче арҫын пушарта вилнӗ. Паттӑрла. Ҫулӑм пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле тухнӑ. 44 ҫулти ҫемье пуҫӗ ҫӗрле шифер ҫурӑлнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл килтисене вӑратнӑ. Лешсем чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ. Анчах арҫын гаража урапине ҫӑлма чупнӑ. Вӑл унта сӗрӗмпе чыхӑнса кайнӑ, тухайман… Унӑн виллине пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухнӑ. Пушар мунчана, гаража, верандӑна, пӳрт тӑррине кӗле ҫавӑрнӑ. Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ, экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Елена Загорская тунӑ сӑн «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Марина пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ывӑлне паян кӑнтӑр варринче троллейбусра хӗненӗ. 18-ти ҫамрӑк 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра пынӑ. Пӗр чарӑнура пӗр арҫын ача йӑтса кӗнӗ. Марина каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем кондуктор вырӑнне ларнӑ. Анчах кондуктор 18-ти ҫамрӑка вырӑн пама ыйтнӑ. Яш хирӗҫлемен — тӑнӑ. Анчах арҫын ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫапма тытӑннӑ. «Наци вулавӑшӗ» чарӑнура ансан каччӑ юлташӗсене хӑйне хӗнени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын татах сиксе ӳкнӗ, телефонне туртса илнӗ, каҫхине шӑнкӑравласан тавӑрма шантарнӑ. Яш кун хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайсан диагноз лартнӑ: пуҫ мими чӗтреннӗ. Куҫӗ кӑвак. Телефона вара арҫын сӳнтернӗ. Тухтӑрсем ку тӗслӗх пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тӑвай районӗнчи йӗрке хуралҫисем Сиринчи тата ытти ҫӗршыври саккунлӑ мар ушкӑнсене хутшӑнма пултаракансене палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Кун пирки унти полици ӗҫченӗсем терроризма тата экстремизма хирӗҫ тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Канашлӑва Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова ирттернӗ. Унта йӗрке хуралӗпе ҫыхӑннӑ ытти службӑсен яваплӑ специалисчӗсем те хутшӑннӑ, хӑйсен хӑш енӗпе ҫине тӑни пирки каласа кӑтартнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче кам епле тимленине тишкернӗ май медучрежденисенче терроризмран сыхланассипе ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Прокуратура вара шкулсенчен пӗрине ирӗклӗнех кирек кам та кӗрсе тухаяссине асӑрханӑ. «АвтоВАС» общество та терроризмран асӑрханассипе Тӑвай районӗнче ҫителӗклӗ вӑй хумаҫҫӗ иккен. Мӗнпур кӑлтӑк пирки яваплисем асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаласа ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑрта чиркӗве ҫаратнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланчӑк ҫын тунӑ-мӗн. Ҫакскер храм ҫывӑхӗнче тӑтӑшах укҫа ыйтса ларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче храм пупӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене ылтӑн тата кӗмӗл эрешсем ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӗсене килен-ҫӳрен илсе килнӗ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварни тӳрех курӑннӑ. Преступник чиркӗве чӳречене пуртӑпа ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Анчах вӑл асӑрханмасӑр хӑйне кастарнӑ. Полицейскисен йытти йӗре шӑршласа карта патне илсе ҫитернӗ. Унтах пуртӑ тупнӑ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем 39-ти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӑра сакки сарлака та тем те тутарать вӑл. Тӑвай районӗнче нумаях пулматсь, ав, Тӗмен облаҫӗнчен тӑванӗ патне хӑнана килнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. 59 ҫулти арҫын иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӑванӗпе тата пӗр ял ҫыннисемпе кӗреке хушшинче саркаланнӑ. Тем пайлайман-ҫке эрех пӗрле ӗҫекен туссем - хӑнана пынӑ ял ҫынни тӑвансемпе хирӗҫсе каять те хӗнеме пуҫлать. Тӗменрен килнӗ хӑна ҫӗҫӗ ярса илет те икӗ хутчен сулса ярать. Ҫапӑҫӑва пуҫарни ҫийӗнчех вилсе каять. Хӑйсене хӳтӗлес тесе алла ҫӗҫӗ тытнӑ арҫына суд нумаях пулмасть ҫирӗп режимлӑ колоние сакӑр ҫуллӑха хупма йышӑннӑ тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова. Суд хыҫҫӑн вунӑ кун ҫитейменнине кура приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Йӗпреҫ районӗнчи культура учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пыракан ҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче вӑл хӑй ӗҫлекен учреждение район администрацийӗнче самай пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шаран иккӗмӗш сыпӑкри тӑванне илнӗ. «Хӗрарӑм культура учрежденийӗнче тӑрӑшмассине пӗлсе тӑрсах», — уҫӑмлатрӗҫ Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче. Тӳре-шара тӑванне муниципалитет предприятийӗн пуҫлӑхӗ хӑйне тӗкӗ паракан пултӑр тесе ӗҫе илнӗҫи тунӑ-мӗн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗчченех тӳре-шара тӑванӗ хыснаран укҫа илсе пурӑннӑ. Ҫулталӑк ҫурӑра унӑн кӗсйине 83 пин тенкӗ ытларах кӗнӗ. Ӗҫлемен ҫыннах укҫа тӳлесе пурӑннӑшӑн пуҫлӑха 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |