Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ачасене шкул автобусне лартма хӑрушӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.02.2019 05:51 | 1896 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.

Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва.

Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн.

Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ.

#журналистсем, #Муркаш районӗ, #Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки, #ҫул-йӗр, #транспорт, #хӑрушсӑрлӑх, #Юнкӑпуҫ, #ача пахчисем, #ачасем, #тӳре-шара, #Юнкӑ, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем