Пӑтӑрмахсем
Пӑрачкав районӗнчи пӗр ялта 27 ҫулти хӗрарӑм 17-ри кӳршӗ хӗрне хӗненӗ. Вӑрҫи-харҫи пикен каччине пула сиксе тухнӑ. Республика прокуратурин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри хӗрарӑм тӑлӑх хӗр ҫине ҫиксе ӳкнӗ. Пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл хӗрӗн каччи машинӑпа иртсе кайнӑ чух чутах ӑна ҫапса хӑварман тесе ятланӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, руль умӗнчи яш ӑна, велосипедпа пыраканскере, пырса кӗрес пекех ҫил шӑхӑрттарса иртсе кайнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене хисеплемелли пирки ӑнлантарас вырӑнне хӗрарӑм алли-урине ирӗке янӑ. Пикене вӑл ҫӳҫрен ярса илнӗ, кирпӗч илсе пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пуҫ мимине чӗтретнӗ пикен пульницӑрах сипленме тивнӗ. Ҫапӑҫакан хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха миравай судья пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑрти район сучӗ Улатӑрта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне тытса хӗненӗ, унтан хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗ. Усал ӗҫӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑйпитти ӳсӗр арҫын 83 ҫулти амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. Ватӑскере вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ кинемипе ҫапӑҫни ҫитмен-ха, хӑйӗн ывӑлне «тӑн кӗртме» шутланӑ. 22 ҫулхи каччӑ ватта кӳрентернӗшӗн ашшӗне маларах ӳпкеленӗ иккен. Ҫавӑншӑн тавӑрас тенӗ те 56-ри ӳсӗр. Ывӑлӗ хваттер алӑкне уҫнине илтсен вӑл пӑшалпа алӑк енне тӗллесе пенӗ. Суранланнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайни те пулӑшайман — тӑватӑ кунтан ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Улатӑрти район судне ярса панӑ. Картран пуҫӗпех тухса кайнӑ арҫын ӗҫне ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ. Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн. Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл финанс пирамиди йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын 2014 ҫулта «Удобно-сбережения» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Килӗшӳсем туса ҫынсенчен укҫа упрама илнӗ. Хӑй саккунлӑ майпа ӗҫленине кӑтартмашкӑн вӑл процентсем кӑштах тӳленӗ. Анчах чее ӗҫ нумайлӑха тӑсӑлман. Унӑн хура ӗҫне тупса палӑртнӑ. Арҫын финанс пирамиди йӗркелесе хӑйӗн кӗсйине 159 миллион тенкӗ чикнӗ. Вӑл 546 ҫынна улталанӑ. Вӑлтана Мӑкшӑ, Чӑваш, Коми республикисенче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Киров, Чулхула облаҫӗсенче пурӑнакансем лекнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суд милици чӳречинчен пенӗ арҫынна Раҫҫей правительствине 23 пин евро тӳлеттерме йышӑннӑ. Шупашкарта пурӑнакан Леонид Петровпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2006 ҫултах пулса иртнӗ. 10 ҫул каялла, шӑп та лӑп юпа уйӑхӗнче, ӑна Шупашкарти Мускав районӗнчи Шалти ӗҫсен пайне наручник тӑхантартсах тытса пынӑ. Йӗрке хуралҫисенчен шар курнӑ арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӳсӗр оперативниксем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, мӑшкӑллассипе хӑратнӑ. Ҫапла пуҫтахланса вӗсем ӑна вӑрланине тата ҫынна вӗлернине йышӑнтарасшӑн пулнӑ. Тытса чарнӑскерӗн аллине йӗрке хуралҫи шутланакан этемсем 40 килограмм таякан кире пуканӗ ҫыхса лартсах хӗненӗ. Чӳречерен перессипе те хӑратнӑ. Преступлени тунине йышӑнманнине кура арҫынна вӗсем, чӑн та, чӳречерен тӗксе янӑ. Суранланнӑ арҫынна пульницӑра операци тунӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна сиплев учрежденийӗнче те кравать ҫумне аллине сӑнчӑрласа тытнӑ. Чӑваш Енӗн следстви органӗсем милиционерсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма 24 хутчен хирӗҫленӗ. Юлашкинчен ӗҫ-пуҫ Европӑри судах ҫитнӗ. Унта этем правине пӑснине ҫирӗплетсе панӑ-панах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Евгений Борисов текех Герой мар Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Евгений Борисова «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫын лекнӗ. Айӑпланнисенчен пӗрине, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Тӳре унран Герой ятне те туртса илме йышӑннӑ. Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ. Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗ прокурорӗ Евгений Борисова Герой ятне тавӑрса пама ыйтса Чӑваш Енӗн Верховнӑй судне тухнӑ. Паянхи суд ларӑвӗнче Евгений Борисова наградӑна тавӑрса памалла мар йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнчи вӑрманта ҫын шӑмми-шаккине тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — арҫыннӑн. Ҫын шӑмми-шаккине Ҫӳлти Вӑрманьялӗнче тупнӑ. Арҫын хура куртка, хура ӑшӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 30–40 ҫулсенчи пулнӑ. Вӑл — 169 сантиметр ҫӳллӗш. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: (835-33) 49-0-02, 4-92-48 е 02. Ят-шыва никама та пӗлтермӗҫ тата хыпарланӑшӑн хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра пассажирсене турттаракансенчен пӗрне тӗрӗсленӗ те ку енӗпе кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Н.М. Иванов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ пассажирсене турттарасси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ятарласах мар пулӗ те, анчах саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе ахальтен каламан ҫав. Транспортра вырӑнсен номерӗсене кӑтартмалли, ҫулӑма сӳнтерекен хатӗр ӑҫтине ҫырса хумалла, пассажирсене кам турттарнине, водитель ятне кӑтартмалла. Н.М. Иванов транспортӗнче кун пек пӗр пӗлтерӳ те пулман. Прокуратура тӗрӗслевӗ ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка та асӑрханӑ. Йӗркене пӑснӑ усламҫӑна республикӑн Арбитраж сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ право пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.1 статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласа 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи йӗркене пӑснӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тӗпчев малалла пырать. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче полици ӗҫченӗ хӑйӗн паллаканне «ИЖ-79-9ТМ» хӗҫпӑшал тавӑрса панӑ. Маларах ҫавна лешӗнчен йӗрке хуралҫисем илмелле тунӑ. Ахальтен мар. Алӑри хӗҫпӑшаллӑ этем хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тата ӳсӗр пуҫпа хӗҫпӑшал йӑтса ҫӳренӗ. Кун пек пуҫтахланакансене хӗҫпӑшал шанмаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакан ҫын паллаканне шелленипе пулӑшас тенӗ-ши — хӗҫпӑшала тавӑрса памалла тунӑ. Анчах ҫынна ырӑ туни хӑйӗншӗнех кутӑнла ҫаврӑнса тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ йӗрке хуралҫине пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |