Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш.
«Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ.
Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ.