Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Велочупӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти йытӑ ӑсатса ячӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.04.2016 21:22 | 2257 хут пӑхнӑ
Хулара Велочупӑва ӑсатакан йытӑ
Велочупӑва ӑсатакан йытӑ

Паян, Космонавтика кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне велосипедҫӑсем хӑйсен икӗ ураллӑ лашисемпе ҫула тухрӗҫ. Ӑна вӗсем Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» КК умӗнче пӗчӗк митинг иртрӗ. Тӗрлӗ тӳре-шара ҫула тухакансене телейлӗ ҫул сунчӗҫ, космонавтикӑн пысӑк ҫитӗнӗвне мухтарӗҫ. 10 сехет ҫурӑра велочупу ҫула тухрӗ. Велосипедпа туслӑ 60 яхӑн ҫынна (вӗсен шутӗнче ачасем те пурччӗ) ӑсатакансен йышӗнче пӗр йытӑ та пурччӗ — чылай вӑхӑт хушши вӗсемпе юнашар чупса пычӗ.

Шуршӑла ҫитме икӗ сехет патнелле кирлӗ пулчӗ. Андриян Николаевӑн ҫуралнӑ ялне ҫитсен вӗсене культура министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑ пурнӑҫлакан Константин Яковлев, вырӑнти тӗрлӗ тӳре-шара, ялта вырнаҫнӑ музей комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ. Велосипедҫӑсен клубне ертсе пыракан Вячеслав Платонов Шуршӑлти музея Ҫӗнӗ Шупашкар хули парса янӑ саламне тыттарчӗ. Апатланнӑ хыҫҫӑн велосупӑва хутшӑнакансем «Мы не можем жить без космоса» (чӑв. Эпир космоссӑр пурӑнаймастпӑр) фильм пӑхрӗҫ, музейпа паллашрӗҫ.

Виҫӗ сехет ҫурӑсем тӗлнелле велосипедҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкаралла ҫул тытрӗҫ.

#музейсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Космонавтика кунӗ, #велочупусем, #Шуршӑл, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Сӑнсем (100)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем