АПШри Теннесси штатра электроэнерги расхутлас тӗлӗшпе хӑйне евӗр сӑнав тунӑ. Виҫӗ ҫуртра ултӑ ҫул роботсем пурӑннӑ. Вӗсем ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнланӑ. Ку 2009–2014 ҫулсенче пулнӑ.
Ҫуртсенче куллен йӑла техники, телевизор, ытти электроприбор ӗҫленӗ, пӑрӑхсем ӑшӑннӑ. Ҫавӑн пекех темиҫе ҫын пурнӑҫне сӑнарламашкӑн сывлӑша ӑшӑ тата нӳрӗк кӑларакан ятарлӑ машина ӗҫленӗ.
Сӑнава мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха? Ҫуртсенчен пӗри ресурссене перекетлемен ҫемье пулнӑ. Иккӗмӗшӗ, хирӗҫ лараканни, пачах тепӗр майлӑ — йӑлтах перекетленӗ. Виҫҫӗмӗшӗ перекетлемен те, ытлашши расхутламан та — хӑйне май пурӑннӑ.
«Транжирсемпе» «экономистсен» коммуналлӑ счечӗсене танлаштарсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: иккӗмӗшӗсен, АПШри кил хуҫалӑхӗпе танлаштарсан, тӑкак 4 хут сахалрах.
Сӑнава ҫынсене хутшӑнтарман. Вӗсем вырӑнне роботсем пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем ҫуртсене кирек хӑш вӑхӑтра та кӗрсе пӑхасшӑн пулнӑ.