Ҫул-йӗр
Шупашкарти аэропорт тинех унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку хыпара аэровокзал Инстаграмра паян пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен самолетсем Мускава ирпе те, каҫпа та вӗҫме тытӑннӑ. Рейссене пурнӑҫлаканни — «Победа» авиакомпани. Ирхи самолет Мускава Шупашкартан 10 сехет те 10 минутра хускалать, каҫхине — 21 сехет те 45 минутра. «Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе вӗҫет. Унӑн самолечӗ 9 сехет те 30 минутра каять. «Nordwind» авиакомпани самолечӗсем тунтикун Шупашкартан 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ, эрнекун — 12 сехетре. Сочине кӗҫнерникунпа вырсарникун «Победа» илсе ҫурӗ. Шупашкартан унӑн самолечӗ 20 сехетре тапранӗ. Авиакомпани малтанласа ытларикуна палӑртнӑ рейссем ку уйӑхра пулмӗҫ. «Победа» Шупашкара Питӗрпе те ҫыхӑнтарӗ. Унӑн самолечӗсем ытларикунсерен, кӗснерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан 11 сехет те 45 минутра хускалӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ. Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
gallery.world сайтри сӑн «Дорисс» тӗп директорӗ Всеволод Рощин Чӑваш Енре ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ тепӗр ведомство тума сӗннӗ. «Республикӑри пур ҫулшӑн та явап тытакан пӗрлехи центр, пӗрлехи заказчик тумалла. Тутарстанри пек», - тенӗ вӑл. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хирӗҫ пулманнине палӑртнӑ. Вӑл республика ку енӗпе утӑмсем тунине пӗлтернӗ. Халӗ Шупашкарти ҫулсене ЖКХ управленийӗ пӑхса тӑрать, регионтисене – Чӑвашупрдор, вырӑнтисене – район тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
ru-travel.net сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус самани транспорт ӗҫ-хӗлне те витӗм кӳчӗ. Халӗ лару-тӑру майӗпен йӗркене кӗрсе пырать теме пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускава самолетсем вӗҫме пуҫланине эпир хыпарланӑччӗ-ха. Малтанхи вӑхӑтра пӗр кун урлӑ вӗҫнӗскерсем халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкарпа кашни каҫах ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ытти направленипе те самолетсем ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Раҫҫей чукун ҫулӗсен корпоратив ҫыхӑнӑвӗ енӗпе ӗҫлекен службин специалисчӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс хутлама пуҫлӗ. Алена Чернышева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ырӑ енне улшӑннӑран тата ку направлени пассажирсене кирлӗрен пуйӑссене ҫӳретме тытӑнас тенӗ. |
Ҫул-йӗр
Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен «Победа» авиакомпани Шупашкартан Сочи хулине вӗҫме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Рейссене вӑл ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата вырсарникунерен пурнӑҫламӗ. Самолет Шупашкартан 20 сехетре хускалмалла. Ӗнер вара авиакомпани ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16-мӗшӗнче тата 18-мӗшӗнче самолет вӗҫмессине пӗлтернӗ. Билет укҫине каялла илес е билета урӑх куна ылмаштарас ыйтӑва туяннӑ ҫӗрте е авиакомпанин официаллӑ сайтӗнче уҫӑмлатма пулать. Ҫапла хыпарланӑ ӗнер Шупашкарти аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Хӑш-пӗр кун рейссем пулмассине Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче те ҫырнӑ. Вӗсем аэропорт пӗлтернине шута илсе хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Крыма самолетсем вӗҫме пуҫлассине хыпарлани тӳрре килчӗ. Виҫӗмкун «Смартавиа» авиакомпани Чӑваш Ене вӗҫсе килнӗ. Симферопольтен Чӑваш Ене 50 пассажир ҫитнӗ, пирӗн тӑрӑхран Крыма 80 ҫын вӗҫсе кайнӑ. Шупашкарти аэропортра ҫапах та пӗр япалана аса илтереҫҫӗ. Республика тулашӗнчен килекенсен 14 кун хушши килте пулмалла. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн кӑҫалхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 92-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче каланӑ. Ют регионтан килекенсен килте 2 эрне ларасси кӑшӑлвирус чирӗ алхаснипе ҫыхӑннӑ. Пирӗн республикӑра чирлекенсен шучӗ ҫаплипех йышлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта велосипедист инкеке лекнӗ. Вӑл Советски урамри ҫул ҫавринчи светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух тепӗр енне каҫма тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун ҫине «ВАЗ-21063» автомобиль пырса кӗнӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ велосипелистсене асӑрханса ҫӳреме ыйтать. Велосипед транспорт шутланать, велосипедист вара – транспорт водителӗ. Ҫапла вара велосипедпа пынӑ чух ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла. Велосипедистсен права ҫукки светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе ҫӳремеллине пӗлтермест. Велосипедистсен ҫул-йӗр правилин 24-мӗш пунктне пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне вӗсен транспортӑн правилисене асра тытмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата багажа хулапа хула хушшинче турттарассине унчченхилли йӗркепе ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвассине кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ырланӑ. Ҫапла вара ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн муниципалитетсем хушшинчи маршрутсем реестрти расписанипе килӗшӳллӗн ӗҫлӗҫ. Аса илтерер: республикӑра хальхи вӑхӑтра ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимӗ вӑйра. Ҫавӑ ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснипе ҫыхӑннӑ. Автобуссем унчченхиллех ҫӳреме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла мар тесе асӑрхаттарать ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ. Транспортра тата чарӑнусенче маска тӑхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти аэропорт ҫывӑх кунсенче унчченхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Халӗ унтисем Мускавран каҫхине килекен рейссене йышӑнма ҫеҫ тухаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» авиакомпани самолечӗсем кунсерен хутлама тытӑнӗҫ. Ирхи рейссене авиакомпани ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫма палӑртать. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ хыҫҫӑн «Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен «Победа» ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата вырсарникунерен Сочи хулине вӗҫме пуҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн «Nordwind» авиакомпани эрнекунсерен тата тунтикунсерен Симферополе хутлама тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» самолечӗсем Шупашкара Питӗр хулипе ҫыхӑнтарӗҫ. Авиакомпани ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен хутлӗ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Мускава самолетсем вӗҫме тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: икӗ уйӑх ӗҫлемен хыҫҫӑн аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗрен уҫӑлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускавран килнӗ пӗрремӗш самолет тулли пулнӑ. Паян унтан черетлӗ рейс килмелле, 21 сехет те 45 минутра вӑл каялла вӗҫсе каймалла. Ҫапла, хальлӗхе самолетсем пӗр кун урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарти аэропортри лармалли зал пӗчӗккине кура авиапассажирсене перрона тухмалли тепӗр зонӑра самолет кӗтме май туса панӑ. Маска тӑхӑнмаллине те аса илтереҫҫӗ. Кирлӗ пулсан ӑна аэропортра сутаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене аэропорт ӑнланса йышӑнма ыйтать. Аэровокзал пӗчӗккине кура пассажирсене ӑсатма пыракансемсӗр пыма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |