Ҫул-йӗр
Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ. Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен. Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
web.archive.org сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тӑвас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Оперативлӑ штаба республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне шаннӑ. Ӗҫлӗ йыша хамӑр регионти тӗрлӗ министерствӑпа ведомство ертӳҫисене кӗртнӗ. Хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул иртекен районсен: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай – администрацийӗн пуҫлӑхӗсем оперштаба кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти аэропорт хӗллехи ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫнӑ. Кун пек вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Хӗллехи режим пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче «Победа» авиакомпанин рейсӗсем йышланнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе лоукостер Питӗр хулине эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫет. Ҫапла вара пирӗн республика ҫыннисем архитектура тата культура енчен пуян ҫав хулана ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен кайма пултараҫҫӗ. Самолет Питӗрти Пулково аэропортне илсе ҫитерет. Кунне кура расписани тӗрлӗрен. Ытларикунпа шӑматкун самолет Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалать, Питӗре вӑл 14 сехет те 55 минута ҫитерет; кӗҫнерникун 12 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗ, Пулково аэропортӗнче 14 сехет те 45 минутра пулӗ; эрнекун 19 сехет те 25 минутра хускалӗ, 21 сехет те 30 минута ҫитерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокурорӗпе Дмитрий Коношевпа тӗл пулнӑ. Олег Николаев Шупашкарти аэропорта реконструкцилес ӗҫе пуҫӑннине пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн строительство ӗҫне ҫитес ҫул вӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине экспертиза кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Палӑртни пурнӑҫлансан аэропортран самолетсем ытларах вӗҫме тытӑнӗҫ. Шыв ҫийӗн ҫӳремелли транспорт пирки те чарӑнса тӑнӑ. «Валдай-45Р» карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Паян Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ тӗлӗнчи автоҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Атӑл» М-7 ҫула пурӗ 17 километр тӑршшӗ лаптӑк ҫинче юсанӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Тупрана федераци хыснинчен уйӑрнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ май автодус чарӑнӑвӗсене кирпӗчрен пурӗ сакӑр штук купаланӑ. Шӑв- шавран сыхлакан экрансем, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ. Юсав ӗҫӗсене подряд организацийӗ пӗлтӗрхи утӑ yйӑxӗнче пуҫланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ ҫула уҫма тӳре-шара пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев строительсене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ. Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ сахалланнӑ. Кун пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов калана. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвне ирттернӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн республикӑра ҫул-йӗр инкекӗсен шучӗ 5,1 процент (900 штукран 854 таран) чакнӑ. Инкексенче вилнисен йышӗ пӗлтӗрхи тӑхӑр уйӑхра 90 ҫын вилнӗ, кӑҫалхи кӑрлач—авӑн уйӑхӗсенче — 87. Суранланнисен йышӗ пӗлтӗр 1175 ҫынпа танлашнӑ, кӑҫал – 1109. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Йӗпреҫ районӗнчи «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫула юсама палӑртнӑ. Чӑвашупрдор автоҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫула юсама 366 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 7,38 ҫухрӑма ҫӗнетӗҫ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, шыв юхтаракан сооруженисене юсамалла е ҫӗнетмелле, кювета ҫирӗплетмелле, тата ытти ӗҫе пурнӑҫламалла. Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн ҫул ҫине паллӑсем вырнаҫтармалла, разметка тумалла, хӳтӗлев картисем тытмалла тата ҫуран ҫӳремелли ҫула лайӑхлатмалла. Асфальтӑн гарантийӗ 7 ҫулпа танлашӗ. Ҫул маларах арканма тытӑнсан подрядчик ӑна хӑйӗн укҫипе юсӗ. Ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме-авӑн уйӑхӗнче ҫӗнетӗҫ, унтан подрядчик канӗ. 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каллех ӗҫе пуҫӑнӗ те юпан 31-мӗшӗнче вӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"Подслушано в Марпосад" пабликран Астӑватӑр пулӗ: кӑҫал утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Спиртсавут» ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑччӗ. Шел те, вӑл ун чухнех вилнӗ. Авари ҫапла пулса иртнӗ: «Солярис» машина пулӗ умӗнче ӳсӗр водитель ларнӑ. Вӑл ҫулӑн тепӗр енне тухса кайса хӗрача ҫине кӗрсе кайнӑ. 27 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене 5-12 ҫуллӑха хупма пултараҫҫӗ. Авари пулнӑ вырӑнта 9-мӗш класра вӗреннӗ хӗрачан сӑнӳкерчӗкӗпе баннер вырнаҫтарнӑ. Унта «Газ ан пус, пире пурне те килте кӗтеҫҫӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарти аэропорт самолетсене пирӗн патран халиччен вӗҫмен хуласене ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки аэровокзалӑн пресс-служби пӗлтернӗ. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан Чӑваш Ен тӗп хулинчен самолетсем Екатеринбурга, Минеральные Воды и Ҫӗнӗ Уренгой хулисене 2021 кӑрлач уйӑхӗнче вӗҫме тытӑнӗҫ. Аэропортӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ авиамаршрутсем уҫас ыйтӑва республика правительствипе, тата, паллах, авиакомпанисемпе сӳтсе явнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «ИрАэро» тата «Руслайн» асӑннӑ хуласене самолетсене Шупашкартан ҫӳретме хирӗҫ мар. Анчах тӑкаксене хыснаран субсидилесен. Кунта сӑмах регионсем хушшинчи авиарейссене субсидилессипе ҫыхӑннӑ федераци программи ҫинчен пырать. Унта лекме тӑрӑшмалла, лексен вара федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрасса ҫеҫ кӗтсе лармалла мар, регионтан та субсидилемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |