Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Сериллӗ пӗрремӗш Aurus Senat-сем 22 млн тенкӗ тӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2021 22:36 | 942 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн
Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн

Aurus Senat маркӑн пуҫламӑш партири малтанхи машинисем уйрӑм клиентсем валли 22 млн тенкӗпе танлашӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫейри люкс бренчӗ хӑйӗн «Контактри» официаллӑ страницинче пӗлтернӗ.

«Aurus Senat моделӗн пуҫламӑш хакӗ 18 млн тенкӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах бренд, рынокра йышӑннӑ практикӑпа килӗшӳллӗн, 22 млн тенкӗ тӑракан ҫӳллӗ шайра хатӗрлесе ҫитернӗ пӗрремӗш сериллӗ партие кӑларать. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Aurus малтанхи клиентсене Senat-а шӑпах ҫавӑн пек версире туянма сӗнет те», — палӑртнӑ пӗлтерӳре.

Aurus-ра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне сутлӑхра седанӑн йӳнӗрех версийӗсем те пулӗҫ, ҫав шутра 18 млн тенкӗпе те. Автомобилӗн чӑн хакӗ клиентшӑн заказ йышӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ.

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх Aurus Senat-ӑн серипе кӑларакан машинӗсене уйрӑм заказчиксем патне 2021 ҫулхи ҫуркунне вӗҫленнӗ тӗле ҫитерме палӑртнӑ. Пӗрремӗш партири автомобильсем ултӑ тӗслӗ кузов суйласа илме пултараҫҫӗ: шурӑ перламутрлӑ, кофе тӗслӗ, хурҫӑ кӑвак, графит тӗслӗ тата хура тӗсли.

Aurus Senat-ра гибридлӑ двигатель пулӗ: вӑл 4,4 литрлӑ вӗрттерсе бензинпа ӗҫлекен V8 двигатель ҫинче никӗсленнӗ, унпа пӗрле компактлӑ электричество агрегачӗ вӑй хурӗ, урапасене вӗсем 9 картлӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан передачӑсен коробки урлӑ ҫӑвӑрӗҫ. Агрегатсен пӗтӗмӗшле вӑйӗ 600 лашапа тан пулӗ.

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей люкслӑ бренд тата икӗ моделе хатӗрлесе ҫитерессипе ӗҫлет — Arsenal минивэнпа тата ҫулсӑр ҫӳреме пултаракан Komendant машинӑна. Пӗрремӗшне транспорт хатӗрӗ пек усӑ курма 2021 ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ырламалла, иккӗмӗшӗн сертификацине вара ҫулталӑк вӗҫнелле хатӗрлесе ҫитерме палӑртнӑ. Раҫҫейри брендӑн чаплӑ моделӗсен йышӗнче Aurus Komendant чи анлӑ сутӑнакан пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.

#хаксем, #машинӑсем, #люкс, #транспорт, #Раҫҫейре, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем